Тури Туçа

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ял-хула
Тури Туçа
Church of the Trinity of the life-giving in Toisi batyrevo.jpg
Ялав Герб
Ялав Герб
55°04′32″ с. ш. 47°46′04″ в. д.GЯO
Патшалӑх Раҫҫей ФедерацийӗFlag of Russia.svg Раҫҫей Федерацийӗ
Федераци субъекчӗ Чăваш Ен
Муниципаллă район Патăрьел
Ял тăрăхĕ Туçа
Пуҫлӑх Перепелкин Николай Алексеевич
Историпе географи
Никӗсленӗ 1620
Малтанхи ячӗсем Чиркÿллĕ Туçа
Сехет тӑрӑхӗ UTC+3:00
Халӑх йышӗ
Халӑх йышӗ 389 ҫын (2010[1])
Национальноҫсем чăвашсем
Цифра идентификаторӗсем
Телефон кочӗ +7 83532
Почта индексӗ 429354
ОКТМО кочӗ 97607470101
Код ОКАТО (2014 ҫулччен) 97207870001
Номер в ГКГН 0141184

gov.cap.ru/main.asp?govid=306
Тури Туçа на карте
Тури Туçа
Тури Туçа
Логотип РУВИКИ.Медиа Медиафайлы на РУВИКИ.Медиа

1620

Тури Туçа, — Чăваш Енĕн Патӑрьел районӗнчи ял. 1927 çулчен Чиркÿллĕ Туçа ятлă пулнă.

Ялта вăтам шкул, "Сар хĕвел" (вырăсла "Сар-Хевель"[2]) ясли-сад , ял вулавăшĕ, фельдшер-аккушер пункчĕ, культура çурчĕ, аптека пункчĕ, халăх музейĕ вырнаçнă.

Тури Туçа Пăла шывĕн вăтам юхăмĕнче, сылтăм çыранра вырнаçнă. Ку тĕлте Пăлана Тимĕрле çырми юхса кĕрет. Пăла урлă тимĕр-бетон кĕпер хывнă. Ун тăрăх Пăлан тепĕр çыранĕнче вырнаçнă Вăтаел ялне çитме пулать.

Яла 1620 çулта Атӑлăн сулахай çыранĕнчен тата халĕ Йĕпреç районне кĕрекен Кӑшмас ялĕнче куçса килнĕ çынсем никĕсленĕ. Мăн Пăла таврашĕнчи чи пысăк ялсенчен пĕри шутланнă.

Малтанхи вăхăтра çынсем çĕр айĕнчи пӳртсенче, Çĕрпӳрт çырми хĕрринче пурăннă.

Малтан кунта темиçе вырăс кил-йышĕ те пулнă: Кудрявцевсем, Сурковсем. Анчах каярахпа вĕсем, ытти йышсемпе тăванлашнă майăн, паллах, чăвашланса кайнă, халĕ вĕсен ачисем нихăшĕ те хăйсене вырăссем шутне кĕртмест.

Чĕмпĕр кĕперниĕн Астăвăм кĕнеки тăрăх 1868 çулта ялта 68 кил пулнă. Вĕсенче 177 арçын тата 181 хĕрарăм пурăннă.

1920 çулхи çурла уйăхĕн 3 Пăва уесне, ун хыççăн вара Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Ҫӗрпӳ уесӗн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-пе 1927 çулчен Патăръел уесне кĕнĕ. Ку пĕтĕм вăхатра ял çак пайланусен Патăръел вулăсне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Мăн Патăръел районне кĕнĕ. 1935 çулхи çу уйăхĕн 19 хыççăн Патăръел районне, 1939 çулхи нарăс уйăхĕн 22 хыççăн Чкаловски районне, 1957 çулхи чӳк уйăхĕн 20 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет[3].

Паллă çыннисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тури Туçаран тухнă полковниксем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тури Туçа вăтам шкулĕ нумай çынна ăс панă, малашлăха суйласа илме пулăшнă. Унтан вĕренсе тухнисен хушшинче полковнике çитнисен йышĕ питĕ нумай:

  1. Румянцев Сергей Трифонович;
  2. Телегин Александр Семёнович;
  3. Дмитриев Анатолий Георгиевич;
  4. Корнилов Николай Германович;
  5. Пласкин Николай Васильевич;
  6. Табаков Феоктист Алексеевич.
  • Мулюков Г. Ф., Мулюкова Е. В., Мулюков Ф. В. «Пирĕн ял. Ăçтан камсем эпир, Туçасем? 1-мĕш пайĕ». — Патăрьел, 2001. — 350 с.

(Патăрьел районĕнчи Тури Туçа ялĕн кун-çулĕ пирки çырнă тĕп кĕнеке. Кĕнекере ялти нумай йăх-хушаматăн несĕлĕсене çырса кăтартнă — чăн ылтăн! Ял историйĕне те тĕплĕн кăтартма тăрăшнă.)

  • Урукова, М. П. Тӑван кил ҫутипе, тӑван кил ӑшшипе... : [аса илнисем, сӑвӑсем] / Мария Урукова. - Чебоксары, 2020. - 389 с. : сӑн ӳкерчӗксем, ӳкерчӗксем ; 21 см. - Хупл. ҫинче : Тӑван кил ҫутипе. - Чӑвашла, вырӑсла. - 100 экз. - (Пер.). - [2020-0795]

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской Республики по итогам Всероссийской переписи населения 2010 года. Стат. сборник / Чувашстат - Чебоксары, 2012 – 82 с.
  2. ^ Организацисем, чăмăртанăмсем, йĕркелĕмсем.
  3. ^ Чăваш Ен пурăнан вырăнсем 2014 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ.
  4. ^ Чувашская энциклопедия
  5. ^ Адриановсен ачисем пурте Тури Туçара çуралнă пулмалла, анчах та, ашшĕ-амăшĕ Шетмĕре çĕр пайĕсем тытса тăнăран, çавăнта çуралнă пек хут тутарнă пулĕ аслисем пирки. Ку ыйтăва тĕплĕнрех тĕпчемелле.
  6. ^ Никитина Вера Фёдоровна
  7. ^ Сергеев Т.С. Телегин Геннадий Гаврилович. — Электронла чăваш энциклопедири статья.