Денис Павлов

Павлов Денис Владимирович (сцена ҫинчи ячӗ — Денис Павлов, ҫур. 1999 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ, Кивĕ Ахпӳрт (Патăрьел районĕ), Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — Раҫҫей эстрада юрăçи.

Кун-çулĕ

1999 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнчи Чӑваш АССРӗн Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш.

Кивӗ Ахпӳрт пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулӗнче (2006—2015) вӗреннӗ, Шупашкар культура училищинче (2015—2019) ятарлӑ пӗлӳ илнӗ.

Ялта пурӑнать, 2022 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче хресчен (фермер) хуҫалӑхне(выр.)чăв. никӗсленӗ, севок сухан ҫитӗнтерессипе ӗҫлет[1].

Пушӑ вӑхӑтра юрӑсем ҫырать, юрлать, концертсене хутшӑнать.

Пултарулӑхӗ

Ытларах Альбина Юрату, Ирина Степанова, Валерий Раштав ҫырнӑ сӑвӑсемпе кӗвӗленӗ юрӑсене шӑрантарать.

Халӑхра анлӑ сарӑлнӑ юррисем: «Тик-Ток», «Ирӗлетӗн», «Чиперкке», «Сана эп лайк», «Ах, санпа», «Инстапике», «Майра», «Патарьел», «Хӗрсем», «Туссем», «Ан мансам эс мана», «Эс — ман юррӑм», «Кил, чунӑм», «Ташла», «Атте», «Уйрӑлу», «Хулиган», «Паянтан», «Бриллиант» (Сергей Лекеровпа пӗрле), «Ҫамрӑклӑх ман» (Сергей Лекеровпа пӗрле), «Ташӑ каҫӗ — чун уҫҫи» (Аня Сарпикепе пӗрле), «Ҫамрӑк чух» (Полина Борисовапа пӗрле) тата ыттисем те[2][3].

Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ

  • Патӑрьел районӗнче ҫуралса ӳснисен «Патӑрьелсем» ентешлӗхӗн ӗҫ-хӗлне хастар хутшӑнать.
  • Ятарлӑ ҫар операцийӗ валли ҫар пулӑшӑвӗ пухас ӗҫе хутшӑнать.
  • Ятарлӑ ҫар операцийӗ валли укҫа-тенкӗ пухас тӗллевпе йӗркелекен ыркӑмӑллӑх концерчӗсене хутшӑнать[4].

Ӑнлантарусем

  1. ^ ИП Павлов Денис Владимирович (выр.). Контур Фокус. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ.
  2. ^ Денис Павлов (выр.). music.mts.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ.
  3. ^ Денис Павлов (выр.). chmedia.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ.
  4. ^ Татьяна Васильева. Звёзды чувашской эстрады провели концерт в поддержку участников СВО (выр.). Чувашинформ (28 чӳкӗн 2022). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 21-мӗшӗ.

Темӑпа ҫыхӑннисем