Корсакова Елена Анатольевна
Корсакова Елена Анатольевна (сцена ҫинчи ячӗ — Елена Корсакова; ҫур. 1979 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ, Аслă Ăнă, Теччĕ районĕ, Тутар Автономиллĕ Социализмла Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей чӑваш эстрада юрӑҫи, режиссёр тата вӗрентекен.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Елена Корсакова 1979 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 28-мешӗнче Тутар АССРӗн Теччӗ районӗнчи Аслӑ Ӑнӑ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. 1996 ҫулта тӑван ялӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ.
2000 ҫулта Ф. П. Павлов ячӗллӗ Шупашкар музыка училищинчен «халӑх хорӗпе ансамблӗн артисчӗ, пултарулӑх коллективӗн ертӳҫи» специальнӑҫпе вӗренсе тухнӑ. Фольклор уйрӑмӗнче Илья Аркадьевич Сакмаров класӗнче вӗреннӗ[1].
Шупашкар хулинчи шкулта вӑй хунӑ, чӑваш фольклорне вӗрентнӗ. 2000 ҫулта Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче артист-вокалистка пулса ӗҫлеме пуҫланӑ, «Чӑваш ен» тата «Ҫавал» ансамбльсенче юрланӑ.
2005 ҫулта «Центр-Б» автосалонӑн кредит уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ.
2009 ҫултанпа Габишево ялӗнчи культурӑпа спорт центрӗнче — Тутарстанри Лайӑш хулин «Район культура ҫурчӗ» муниципаллӑ бюджет культура учрежденийӗн филиалӗнче — режиссёр пулса ӗҫлет[1].
Центрта вӑл «Калинка» ачасен фольклор ансамбльне йӗркеленӗ, коллектив район, республика тата пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи мероприятисенче хутшӑнать: «Звонкая капель», «Пирӗн кил — Тутарстан», «Каравон», «Уяв», «Сабантуй» тата ыттисем.
Пултарулӑх
Елена Корсакова эстрадӑна Алексей Наумов композитор тата «Хусан чӑвашӗсем» ушкӑнӗн ертӳҫи сӗннипе кӗнӗ. Ҫавӑн пекех ӑна Константин Малышев пулӑшнӑ, вӑл «Сувар» республика чӑваш хаҫачӗн тӗп редакторӗ пулнӑ[1].
Пӗрремӗш юрри — Алексей Наумов композитор Галина Кӗмӗл сӑввипе ҫырнӑ «Уйрӑлу».
Елена Корсакова шкул ҫулӗсенчех сцена ҫине тухнӑ. Каярах вӑл Чӑваш патшалӑх филармонийӗн концерчӗсенче тата ытти культура мероприятийӗсенче хутшӑннӑ.
Юррисем: «Юратма пӗлмерӗм пуль», «Аллӑ ҫул», «Кӗмӗл туй», «Симӗс куҫусем», «Сувар», «Уйрӑлу»[2] тата ыттисем.
Репертуарӗнче Алексей Наумовпа, Эльвира Савельевапа тата Анатолий Осиповпа дуэтпа ҫырнӑ юрӑсем пур.
Юррисен авторӗсем: Алексей Наумов композитор; Альбина Юрату, Валерий Раштав, Галина Кӗмӗл, Владимир Рыбкин сӑвӑҫсем.
«Веснавея» ансамбльте тата «Весна» дуэтра (Эльвира Савельевапа) юрлать. Коллективсем Тутарстан Республикинче тата Раҫҫейӗн ытти регионӗсенче культура мероприятийӗсенче тата конкурсӗсенче хутшӑнаҫҫӗ.
«Хусан чӑвашӗсем» чӑваш эстрада ушкӑнӗн солистки шутланать[1].
Ҫитӗнӗвӗсем
- «Каравон» Пӗтӗм Раҫҫей вырӑс халӑх уявӗн дипломӗсем (2011—2026);
- «Уяв» республика чӑваш культура уявӗн дипломӗсем (2014—2026);
- Чӑваш рекрут юррин республика конкурсӗн I степень лауреачӗн дипломӗ (2022);
- «Троицкие хороводы» вырӑс фольклорӗн республика уявӗн дипломӗ (2021);
- «Чӑвашла юрла» чӑваш юррин конкурсӗн финалисчӗн дипломӗ (2021);
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 79-мӗш ҫулне халалласа ирттернӗ «Со слезами на глазах» конкурсӑн II степень дипломӗ (2024);
- «Кайри-мала» хит-парадра иккӗмӗш вырӑн (2024);
- «Рождественская сказка для тебя» VI Тӗнче конкурсӗнче «Эстрада вокалӗ» номинацире «Веснавея» халӑх вокал ансамблӗн гран-при дипломӗ (2026);
- А. В. Котков ячӗллӗ XXXV республика вырӑс хор музыка фестивалӗнче «Веснавея» халӑх вокал ансамблӗн лауреат дипломӗ (2026);
- 15 ҫӗршыври юрӑҫсем хушшинчи Тӗнче шайӗнчи патриотизм конкурсӗнче «Вокал искусстви» номинацире I степень лауреачӗн дипломӗ (2026)[1].
Обществӑлла ӗҫӗ
- Тутарстанри чӑваш наци-культура пӗрлӗхӗсен ӗҫне хутшӑнать, культура мероприятийӗсене йӗркелеме пулӑшать.
- Хусанта чӑваш культура кунӗсене, концертсене, фестивальсене тата наци уявӗсене ирттерме хутшӑнать.
- Юрӑҫ ҫавӑн пекех чӑваш тата вырӑс халӑх культурине, чӗлхисене тата йӑлисене сыхлас тата аталантарас мероприятисенче хутшӑнать.
- Ятарлӑ ҫар операцийӗнчи(выр.)чăв. ентешсене пулӑшас ӗҫе, ыркӑмӑллӑх концерчӗсене хутшӑнать.
Хисепӗсем
- Чӑваш наци конгресӗн Хисеп хучӗ (2016);
- Лайӑш районӗн пуҫлӑхӗн Тав сӑмахӗ (2016);
- Тутарстан Республикин Патшалӑх Канашӗн(выр.)чăв. Председателӗн Тав ҫырӑвӗ (2019);
- Тутарстан Республикин Ҫыравҫӑсен союзӗн Тавӗ (2019);
- Тутарстан Республикин «Татмедиа» акционерлӑ пӗрлӗхӗн Тав ҫырӑвӗ (2023);
- Ятарлӑ ҫар операцийӗ вӑхӑтӗнче ӗҫсене пурнӑҫлакан ҫар ҫыннисене пулӑшассипе пӗрлешӳллӗ ӗҫре хутшӑннӑшӑн Тутарстан Республикин Лайӑш районӗн «Помощь СВОИМ» фончӗн Тавӗ (2024);
- Тутарстан Республикинчи Чӑваш наци-культура автономийӗн Хисеп хучӗ (2025);
- Тутарстан Республикин Культура министерствин Тавӗ (2026)[1].
Ҫемье
- Ашшӗ — Анатолий Викторович.
- Амӑшӗ — Мария Васильевна.
- Ҫемьере виҫҫӗн ҫитӗннӗ: Елена, Дмитрий тата Валерий.
- Хӗрӗ — София[1].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Макарова Елена Анатольевна. Чӑваш халӑх сайчӗ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Елена Корсакова (выр.). chmedia.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
Каҫӑсем
| Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». |