Алина Михайлова
Михайлова Алевтина Васильевна (сцена ҫинчи ячӗ — Алина Михайлова; ҫур. 1959 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗ, Энӗшпуҫ, Вӑрмар районӗ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — чăваш эстрада юрăçи, педагог.
Чăваш Республикин «Эстрада артисчӗсен пӗрлешӗвӗ» пӗрлӗхӗн пайташӗ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлĕ
Алина Михайлова Чӑваш Республикин Вӑрмар районӗнчи Энĕшпуç чиркӳллӗ ялта çуралнă. Энӗшпуҫ вӑтам шкулӗнче пӗлӳ илнӗ хыççăн И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика институтӗнче вӗреннӗ.
Чăваш Республикин «Эстрада артисчӗсен пӗрлешӗвӗ» пӗрлӗхӗн пайташӗ.
Пултарулӑхӗ
«АSAMAT», «Сарпике» ушкӑнсенче юрланӑ. Халӗ ытларах пӗччен, сайра хутра тепӗр юрӑҫпа дуэтпа юрлать.
Унӑн юррисем чӑваш телевиденийӗпе тата радиовӗпе тӑтӑш янӑраҫҫӗ. Уйрӑмах палӑрнисем, халӑх хушшинче сарӑлнисем[1]: «Ман телей курасчӗ», «Пӗчӗккӗ пуласчӗ», «Ачалӑх», «Ан хӑра», «Юрататӑп сана», «Шурӑ ҫӳҫлӗ арҫын», «Ачалӑхӑм ӑҫта?», «Юханшыв», «Манса кайрӑн-ши эс?», «Асӑмрах», «Эп те пулнӑ-ши вара?», «Ан кулян, анне», «Ӑраскал», «Эп юрлап», «Упӑшкана юрас тесе», «Уйрӑлу ҫунтарать чӗрене» тата ыттисем те.
Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ
- Вӑрмар районӗнче ҫуралса ӳснисен «Вармарсем» ентешлӗхӗн ӗҫ-хӗлне хастар хутшӑнать.
- Ятарлӑ ҫар операцийӗ валли ҫар пулӑшӑвӗ пухас ӗҫе хутшӑнать.
- Ятарлӑ ҫар операцийӗ валли укҫа-тенкӗ пухас тӗллевпе йӗркелекен ыркӑмӑллӑх концерчӗсене хутшӑнать[2].
Хисепӗсем
- Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ.
Ӑнлантарусем
- ^ Алина михайлова чувашские песни слушать онлайн (выр.). https://my.mail.ru/music. VK Музыка. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 17-мӗшӗ.
- ^ В Казани в рамках Дней чувашской культуры состоялся концерт в поддержку СВО (выр.). Вести Татарстан (7 юпан 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 22-мӗшӗ.