Татмӑш (Патӑрьел районӗ)
Татмăш — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи ял. Çăкал юханшывĕ хĕрринче вырнаçнă. Ялта шкул, ача сачё, ял вулавăшĕ, клуб, фельдшер пункчĕ пур.
Истори
Яла хальхи Канаш районĕнчи Татмăшран тухнă Ахмалăн ачисем (Тука, Теляв, Чака тата тепĕр ывăл) никĕсленĕ тесе калаççĕ. 1868 çулта ялта 59 кил пулнă, унта 159 арçынпа 172 хĕрарăм пурăннă.
Урамсем
- Октябре 50 çул урамĕ.
- Гагарин урамĕ.
- Калинин урамĕ.
- Карла Маркс урамĕ.
- Крепков урамĕ.
- Ленин урамĕ.
- Шкул урамĕ.
Паллă çыннисем
- Улангин Аркадий Григорьевич- спортсмен (вăрăм дистанцисене чупасси), тренер, педагогика ăславĕсен кандидачĕ; Игорь Улангин тата Олег Улангин ашшĕ.
- Эллина Любовь Александровна[2], — спортсменка (кире пуканĕ йăтасси).
Ӑнлантарусем
Каçăсем
- Чăваш Ен пурăнан вырăнсем 2014 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗнче архивланӑ.