Патӑрьел районӗ
муниципаллӑ район | |||||
Патăрьел районĕ | |||||
---|---|---|---|---|---|
Патăрьел районĕ | |||||
![]() | |||||
|
|||||
55°02′31″ с. ш. 46°52′12″ в. д.GЯO | |||||
Патшалӑх |
![]() |
||||
Кӗрет |
![]() |
||||
Адм. центрӗ | Патӑрьел чиркӳ ялĕ | ||||
Историйӗпе географийӗ | |||||
Йӗркеленӗ вӑхӑт | 1927 | ||||
Лаптӑк |
943,66[1]
|
||||
Ҫӳллӗш | 138 метр | ||||
Сехет тӑрӑхӗ | |||||
Халӑх йышӗ | |||||
Халӑх йышӗ |
|
||||
Халӑх йышлӑхӗ | 36,56 ҫын/км² | ||||
Халӑхсем | чăвашсем - 70%, тутарсем - 27% | ||||
Конфессисем | православсем, мăсăльмансем | ||||
Официаллӑ чӗлхе | чăваш | ||||
Цифрӑллӑ идентификаторсем | |||||
Телефон кочӗ | +7 83532 | ||||
|
|||||
Официаллӑ сайт | |||||
![]() |
|||||
![]() |
Патăрьел районĕ, — Чăваш Енĕн кăнтăр-хĕвелтухăç енче вырнаçнă. Пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 944 км2 танлашать. Район администрациĕ.
Патăрьел районĕн вырăнĕ сăртлă тӳремлĕхсенчен тăрать. Шупашкартан 138 çухрăмра ларакан Патӑрьел ялĕнче вырнаçнă.
Кунçулĕ
Патӑрьел районӗ 1927 ҫулта Авӑнӑн 5-мӗшӗнче никӗсленӗ. 1939-1958 ҫулсем хушшинче Чкалов районӗ ятлӑччӗ.
Çутçанталăк
Чĕрчунсенчен кунта тыркас, арлан, çĕр мулкачĕ, мулкач, тилĕ, кашкăр, сăвăр тупăнать. Çавăн пекех вăрмансенче пакша, çӳлевĕç, хăнтăр, пурăш, сăсар, шашкă тата ытти тĕрлĕ чĕрчунсем пур. Пăла хĕрринче, Тутар Тимешĕ ялĕ çумĕнче сăвăрсене сыхлакан Сăрçум çутçанталăк усравĕн пайçĕрĕ вырнаçнă.
Вăрмансенче çак тĕрлĕ йывăçсем ӳсеççĕ: хурăнсемпе, ăвăссемпе, чăрăшсемпе тата çăкасемпе хутăш хырлăхсем; юманлăхсем; юмансемпе вĕренесемпе хутăш çăкалăхсем, хурăнсемпе хутăш ăвăслăхсем. Чи пахалăххисем — хырлăхсем. Республика шутĕнчи Ятарлă сыхлакан çутçанталăк лаптăкĕсен хушшине çаксем кĕреççĕ: Каенсар, 1883 çулхи хырăн культури, Ульяновка хыр вăрманĕсем.[4].
Шыв ресурсĕсем
Чи пысăк юханшыв — Пăла. Ун юпписем - Ыхра Çырми, Хир Çырми, Шлипшур, Тимĕрлĕ тата ытти те. Хырла Патăръел районĕнче пуçланать. Ун юпписем: Шăнкăртам, Пӳле. Люля тата Упамса юханшывĕсем районăн хĕвеланăç пайĕнчи вăрмансенче пуçланаççĕ.
Ятарлă сыхлакан çутçанталăк лаптăкĕсен йышне Çирĕклĕ тата Участка кӳллисем кĕреççĕ. Çĕр айĕнчи шывсем нумайрах чухне тăварлă пирки ĕçме юрăхсăр [5].
Халăх йышĕ, район тытăмĕ
1999 çул пуçламăшĕнче ку районта 40,3 пин çын пурăннă, вĕсенчен 6,6 пин çын Патӑрьелте пурăннă. Районта халăх питĕ йышлă пурăнать. Пер тăваткал çухрăм çине 47 çын килет. Ытларахăшĕ(75%) — чăвашсем. Çавăн пекех тутарсем йышлă (22%), вырăссем, ирçесем, украинсем пурăнаççĕ.
