Тури Туçа халăх музейĕ

Тури Туçа халăх таврапӗлӳ музейĕ (выр. Тойсинский народный краеведческий музей) — Чăваш Республикин Патӑрьел районӗнчи Тури Туçа ялĕнче вырнаçнă музей. Шкулăн кивĕ çуртĕнче вырнаçнă.

Музей фондӗнче пурӗ пӗр пин экспонат ытла упранать[1].

Кунҫулӗ

Вăтам шкулăн историйĕнче самай йĕр И. Н. Ульянов хăварнă. Вăл ку шкула темиçе хут та çитсе курнă. 1872 çулта кунта итленĕ уроксем çинчен вăл питĕ интереслĕ çырса хăварнă.

Музей йышăнакан çуртра малтан тĕрлĕ мероприятисем, пухусем ирттернĕ, вăл халĕ те ялăн тĕп культура вырăнĕ шутланать.

1918 çулта ку çуртра Совет влаçне йышăннă, 1924 çулта — комсомол ячейкине туса хунă. Ял клубне уçиччен кунта спектакльсем лартнă.

Музея Г. Ф. Мулюков, М. П. Челяков, М. П. Кудрявцева, В. Ф. Тестов тата ытти вӗрентекенсем пуçарнипе тунă. Пĕрремӗш экспонатсене шкул 125 çул тултарнă ячĕпе халалласа кăтартнă. Уйрăммăн ĕçлеме 1975 çултанпа пуçланă[2].

Экспозицисем

Музейра тӑван ялпа, тӑрӑхпа ҫыхӑннӑ уйрӑмсем йӗркеленӗ[3]:

  • ҫутҫанталӑк;
  • революцичченхи пурнӑҫ ҫинчен;
  • колхоз историйӗ;
  • шкул кунҫулӗ;
  • ялӑн паллӑ ҫыннисем.

Экспонатсем

Музей фондӗнче 1000 ытла экспонат: чӑваш халӑхӗн ӗҫ, кил-тӗрӗшри хатӗрсем, тум-тир, авалхи ытти япаласем, ял, колхоз, шкул историйӗпе ҫыхӑннӑ фото тата видеоматериалсем, документсем, сӑнӳкерчӗксем.

Почта адресӗ

429354, Чăваш Республики, Патӑрьел муниципаллӑ округӗ, Тури Туҫа ялӗ[1].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Тойсинский народный краеведческий музей (выр.). Чувашский национальный музей. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 6-мӗшӗ.
  2. ^ Батыревская энциклопедия. Том 1 : Тойсинский народный музей (выр.). Цифровая библиотека НБ ЧР. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 6-мӗшӗ.
  3. ^ Музеи Батыревского района (выр.). Батыревский муниципальный округ (27 ҫурлан 2002). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 6-мӗшӗ.

Каҫӑсем