Альбина Юрату

Альбина Юрату (паспортра: Любимова Альбина Васильевна, хӗр чухнехи хушамачӗ: Яковлева), (ҫур. 1959 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ, Нӑрваш Шӑхаль, Патăрьел районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — совет тата Раҫҫей поэчӗ, журналист[1].

Чӑваш ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн пайташӗ (1992), Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (2008), Эмине премийӗн лауреачӗ (2001)[2].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1959 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ[1].

Ашшӗ — Василий Егорович Яковлев (Велвокай) — хӗрне мӗн ачаран чӑваш чӗлхин капӑрлӑхӗпе янравлӑхне ӑша хывма, ҫутҫанталӑк пулӑмӗсене асӑрхама-сӑнарлама вӗрентнӗ. Амӑшӗ — Клавдия Васильевна Киселева (вырӑс хӗрарӑмӗ) — ҫӗр ҫинчи пур халӑха та хисеплеме хӑнӑхтарнӑ, ют чӗлхесене пӗлнин пӗлтерӗшне ӑнкартма пулӑшнӑ.

Ялта ҫуралса ӳснӗскер, мӗн пӗчӗкрен тӑван тавралӑх илемне курса-туйса ҫитӗннӗ. Ҫепӗҫ чӑваш чӗлхи урлӑ ҫут тӗнчене юратма вӗреннӗ, тус-тантӑша, тӑван-хурӑнташа, ял-йыша хисеплеме хӑнӑхнӑ.

Кӗҫех пӗчӗк Альбина кӗске калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем ҫырма пуҫлать. Хайлавӗсем ун чухнех кӑсӑклӑ та шухӑшлӑ пулнӑ. Малтан вӗсем районти «Авангард» хаҫатра пичетленнӗ, каярахпа — «Пионер сасси» («Тантӑш»), «Пионерская правда», «Молодой коммунист», «Коммунизм ялавӗ» хаҫатсенче. Шкулта стена хаҫачӗ кӑларнӑ, концертсем ертсе пынӑ. «Пионер сасси» хаҫат «15 республика — 15 тӑванлӑ ҫӗршыв» ятпа ирттернӗ конкурсра ҫӗнтерсе, Альбина Яковлева Пӗтӗм Союзри «Орлёнок» пионерлагерьте тӳлевсӗр путевкӑпа каннӑ.

1976 ҫулта И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи историпе филологи факультетӗнчи чӑваш чӗлхипе литератури уйрӑмне вӗренме кӗнӗ. Пултаруллӑ та ҫивӗч ӑс-тӑнлӑ студента кунта часах асӑрханӑ — старостӑна суйланӑ. Альбина Яковлева «Ульяновец» (ЧПУ) тата «Молодой коммунист» хаҫатсемпе туслашать.

Вырӑсла таса та илемлӗ калаҫма, тӗрӗс ҫырма пултаракан хӗре 1979 ҫулта М. В. Ломоносов ячӗллӗ Мускав патшалӑх университетӗнчи журналистика факультетне вӗренме куҫараҫҫӗ. Кунта вӑл часах аслӑ шкулӑн «Московский университет» хаҫачӗпе ҫыхӑну тытма пуҫлать. Вӗреннӗ ҫулсенче Альбина журналист ӑсталӑхне «Советская культура», Тинӗсҫум Енри «Трудовое слово», Узбекистанри «Комсомолец Узбекистана» хаҫатсенче туптать.

1982 ҫулта, алла диплом илсен, Альбина Яковлева тӑван республикӑна таврӑнать. Мускавра вӗреннӗ ҫулсенче вӑл пӗр чӑнлӑха чӗрипе туйса илет: чӑн-чӑн ҫыравҫӑ пулма тӑван ҫӗрпе чӑваш халӑхӗ ҫеҫ пулӑшӗҫ. 1982—1983 ҫулсенче Елчӗк районӗнчи «Колхоз ялавӗ» хаҫатра корреспондентра ӗҫлет, районти хастар та маттур ҫынсем ҫинчен тӗрленчӗксем хайлать. Кунтах унӑн ҫӗнӗ сӑввисем пичетленеҫҫӗ.

