Полина Борисова
Борисова Полина Геннадьевна (ҫур. 1985 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ, Патреккел) — чăваш эстрада юрăçи.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1985 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Елчӗк районӗнчи Патреккел ялӗнче ҫуралнӑ. Ашшӗ — Борисов Геннадий Арсентьевич, Патреккел халӑх хорӗн ертӳҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1977), РСФСР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1986). Амӑшӗ — Борисова Валентина Васильевна, Патреккел халӑх хорӗн юрӑҫи.
2002 ҫулта Патреккелти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ. Шкул ҫулӗсенче Патреккел халӑх хорӗнче малтан ачасен ушкӑнӗнче, 7-мӗш класран аслисемпе юрланӑ.
2007 ҫулта И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетне вӗренсе пӗтернӗ, специализацийӗ — «Эстрада юрри». Малтанласа вӑрах вӑхӑт мар «Апельсин каччисем» ушкӑнпа юрланӑ, гастрольсене ҫӳренӗ, унтан вара харпӑр карьерине пуҫланӑ. 2004 ҫулта V Пӗтӗм чӑвашсен «Кӗмӗл сасӑ» юрӑ конкурсӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ. Ҫакӑ унӑн пултарулӑх пурнӑҫӗнче тӗп вырӑн йышӑннӑ та.
Гастрольсемпе республикӑри ялсемпе хуласенче, Пушкӑртстанра, Тутарстанра, Чӗмпӗр, Самар облаҫӗсенче, Питӗр, Мускав тата ытти хулапа регионта, Турцире пулнӑ. Чӑваш Республикинче, Шупашкарта, чӑвашсем йышлӑ пуранакан регионсенче иртекен мероприятисене — Акатуй, Республика кунӗ, Хула кунӗ, ентешлӗх уявӗ тата ытти те — тӑтӑш хутшӑнать.
Геннадий Борисов, Юрий Кашкӑр, Виталий Осипов, Александр Павлов, Игорь Аркадьев тата ытти кӗвӗлекенсемпе ӗҫлет. Репертуарӗнче 100 ытла юрӑ, 9 альбом кӑларнӑ.
Паллӑ юррисем: «Юратушка», «Чӗререн», «Суперстар», «Мемме», «Ҫуралнӑ кун», «Пӗлетӗп», «Ытала», «Мӗншӗн», «Сана курсан», «Чарӑн каччӑ», «Асӑрха мана», «Юратсам», «Эпӗ пӗлетӗп» тата ыттисем те.
Ҫемье
Ҫемьере виҫҫӗн ӳснӗ, пурте юрӑ-ташӑ пултарулӑхне ҫывӑх, Патреккел халӑх хорӗнче юрланӑ. Пиччӗшӗ — Эдуард, Мускавра пурӑнать, МЧС полковникӗ. Аппӑшӗ — Эльвира, Мускавра пурӑнать, чӑваш интернет уҫлӑхӗнче Мариванна тата Энтри сӑнарсем калӑпланипе паллӑ.
Икӗ ывӑл — Максим тата Егор[1] — ҫитӗнтерет.