Районта пĕтĕмпе 57 ял. Вĕсенче вăтамран 800 çын пурăнать.
Тĕн
Патăрьел районĕнче 13 чиркӳ, 11 часавай тата 16 мечĕт пур[6].
Ял тăрăхĕсем
2004 çутлтан район шутне 19 ял тăрăхĕсем кĕреççĕ. Вĕсем шутĕнче:
- Алманчă ял тăрăхĕ — Алманчă ялĕ;
- Пăлапуç Пашъел ял тăрăхĕ — Пăлапуç Пашъел ялĕ;
- Патăрьел ял тăрăхĕ — Патӑрьел ялĕ;
- Ишлĕ-Шетмĕ ял тăрăхĕ — Ишлĕ-Шетмĕ ялĕ;
- Хирти Пикшик ял тăрăхĕ — Хирти Пикшик ялĕ;
- Чемен ял тăрăхĕ — Аслă Чемен ялĕ;
- Ыхра Çырми ял тăрăхĕ — Ыхра Çырми ялĕ;
- Ксыл-Чишма ял тăрăхĕ — Ксыл-Чишма ялĕ;
- Çĕнĕ Ахпӳрт ял тăрăхĕ — Çĕнĕ Ахпӳрт ялĕ;
- Нăрваш-Шăхаль ял тăрăхĕ — Нӑрваш Шӑхаль ялĕ;
- Первомайски ял тăрăхĕ — Первомайски;
- Шăхач ял тăрăхĕ — Шăхач;
- Сăкăт ял тăрăхĕ — Сăкăт ялĕ;
- Турхан ял тăрăхĕ — Турхан ялĕ;
- Тутар-Сăкăт ял тăрăхĕ — Тутар Сăкăчĕ ялĕ;
- Тури Туçа ял тăрăхĕ — Тури Туçа ялĕ;
- Тăрăн ял тăрăхĕ — Тăрăн ялĕ;
- Шăнкăртам ял тăрăхĕ — Шӑнкӑртам ялĕ;
- Çĕнъял ял тăрăхĕ — Çĕнъял ялĕ.
Паллă ентешсем
- Адрианов Константин Константинович, — чăвашран тухнă малтанхи тухтăрĕсенчен пĕри.
- Айхи Геннадий Николаевич, — чăваш сăвăçи, куçаруçă.
- Алёшев Николай Анатольевич, — спортсмен.
- Антонов Иван Захарович, — çыравçă.
- Ахмеев Василий Николаевич,- ăсчах, АПН академикĕ.
- Ахмеев Гурий Николаевич,- ăсчах.
- Ахмеев Сильвестр Николаевич — ăсчах.
- Бахмисов Алексей Иванович, — график.
- Бикчурин Рассых Фахрутдинович, — спортсмен.
- Васильев Алексей Григорьевич, — театр актёрĕ, режиссёр.
- Глинкин Борис Николаевич, — спортсмен.
- Григорьев Василий Семенович- ăсчах.
- Давыдов-Анатри Василий Иванович, — кĕвĕ сăвăçи, прозăçă, публицист.
- Деверинская Александра Тимофеевна, - спортсмен.
- Зайцев Алексей Степанович, СССР патшалăх премин лауреачĕ.
- Иванов Герольд Константинович, - ăсчах.
- Игнатьев Василий Герасимович, — прозаик, куçаруçă.
- Ильин Иван Николаевич, — сăвăçă, прозăçă, публицист.
- Исаев Юрий Николаевич, — чăваш чĕлхин тĕпчевçи.
- Исмуков Николай Аверкиевич - ăсчах.
- Калентьева Ирина Николаевна - спортсмен, Олимп вӑййисен бронза призёрӗ.
- Кокель Алексей Афанасьевич, — сăрăçă, график.
- Герман (Кокель Григорий Афанасьевич) - епископ.
- Кушманов Николай Константинович, — сăвăçă.
- Кутузов Никифор Иванович, генерал-майор.
- Лисина Ева Николаевна, — çыравçă, куçаруçă.
- Ломоносов Герольд Георгиевич, ăсчах.