1983—1990 ҫулсенче Шупашкарти чӑлхапа трикотаж фабрикинче (халӗ — «Шупашкар трикотажӗ» фирма) радиоредактор ӗҫӗнче тӑрӑшнӑ[1].

1990—2004 ҫулсенче Чӑваш Республикин Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче пресс-секретарь пулса вӑй хунӑ[1]. Ҫутҫанталӑка сыхлас, хӳтӗлес, тӑван тавралӑх пуянлӑхне, илемне килес ӑрусем валли упраса хӑварас тӗлӗшпе республика хаҫачӗ-журналӗнче тӗрлӗ материал пичетленӗ.

Пултарулӑх

Сӑвӑ ҫырма ачаранах пуҫланӑ. Вӗсене «Авангард», «Пионер сасси», «Пионерская правда» хаҫатсенче пичетленӗ.

Унӑн «Каях, сывӑ пул..» пӗрремӗш кӗнеки ентешӗсем — Раиса Сарпи, Юхма Мишши, Олег Цыпленков — пулӑшнипе 1992 ҫулта «Вучах» хаҫат библиотекинче кун ҫути курать. Икӗ ҫултан «Пике» журнал ҫумӗнче «Эпӗ сана юрататӑп» кӗнеке пичетленет. Кӗнекен тӗп спонсорӗсем Владимир Афанасьевич Никитин предпринимательпе Аркадий Павлович Айдак, Етӗрне районӗнчи «Ленинская искра» колхоз ертӳҫи. Аппӑшӗ, Раиса Сарпи сӑвӑҫ, тӑрӑшнипе «Любовь моя, боль моя» сӑвӑсен пуххи Мускавра 1995 ҫулта ҫапӑнса тухать. Тепӗр ҫулталӑкран «Чӗрем витӗр иккӗн утас ҫул выртать» кӗнеки Шупашкарта кун ҫути курать. Ана кӑларма пулӑшаканӗ Сергей Александрович Сергеев.

1997 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательстви кӑларнӑ «Ҫӳл тӳпере ҫич ҫӑлтӑр» кӗнекери вунултӑ автортан пӗри — Альбина Юрату. 2001 ҫулта вулакансем патне сӑвӑҫӑн «И многоточье ставлю я опять…» вырӑсла куҫарнӑ сӑвӑсен пуххи ҫитрӗ. Унти сӑвӑсене вырӑсла Анатолий Смолин, Аристарх Дмитриев, Людмила Симонова, Наталья Берс, Ирина Етова тата ыттисем куҫарнӑ.

Альбина Юрату сӑвӑҫа республикӑра ҫеҫ мар, Раҫҫейре те, ытти ҫӗрте те пӗлеҫҫӗ. 1999 ҫулта вӑл Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк хӗрарӑмӗсен пӗрремӗш курултайне хутшӑннӑ.

Хайлавӗсем республикӑри тӗрлӗ хаҫатра, «Ялав», «Тӑван Атӑл» журналсенче кун ҫути курнӑ. Чӑваш радиовӗ «Сансӑр пурнӑҫ ҫук» композици хатӗрленӗ.

Поэтесса сӑввисемпе ҫырнӑ юрӑсем халӑхра анлӑн сарӑлнӑ. Унӑн юррисене Александр Осипов, Людмила Семёнова, Олег Кӑйкӑр, Клара Осокина, Михаил Фёдоров, Александр Мингалёв, Светлана Бубновӑпа Римма Шекирова, Владимир Леонтьев, Елена Османова, Пётр Романов, Елена Леонтьева, Сергей Кувшинов, Тамара Савей, Борис Соколов, Алина Михайлова, Тамара Ишмуратова тата ытти чӑваш эстрада юрӑҫисем шӑрантараҫҫӗ.

