Великова Аида Витальевна

Великова Аида Витальевна (сцена ҫинчи ячӗ — Аида Великова, ҫур. 1980 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗ, Пилешкасси, Ҫӗмӗрле районӗ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей эстрада юрăçи.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1980 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Ҫӗмӗрле районӗнчи Пилешкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш.

1997 ҫулта Ҫӗмӗрле районӗнчи И. Н. Ульянов ячӗллӗ Хутар пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулне, унтан Н. В. Никольский ячӗллӗ Шупашкар педагогика колледжне вӗренсе пӗтернӗ. И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче «педагог-психолог» специальнӑҫне вӗренсе аслӑ пӗлӳ илнӗ. 2002 ҫулта Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнерсен институчӗн юрӑ ӳнерӗн факультетӗнче эстрадӑпа джаз уйрӑмне вӗренсе пӗтернӗ.

Шупашкарти ача пахчинче воспитатель, пӗр вӑхӑтрах тата психолог пулса ӗҫленӗ. Унта Ленин районӗн шалти ӗҫсен пайӗнче паспорт уйрӑмӗнче тӑрӑшнӑ. 2010 ҫултан харпӑр усламҫӑ пулса тӑрӑшать — «Креатиff» парикмахер салонне тытса тӑрать, хӑй те ҫак ӗҫпе ӗҫлет.

undefined

Пултарулӑх

Сцена ҫине шкулта вӗреннӗ чухне тухнӑ, шкулти хорта юрланӑ. Шкулта вӗреннӗ чухнех пӗрремӗш хут Чӑваш телерадиокомпанийӗнче ӳкерӗннӗ.

Юррисен сӑмахӗсен те, кӗввисен те авторӗ хӑйех[1]. Ҫавӑн пекех Юрий Петухов ҫырнӑ, кӗвӗленӗ юрӑсене те шӑрантарать[2].

«Эс манӑн сывлӑш», «России храбрые сыны» альбомсем кӑларнӑ.

Юррисем: «Садра-пахчара», «Пылаклатрӑн пурнӑҫа», «Виҫӗ сӑмах», «Сире юратса», «Ан вӑтантар», «Чунӑм, мӗншӗн ыратан», «Йӳҫӗ, йӳҫӗ», «Ҫӗнӗ ҫулпа, туссем», «Ырӑ ир сана сунса», «Ҫуралнӑ кун», «Эпӗ сан», «Ылтӑн ҫӗрӗ аллунта», «Эсӗ манӑн пур», «Нумай та кирлӗ мар телей валли», «Юрату час илет тыткӑна», «Нихӑҫан кураймӑн эс куҫҫуль», «Анне»[3] тата ыттисем те.

Дуэтпа Андрей Заволжскийпа («Эс манӑн сывлӑш», «Эс юрат мана»), Николай Ключниковпа («Эх, чунӑм уяв ыйтать»), Николай Кузьминпа («Ҫӑлтӑр евӗр хитре»), Алексей Шадриковпа («Санпа пулас килет») тата ытти юрӑсемпе те юрлать[2].

2025 ҫултан вырӑсла та юрлать: «Как долго я тебя ждала», «Без тебя», «Я люблю его за то», «Я твоя маленькая девочка», «Благодарю», «Лето на двоих»[4], «России храбрые сыны», «Девушка-зима», «Когда...», «Тихо бьётся сердце» (Илья Рябинин ҫырса панӑ, Михаил Миряшевпа дуэтпа юрлать)[5], «Волк», «Пленница», «Апероль», «Тишина», «Списана любовь», «Поцелуи в сердце», «Ты — ветер», «Так чем мы платим», «Наш май», «Я — королева», «В цейтноте»[6], «Эту ночь мне подари» (Виталий Пось аранжировщикпа пӗрле юрлаҫҫӗ)[7] тата ыттисем те.

Юрӑҫӑ Чӑваш Республикинчи ял-хуласене[8], ҫӗршыври чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан регионсене тӑтӑш ҫӳрет[9], туйсене, ҫуралнӑ кунсене, уявсене ирттерме хутшӑнать[1].

Ҫемье

  • Ашшӗ — Великов Виталий Андреевич, водитель пулса ӗҫленӗ, тивӗҫлӗ канура.
  • Амӑшӗ — Великова Ольга Андреевна, поварта ӗҫленӗ, тивӗҫлӗ канура.
  • Ҫемьере тӑваттӑн ӳснӗ: Андрей, Аида, Надежда, Мария.
  • Ывӑлӗ — Игорь.

Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ

  • Ҫӗмӗрле районӗнче ҫуралса ӳснисен ентешлӗхӗн ӗҫ-хӗлне хастар хутшӑнать[8].
  • Ятарлӑ ҫар операцийӗ(выр.)чăв. валли укҫа-тенкӗ пухас тӗллевпе йӗркелекен ыркӑмӑллӑх концерчӗсене, ҫавӑн пекех ытти ыркӑмӑллӑх концерчӗсене хутшӑнать.

Пӑтӑрмах

2018 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 1-мӗш каналти «Атя пӗрлешер»(выр.)чăв. (Давай поженимся) кӑларӑма хутшӑнса пӑтӑрмаха ҫакланнӑ, Шупашкартан авланас кӑмӑллӑ каччӑн «амӑшӗ» пек пулса кайнӑ, шоу ертӳҫисем каччӑ хӑйӗн пирки улталанине тупса палӑртнӑ[10].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Андрей Андреев. Сколько стоят выступления звёзд чувашской эстрады на новогоднем корпоративе (выр.). Сетевое издание «www.pg21.ru» (25 раштавӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Аида Великова «Эс манӑн сывлӑш» (выр.). www.shazam.com. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗ.
  3. ^ Аида Великова (выр.). Чаваш Медиа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗ.
  4. ^ Аида Великова (выр.). chuvash-republic.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗ.
  5. ^ Аида Великова (выр.). TopHit. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗ.
  6. ^ Аида Великова (выр.). Звук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗ.
  7. ^ Эту ночь мне подари (выр.). Rutube. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗ.
  8. ^ 1, 2 И вновь настал день, когда в село пришёл праздник! (выр.). Муниципальное бюджетное учреждение «Информационно-ресурсный центр культуры Шумерлинского муниципального округа» (20 ҫурлан 2023). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗ.
  9. ^ Марина Биденко. Согласно законам гостеприимства (выр.). Электронная газета «Кабардино-Балкарская правда» (1 нарӑсӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗ.
  10. ^ Михаил Бутко. На передаче «Давай поженимся» произошёл скандал с парнем из Чебоксар (выр.). Сетевое издание «www.pg21.ru» (8 ҫӗртмен 2018). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗ.

Каçăсем

© Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».
Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».

Темӑпа ҫыхӑннисем