Кузнецов Евгений Геннадьевич
Кузнецов Евгений Геннадьевич (сцена ҫинчи ячӗ — Евгений Кузнецов, ҫур. 1980 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗ, Акшик, Сӗнтӗрвӑрри районӗ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей эстрада юрăçи.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1980 çулхи пушăн 5-мĕшĕнче Чăваш АССРĕн Сӗнтӗрвӑрри районĕнчи Акшик ялĕнче çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ — хресченсем[1].
1997 çулта И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ ҫумĕнчи республика гимназине вĕренсе пĕтернĕ. Çав çултах ЧПУн медицина факультетне вĕренме кĕнĕ.
2007 çулта В. С. Черномырдин ячĕллĕ Мускав патшалăх уçă университечĕн(выр.)чăв. строительство факультетĕнче аслӑ пĕлӳ илнĕ.
2001–2003 çулсенче ҫар хĕсметĕнче тăнă. Самар хулинчи Кряж посёлокĕнчи № 31601 ҫар чаçĕнче (2001) тата Чечен Республикинчи Шали хулинче вырнаçнă № 21312 чаçĕнче (2002–2003) хĕсметре тăнă. Чечен Республикинче тата Дагестан Республикинче терроризма хирĕç операцисене хутшăннă. Вăрçă хĕсмет ветеранĕ, «Кавказри хĕсметшĕн» паллипе, «Гварди» паллипе тата сержант çар хисепĕпе чысланă.
2005 çулта Шупашкарти «Акатуй» ресторанра ĕçленĕ. 2006–2013 çулсенче Шупашкарти «Встреча» предприяти директорĕ пулнă[1].
Пултарулăхĕ
2012 çулта Альбина Юратупа, Александр Быковскийпе тата Сергей Марковăн «MARS MUSIC» музыка студийĕпе пĕрле «Эй, хӗрсем!» юрă хатĕрленĕ. Çак юрăпа унăн юрăç карьери пуçланнă. Юрă чăваш радиовĕсен чартĕсенче пĕрремĕш вырăнсене йышăннă[1].
Альбина Юрату, Валерий Раштав, Владимир Рыбкин, Сергей Капралов сӑвӑҫсемпе, Сергей Марков, Александр Быковский, Эдуард Табаев, Виктория Захарова, Юрий Петухов, Алексей Московский, Владимир Яндуш композиторсемпе, аранжировщиксемпе тата ыттисемпе ĕçлет.
2012 çулхи утă уйăхĕнче чăваш делегацин йышĕнче Турцири Пĕтĕм тĕнчери культура фестивальне хутшăннă.
2012 ҫулта пӗрремӗш харпӑр концертне йӗркеленӗ.
2012 çултанпа Мускавра MuskavPARTY-СhuvashPARTY проекчĕпе чăваш эстради артисчĕсен концерчĕсене йĕркелет.
2014 çулхи нарӑс уйӑхĕнче Шупашкарти «Юрату.RU» хĕрарăм ушкӑнӗн «Савнӑ ҫыннӑм» клипне продюсерланă.
2016 çултанпа Раççей патшалăх социаллӑ университечĕн пулăшӑвĕпе чăваш эстрада артисчĕсен концерчĕсене Мускаври сцена çинче йĕркелеме пуçланă. Унăн фончĕ MuskavPARTY-СhuvashPARTY проектне, 2017 çултанпа Шупашкарта ShupashkarPARTY тата YOUлТАШЛА проекчĕсене йӗркелесе пырать[1].
Юррисем
«Авланас килет», «Аса ил», «Ӑнлансам мана», «Кай, кай, кай!», «Сана курсан», «Сӳнмĕ пирĕн юрату», «Тăкăнать куççуль», «Телейлĕ самант», «Тĕнчере пике нумай», «Тĕрлĕрен», «Туй тăк, туй!», «Чунăмри суран», «Эй, хĕрсем!», «Юр çăвать»[2] тата ыттисем.
Дуэтпа ҫырнисем: «Юрату турри» (Анастасия Михайловапа), «Авланас килет» (Кристина Софроновапа), «Çуралнă кун» (Виктория Захаровапа)[2].
Продюсерланă клипсем
- Юрату.RU — «Савнӑ ҫыннӑм»;
- Юрату.RU — «Кутӑн хӗрача»;
- Юрату.RU — «Пукане мар»[1].
Альбомсем
- «Эй, хӗрсем! (Эх, авланас килет)» (2013) — дискра Евгений Кузнецов юррисемпе пĕрле хальхи чăваш эстрадин юрăç хĕрарăмĕсен юррисем те кĕнĕ[1].
Ҫемье
- Ашшӗ — Кузнецов Геннадий Ильич.
- Амӑшӗ — Кузнецова Юлия Николаевна.
- Ҫемьере тӑватӑ ывӑл ҫитӗннӗ: Сергей, Евгений, Андрей, Алексей.
- Шӑллӗ — Андрей Кузнецов, чӑваш эстрадин юрӑҫи.
- Арăмĕ — «Тӑван радио» тата НТРК радио- тата телеертӳçи, чăваш сăмахлăхĕн ăсти Ольга Элиме[1].
- Хĕрпе ывăл çитӗнтереҫҫӗ.
Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ
- 2005 ҫултанпа Чӑваш Республикинчи Ҫурҫӗр Кавказра ҫар ӗҫӗсене хутшӑннӑ ветерансен союзӗн пайташӗ.
- Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ҫуралса ӳснисен «Сӗнтӗр ен» ентешлӗхӗн ӗҫне хутшӑнать.
- Ятарлӑ ҫар операцийӗнче(выр.)чăв. хутшӑнакан ентешсене пулӑшас тӗллевпе йӗркелекен ыркӑмӑллӑх концерчӗсене хутшӑнать.
Ӑнлантарусем
Каçăсем
| Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». |