Кӗнекисем

  • «Каях! Сывӑ пул!» («Прощай, будь счастлив», 1992);
  • «Эпӗ сана юрататӑп» («Я тебя люблю», 1994);
  • «Любовь моя. Боль моя» (1995);
  • «Чӗрем витӗр иккӗн утас ҫул выртать» («Через сердце моё мы пройдём вдвоём», 1996);
  • «Кӗтетӗп сана, килсем» («Жду тебя, приходи», 2004) ;
  • «Симӗс куҫлӑ юратӑвӑм» («Зеленоглазая любовь», 2006);
  • «Я жить без тебя не могу» (2007);
  • «Эп килнӗ юратма» («Я пришла любить», 2008)
  • «И многоточие ставлю я опять…» (2009);
  • «Эп чи пуян хӗрарӑм ҫӗр ҫинче» («Я самая богатая женщина в мире», 2010);
  • «Алфавит» («Алфавит», 2011);
  • «Туслӑ ҫемье» («Дружная семья», 2014);
  • «Сан яту ман чӗре таппинче» («Твое имя в биении моего сердца», 2019);
  • «88 интервью» (2020);
  • «Сансӑрах», («Без тебя», 2022);
  • «Данькины сказки» (2022);
  • «Телейӗм — эсӗ» («Мое счастье — ты», 2022);
  • «Юрат мана» («Люби меня», 2023);
  • «Я — девчонка Илемби» (2023);
  • «Амӑшпе хӗрӗ» («Мать и дочь», 2023);
  • «Ты — песня моя недопетая» (2023);
  • «Тупрӑм сана» («Нашла тебя», 2024);
  • «Сана курсан» («Увидев тебя», 2024);
  • «Сана кӗтсе» («Ожидая тебя», 2024);
  • «Пӗр ывӑҫ канфет» («Горсточка конфет», 2024).
  • «Атте-анне» («Родители», 2025);
  • «Пурнӑҫ» («Жизнь», 2025);
  • «Ҫунатлӑ эпӗ» («Крылатая я», 2025);
  • «Аса ил мана» («Вспомни меня», 2025);
  • «Эп ялан 17-ре» («Мне всегда 17 лет», 2025);
  • «Ан хуҫӑл» («Не сломись», 2025);
  • «Юратнӑ юрӑ — юратнӑ юрӑҫ» («Любимая песня — любимый певец», 2026);
  • «Эсӗ+эпӗ = юрату» («Я +ты= любовь», 2026).

Хисепӗсем

  • Эмине ячӗллӗ преми;
  • Мускавра экологи темипе иртнӗ Пӗтӗм Тӗнчери кинофестивальсен дипломанчӗ (икӗ хутчен);
  • Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи М. А. Овчинниковпа СССР халӑх вӗрентӗвӗн отличникӗ В. Н. Мерзлайкин ячӗллӗ, Пётр Маркин (Лесной) ҫыравҫӑ тата Чӑваш Республикин культура министерстви парнисен лауреачӗ;
  • Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (2008);
  • Чӑваш Республикин Журналистсен пӗрлӗхӗн Н. В. Никольский ячӗллӗ премийӗн лауреачӗ (2017)[2].

