Лампасова Ирина Алексеевна
Лампасова Ирина Алексеевна (сцена ҫинчи ячӗ — Ирина Лампасова) (ҫур. 1992 ҫулхи нарӑсӑн 7-мӗшӗ, Анат Тимĕрчкасси, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — чăваш эстрада юрăçи, журналист. Раҫҫей Журналистен союзӗн пайташӗ.
Кун-çулĕ
1992 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнчи Чӑваш Республикин Комсомольски районӗнчи Анат Тимӗрчкасси ялӗнче ҫуралнӑ[1].
1999—2007 ҫулсенче Комсомольски районӗнчи Анат Тимӗрчкассинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паркан вӑтам шкулта, 2007—2009 ҫулсенче Комсомольски районӗнчи Чурачӑкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паркан вӑтам шкулта вӗреннӗ[1].
И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн харӑсах икӗ факультетне — историпе филологи (2009—2013) тата управлени (2010—2014) — вӗренсе пӗтернӗ[1].
2014 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх наци телерадиокомпанийӗнче вӑй хурать: Чӑваш наци радиовӗн редакторӗ, унтан — музыка редакторӗ, халӗ — Наци телевиденийӗн аслӑ редакторӗ[1].
2026 ҫулта ӑна «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ — 2026» акцин сӑн-сӑначӗ пулма суйласа илнӗ[2].
Пултарулӑхӗ
Анатолий Печников, Юрий Кудаков, Сывлӑм Алешӗ кӗвӗленӗ юрӑсене шӑрантарать. Поэтсенчен ытларах Олег Прокопьев, Александр Егоров, Лидия Изекеева сӑввисемпе усӑ курать.
Паллӑ юррисем: «Сана манаймӑп» (Сывлӑм Алешӗ — Олег Прокопьев); «Пӗчченлӗхе каян-им, пӑрахса?», «Килсем», «Ан васка терӗн» тата ыттисем те[3].
Сывлӑм Алёшӗпе, Типшӗм Сашукпа, Георгий Смирновпа дуэтпа юрлать.
Ҫемье
Ҫемьеллӗ.
Хисепӗсем
- Чăваш Республикин Цифра аталанăвӗпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп грамоти;
- Чӑваш Республикин Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин Хисеп грамоти;
- Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Тав хучӗ.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4 Николай Галкин. Ирина Лампасова: «Кашни çутă куншăн Турра тав тăватăп!» (выр.). Газета «Каҫал ен» (30 акан 2020). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗ.
- ^ Таисия Ташней. Ирина Лампасова – «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2026» акци сӑн-сӑпачӗ. Чӑваш халӑх сайчӗ (14 акан 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 20-мӗшӗ.
- ^ Ирина Лампасова (выр.). shazam.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗ.