Янташ (ушкăн)

Янташ — Раҫҫей эстрада ушкӑнӗ.

Шупашкарта вырнаҫнӑ, пултарулӑхӗпе Чӑваш Республикинчи тата чӑвашсем йышлӑ пуранакан регионсенчи халӑха савӑнтарать[1].

Кун-çулĕ

Ушкӑна 1992 ҫулта Ӗпхӳри консерваторире композиторсен уйрӑмне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Шупашкара таврӑнсан Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Никитин Анатолий Никитич йӗркеленӗ[2].

«Янташ» эстрада ушкӑнӗнче чылай юрӑҫ пӗрремӗш утӑмсем тунӑ: Елена Османова, Маргарита Туринге, Галина Скворцова, Елена Кузьмина, Григорий Вакку, Римма Журавлева, Алина Михайлова, Лидия Васильева тата ыттисем[2].

Ҫамрӑкрах ӑруран Леонид Антонов, Валерий Кузьмин, Вячеслав Долгов, Елена Леонтьева, Денис Антипов, Оксана Степанова, Николай Кузьмин тата ыттисем те уйрӑммӑн сцена ҫине тухнӑ[2].

undefined

«Янташ» ушкӑнра ӑсталӑхне туптаса артистсем урӑх коллективсем йӗркеленӗ: «Асамат», «Хурӑнташ».

Пӗрремӗш йыш: Алина Михайлова, Лидия Васильева, Римма Журавлёва, Григорий Вакку конферансье

Иккӗмӗш йыш: Вячеслав Долгов, Леонид Антонов, Валера Кузьмин, Надежда Долгова, Елена Кузьмина, Галина Иванова.

Виҫҫӗмӗш йыш: Денис Антипов, Сергей Королевский, Александр Арсентьев, Оксана Степанова.

Ушкӑн гастрольсене нумай тухса ҫӳрет: Тутарстан тата Пушкӑртстан республикисенчи, Чӗмпӗр, Самар, Пенза облаҫӗсенчи хуласемпе ялсем, ҫавӑн пекех Ӗпхӳ, Хусан, Димитровград, Ҫыранлӑ Чаллӑ, Октябрьск, Ҫтерлӗ, Сургут, Тӗмен, Нефтеюганск, Нижневартовск, Лянтор тата ытти хуласем[2].

undefined

Репертуарĕ

2022 ҫулта «Ай, юрлар-и юррине» альбом кӑларнӑ.

Юррисем: «Атте ҫинчен юрлатӑп», «Каласам купӑсна», «Каҫарсам», «Пурнӑҫ урапи ҫаврӑнать», «Сарӑ хӗрача», «Тепре тӗл пуличчен», «Ҫуркунне», «Шур чечек», «Ӗнентӗм сана», «Калаҫмастпӑр санпала», «Пирӗн пурнӑҫ пыл та ҫу», «Саламлатпӑр», «Тӑван яла таврӑнсан», «Тунсӑх юрри», «Шур юр ҫинчи юрату», «Юратсассӑн», «Кӑвак кӑвакарчӑн», «Кӑтра хурӑн», «Пуранасчӗ савӑнса», «Сана, савни, тӗл пулмасан», «Тӗлӗкри юрату», «Шупашкарӑн пикисем», «Ҫуралнӑ кун», «Янташлӑх юрри»[3], «Эй, тӑван, тус-тӑван», «Ан шыра эс мана», «Кайӑксем», «Чӑваш ен», «Чӑваш», «Ман ҫухалнӑ юрату», «Халь ӑҫтан тупас савнине?», «Ах, палан», «Эп кӗтетӗп яланах»[4] тата ыттисем.

Ушкӑн шӑрантаракан юрӑсене кӗвӗлекенӗ — Никитин Анатолий Никитич. Сӑввисен авторӗсем: Юхма Мишши, Юрий Сементер, Анатолий Кипеч, Галина Кӗмӗл, Раиса Сарпи, Нина Пӑрчӑкан, Альбина Юрату, Зоя Сывлӑмпи, Василий Давыдов-Анатри, Анатолий Чебанов, Зинаида Сурпан тата ыттисем те.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Аҫтахар Плотников. Лапсар ял тӑрӑхӗнче Акатуй иртрӗ. Чӑваш халах сайчӗ (20 ҫӗртмен 2009). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 4-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4 Levlant. Янташ (ушкӑн). Чӑваш халӑх сайчӗ (14 пушӑн 2009). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 4-мӗшӗ.
  3. ^ «Янташ» ушкӑн (выр.). Чаваш Медиа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 4-мӗшӗ.
  4. ^ «Янташ» ушкӑн (выр.). chuvash-republic.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 4-мӗшӗ.

Темӑпа ҫыхӑннисем