Михайлова Ульяна Владимировна

Михайлова Ульяна Владимировна (хӗр чухнехи хушамачӗ Питакова, сцена ҫинчи ячӗ — Ульяна, ҫур. 1996 ҫулхи утӑн 27-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — Раҫҫей эстрада юрӑҫи.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1996 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш республикин тӗп хулинче Шупашкарта ҫуралнӑ. Шупашкарти А. Г. Николаев космонавт ячӗллӗ 10-мӗш пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта вӗреннӗ (2003—2014). 2003—2011 ҫулсенче С. Максимов ячӗллӗ Шупашкарти музыка шкулӗнче «Аккордеон» класӗнче вӗреннӗ.

2014—2019 ҫулсенче И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче вӗренсе аслӑ пӗлӳ илнӗ.

2020—2021 ҫулсенче Чӑваш наци телерадиокомпанийӗнче, 2022—2025 ҫулсенче «Дорожное» тата «Новое» радиостанцисене пӗрлештерсе тӑракан компанире ӗҫленӗ. 2025 ҫултан «Первый оконный завод» тулли мар яваплӑхлӑ пӗрлӗхре маркетолог пулса тӑрӑшать.

undefined

Пултарулӑх

Эстрада сцени ҫине 2014 ҫулта Пӗтӗм чӑвашсен «Кӗмӗл сасӑ» фестиваль-конкурсӗнче 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ хыҫҫӑн тухнӑ.

2015 ҫултан харпӑр пултарулӑх ҫулне пуҫланӑ, пӗрремӗш юрри — «Пирӗн юрату» (сӑвви Владимир Рыбкинӑн, кӗвви — Юрий Сергеевӑн).

2015—2018 ҫулсенче Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Вячеслав Христофоров ертсе пыракан «Янра, юрӑ» ушкӑнра юрланӑ.

2024 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче Алексей Шадриковпа пӗрле концерт ирттернӗ.

Юррисем: «Чи телейлӗ каҫ», «Илсе кай», «Чӑнах», «Эсӗ тата эпӗ», «Ҫамрӑклӑх хитре», «Парнелетӗп», «Каҫ», «Уявра тӑванпа», «Пирӗн юрату», «Таврана иленсен ҫуркунне»[1] тата ыттисем.

Дуэтпа юрлакан юррисем: «Ӑҫтаччӗ эс?», «Санпа эпир» (Алексей Шадриковпа), «Эс пӗччен мар» (Алёна Арсентьевапа)[1], «Пукане», «Тавлашатпӑр каллех» (Константин Рязановпа), «Ҫунтар мана» (Сергей Павловпа)[2].

Юррисен авторӗсем: Ирина Степанова, Альбина Юрату, Владимир Рыбкин, Валерий Раштав сӑвӑҫсем, Константин Рязанов, Александр Кокшин, Юрий Сергеев аранжировщиксемпе композиторсем.

Хӑш-пӗр юррисен сӑмахӗсене тата кӗввине хӑех хайлать.

Артист Чӑваш Республикинчи ял-хуласене, ҫӗршыври чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан регионсене гастрольсене ҫӳрет, уявсене ирттерме хутшӑнать.

Ҫитӗнӗвӗсем

  • Пӗтӗм чӑвашсен «Кӗмӗл сасӑ» фестиваль-конкурсӗнче 1-мӗш вырӑн (2014).

Ҫемье

  • Ашшӗ — Питаков Владимир Веняминович.
  • Амӑшӗ — Питакова Валентина Васильевна.
  • Шӑллӗ — Эдуард.
  • Мӑшӑрӗ — Михайлов Михаил Викторович.

Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Ульяна (выр.). chmedia.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
  2. ^ Ульяна - Shazam. Shazam. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.

Каçăсем

© Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».
Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».

Темӑпа ҫыхӑннисем