- Любимова Альбина Васильевна,- сăвăçă.
- Матросов Иван Моисеевич, — журналист.
- Митта Василий Егорович, — сăвăçă, куçаруçă.
- Митта Пётр Егорович, — çыравçă.
- Пазухин Пётр Васильевич — композитор, фольклорист.
- Петров Анатолий Алексеевич, — кĕвĕçĕ.
- Садальский Станислав Юрьевич — артист.
- Сакмаров Владимир Аркадьевич, — тубапа калакан.
- Салмин Антон Кириллович, — ӑсчах, этнолог.
- Сарпи Раиса Васильевна — сăвăçă.
- Сачкова Людмила Николаевна — çыравçă.
- Сидоров Пётр Александрович — ăсчах.
- Силэм Юлия Александровна — çыравçă.
- Сулейманов Джавдет Шевкетович - ăсчах.
- Талвир Алексей Филиппович — çыравçă.
- Тарасов Арсений Алексеевич — сăвăçă, драматург.
- Юхма Михаил Николаевич — сăвăçă, драматург.
Çавăн пекех пăхăр
Ӑнлантарусем
- ^ Чувашская Республика. Общая площадь земель муниципального образования
- ^ Оценка численности постоянного населения Чувашской Республики на 1 января 2017 года и в среднем за 2016 год. Территориальный орган Федеральной службы государственной статистики по Чувашской Республике (9 марта 2017). Проверено 30 июня 2017. Архивировано 30 июня 2017 года.
- ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/Tom1_tab-5_VPN-2020.xlsx
- ^ Особо охраняемые территории (выр.)
- ^ Государственный доклад «О состоянии здоровья населения Чувашской Республики в 2009 году» (выр.)
- ^ Лев Васильев. Наций много, а народ — один . Советская Чувашия (28 Авӑн уйӑхӗн 2010).
Вуламалли
- И. М. Матросов, С. Я. Карягин, А. И. Мефодьев. . — Шуп..
Каçăсем
![]() |
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Патӑрьел районӗн пурăнан вырăнĕсем | ||
---|---|---|
Алманчă • Анат Атăк • Анат Тăрмăш • Анат Сĕнтĕр • Анат Туҫа • Анат Чакă • Аслă Чемен • Апрушнай • Вăрманхĕрри Шăхаль • Вăтаел • Еншик • Именкасси • Ишлĕ-Шетмĕ • Йăлăм Патăръел • Каншел • Кĕçĕн Арапуç • Кĕçĕн Шăнкăртам • Кĕçĕн Чемен • Кивĕ Ахпӳрт • Кивĕ Катек • Кословккă • Ксыл-Камыш • Ксыл-Чишма • Люля • Начар Упи • Нӑрваш Шӑхаль • Пăлакасси • Пӑлапуҫ Нурӑс • Пăлапуç Пашьел • Пăлаçи Атăк • Патӑрьел • Первомайски • Пӳртлĕ • Сăкăт • Сител • Çăл Атăк • Çĕнĕ Ахпӳрт • Çĕнĕ Чаткас • Çĕнъял • Татмăш • Тăрăн • Тикеш • Треньел • Тури Сĕнтĕр • Тури Тăрмăш • Тури Туçа • Тури Чакă • Турхан • Тутар Сăкăчĕ • Тутар Тимешĕ • Ульяновка • Упамса • Хирти Пикшик • Хурама Тăвар • Чăваш Ишек • Шӑнкӑртам • Шăхаль • Шăхач • Шетмĕ • Ырлăх • Ыхра Çырми |
Чăваш Ен |
|||
---|---|---|---|
Тĕп хула: Шупашкар Районсем: Вăрмар | Вăрнар | Елчĕк | Етĕрне | Йĕпреç | Канаш | Комсомольски | Красноармейски | Куславкка | Муркаш | Патăрьел | Пăрачкав | Сĕнтĕрвăрри | Çĕмĕрле | Çĕрпӳ | Тăвай | Улатăр | Хĕрлĕ Чутай | Шăмăршă | Шупашкар | Элĕк | Статьясем: Географи | Гербĕ | Гимнĕ | Историйĕ | Халăхĕ | Администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕ | Ялавĕ |