Ҫемье

  • Ашшӗ — Яковлев (Велвокай) Василий Егорович, вӗрентекен, поэт.
  • Амӑшӗ — Киселева Клавдия Васильевна.
  • Аппӑшӗ — Сарпи Раиса Васильевна, Чӑваш Республикин халах поэчӗ.
  • Мӑшӑрӗ — Любимов Николай Васильевич, Чулхула облаҫӗнчи Лысая Гора ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, вырӑс, экономист.
  • Хӗрӗ — Любимова Ольга Николаевна, педагог, иллюстратор, художник, ӳкерӳ вӗрентекенӗ, Раҫҫей художникӗсен пултарулӑх пӗрлӗхӗн пайташӗ, И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ӳнерпе графика факультетне вӗренсе пӗтернӗ.
  • Ывӑлӗ — Любимов Константин Николаевич, экономист, Шупашкар коопераци институтне вӗренсе пӗтернӗ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4 Любимова Альбина Васильевна (выр.). Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Любимова, Альбина Васильевна (журналист, поэтесса; 25.08.1959) (выр.). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Ерагин, Е. Е., «В устье Суры по Огневке» («Поэтесса Альбина Юраду»). Н. Новгород, 2006. — С. 362-365.
  • Андреев, Д. «Журналист ӗҫӗ кӑсӑклӑ» / Д. Андреев ; автор сӑн ӳкерчӗкӗ // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. — 2012. — 25 ҫу (№ 20). — С. 9.
  • Арти, Р. «Эп килнӗ юратма…» / Р. Арти // Чӑваш хӗрарӑмӗ. — 2009. — 28 нарӑс — 6 пуш (№ 7). — С. 10.
  • Халатпа, ҫӑм нускипе чухне паллашнӑ пулас мӑшӑрӗпе / И. Кошкина [т. ыт. те] хатӗрленӗ // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. — 2022. — 30 ҫӗртме (№ 25). — С. 6 : сӑн ӳкерчӗксем.
  • Чӑваш чӗлхи урлӑ ҫут тӗнчене юратма вӗрентет // Авангард (Патӑрьел районӗ). — 2009. — 26 ҫурла. — С. 3.
  • Юрату А. Альбина Юрату: Кӗнеке-палӑк лартас килчӗ манӑн : [сӑвӑҫпа калаҫни / Н. Смирнова ҫырса илнӗ] // Хыпар. — 2020. — 9 ҫӗртме/июнь. — С. 4 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Юрату, А. Альбина Юрату: «Ыр чӗрем пур манӑн, ӑшӑ куллӑм…» / А. Юрату ; [калаҫаканӗ] Р. Прокопьева // Самант. — 2009. — № 10. — С. 12-13.
  • Юрату, А. Альбина Юрату: «Эпӗ ялан вун ҫиччӗре» / А. Юрату ; Н. Смирнова ҫырса илнӗ // Хыпар. — 2009. — 29 ҫурла. — С. 12.
  • «Эпӗ — чӑваш Юратӑвӗ, мӗн пур чӑваша юрататӑп» : [ҫыравҫӑпа калаҫни / Д. Моисеев ҫырса илнӗ] // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. — 2014. — 22 ҫурла (№ 34). — С. 8-9 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Кириллова, Т. И. Любимова (Юрату) Альбина Васильевна / Т. И. Кириллова // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2008. — Т. 2 : Ж-Л. — С. 476.
  • Любимова, А. Альбина Любимова: Стихи — то музыка, звучащая во мне / А. Любимова ; [беседовала] И. Павлова // Грани. — 2009. — 26 нояб. — С. 8.
  • Любимова-Юрату, А. В. Родное сохранит женщина / А. В. Любимова-Юрату ; записала Е. Зайцева // Советская Чувашия. — 2007. — 7 июня. — С. 5.
  • Любимова Альбина Васильевна // Батыревская энциклопедия. — Чебоксары, 2005. — С. 130.
  • Любимова (Яковлева) Альбина Васильевна (псевд. Альбина Юрату) // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Чебоксары, 2014. — С. 249.
  • Резюкова, О. «Здесь Родины моей начало» / О. Резюкова ; фото Т. Закуновой // Чебоксарские новости. — 2023. — 30 марта. — С. 8 : фот.
  • Сарби, Р. В. Алые паруса Альбины Юрату / Р. Сарби // Республика. — 2001. — 14 февр. (№ 10). — С. 5 : фот.
  • Супруг подсказал псевдоним // Советская Чувашия. — 2014. — 3 сент. — С. 5 : фот.
  • Ялгир, П. Любимова-Юрату Альбина Васильевна / П. Ялгир // Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. — Чебоксары, 2005. — С. 63.