Александр Арсентьев
Арсентьев Александр Валериевич (сцена ҫинчи ячӗ — Александр Арсентьев; ҫур. 1989 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗ, Уйкас Явăш, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — чăваш эстрада юрăçи.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1989 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Вӑрнар районӗнчи Уйкас Явӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Ашшӗ — Валерий Антониевич — страхлас енӗпе ӗҫлекен агент, амӑшӗ — Эльвира Владимировна — повар.
Мӑн Явӑш вӑтам шкулне, И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ӳнерпе музыка пӗлӗвӗн факультетне вӗренсе пӗтернӗ.
Студент чухне Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Зинаида Козлова ертсе пыракан «Юрай» тата «Уяв» ансамбльсенче юрланӑ.
Университет вӗренсе пӗтерсен Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Анатолий Никитин ертсе пыракан «Янташ» ушкӑнра ӗҫленӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсенче хӗсметре пулнӑ. Хӗсмет хыҫҫӑн харпӑр хӑй юрлать, концертсене хутшӑнать тата йӗркелет, юрӑсем кӗвӗлет.
Чӑваш наци радиовӗнче «Каҫхи микс» кӑларӑма хатӗрлесе ертсе пынӑ.
Пултарулӑх
Халӑхра анлӑ сарӑлнӑ юррисем[1]: ӑнасчӗ телейпе», «Чунӑм савӑнать», «Ҫумӑр витӗр», «Симӗс куҫусем», «Натали», «Ан вӑтан!», «Манаймарӑм эп сана», «Юр ҫунӑ каҫ», «Шурӑ кӑвакарчӑн», «Алкумне ҫитсен», «Чун ҫути», «Хӑнана кайсан», «Шухӑшсем», «Чӗнет хуркайӑк ҫулӗ», «Ян та ян!», «Тунсӑх» тата ыттисем те.
Ӑнлантарусем
- ^ Александр Арсентьев (выр.). Чуваш Медиа. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗ.