Петухов Юрий Валерьевич
Петухов Юрий Валерьевич (сцена ҫинчи ячӗ — Юрий Петухов, Юрий Кашкӑр, ҫур. 1975 ҫулхи ҫурлан 16-мӗшӗ, Лаш Таяпа, Елчĕк районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей эстрада юрăçи, сӑвӑҫ тата композитор. Юрий Петухов «Кашкӑр» хушма ятпа паллӑ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1975 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпа ялӗнче ҫуралнӑ.
1992 ҫулта Лаш Таяпа пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкултан вӗренсе тухсан колхозра водительте ӗҫленӗ.
1993—1995 ҫулсенче Калининград облаҫӗнчи Ладушкин хулинче Ракета ҫарӗсенче хӗсметре пулнӑ. Хӗсметрен таврӑнсан Чӗмпӗрте, Шупашкарта пурӑннӑ.
2016 ҫулта тӑван ялне таврӑннӑ, Лаш Таяпари культура ҫуртӗнче илемлӗх ертӳҫи пулса вӑй хунӑ. 2024 ҫултан Елчӗк районӗн Культура керменӗнче халӑх театрӗн режиссёрӗ пулса ӗҫлет.
2004 ҫултан харпӑр концерт ӗҫӗ-хӗлӗпе тӑрӑшать: концертсем йӗркелет, ытти юрӑҫсем ирттерекен мероприятисене хутшӑнать.
Пултарулӑх
«Шӑматкун каҫхине» (2008) альбом, «Ырӑ каҫ» кассета, «Шурӑ кашкӑр» диск кӑларнӑ.
Анлӑ сарӑлнӑ юррисем: «Çил-тăмансем иртиччен», «Куртăм вăйăра», «Ашшӗн пилӗ», «Çамрӑк асатте», «Тӑвӑл», «Хура çĕмĕрт куçусем», «Кӑмӑл», «Лаш Таяпа», «Хӑвна анчах эсӗ шан», «Пӗлнӗ пулсассӑн», «Кайӑк пулса вĕҫсе каяс ҫук», «Эсĕ телейĕм ман», «Ват вăрманта», «Вăтăр çул», «Икĕ хĕл те икĕ çу», «Кайăк пулас çук», «Кашкăр çури», «Кĕмĕл уйăх», «Кунĕпех çăвать сив çумăр», «Манаймастăп куллуна», «Мĕншĕн-ши?», «Натали», «Пепкем», «Сана çеç саватăп», «Тепӗр хут», «Хурлăхан пек хура куçсем», «Чул чĕреллĕ хĕрача», «Шурă кашкăр», «Ҫитрӗ ырӑ кун», «Çутă туйăм сан чунра», «Çынсем, ан манăр!», «Эп утатӑп сан пата», «Эрех — наркăмăш», «Юлар-ха калаçса», «Юлашки шăнкăрав», «Юханшыв»[1] тата ыттисем те.
«Ах, хĕвел анать», «Чунтанах ӑна эп юрататӑп» (Светлана Яковлева, Юрий Кашкăр), «Юрлар, савса пурнăçа» (Виктория Захарова, Юрий Кашкăр)[1] тата ытти юрӑҫсемпе дуэтпа юрлать.
Сӑвӑҫ тата композитор пек паллӑ, ун юррисене Людмила Семёнова, Света Яковлева, Александр Ильин, Константин Евруков, Полина Борисова, Андрей Думилин, Александр Васильев, Ольга Лукова, Алексей Шадриков, Пётр Ермолаевпа Андрей Шадриков, Денис Антипов, Денис Павлов, Сергей Лекеров тата ыттисем юрлаҫҫӗ.
Артист Чӑваш Республикинчи ял-хуласене, ҫӗршыври чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан регионсене тӑтӑш гастрольсене ҫӳрет, туй тата ҫуралнӑ кунсене ирттерме хутшӑнать.
Юлашки вӑхӑтра патриотизм тематикипе юрӑсем ҫырать[2].
Хисепӗсем
- Чӑваш Республикин Культура, национальнӑҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн Тав хучӗ;
- Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Тав хучӗ;
- Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Тав хучӗ.
Ҫемье
- Ашшӗ — Петухов Валерий Иванович.
- Амӑшӗ — Петухова Галина Семёновна.
- Ҫемьере пиллӗкӗн ҫитӗннӗ: Владимир, Виталий, Людмила, Юрий, Елена.
- Аппӑшӗ — Петухова Людмила Валерьевна, Ф. П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищин вӗрентекенӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ[3].
- Мӑшӑрӗ — Петухова Надежда Николаевна.
- Хӗрӗ — Анна.
- Ывӑлӗ — Матвей.
- Ывӑлӗ — Тайман.
Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ
- Ятарлӑ ҫар операцийӗ(выр.)чăв. валли укҫа-тенкӗ пухас тӗллевпе йӗркелекен ыркӑмӑллӑх концерчӗсене[4], ҫавӑн пекех ытти ыркӑмӑллӑх концерчӗсене хутшӑнать[5][6].
- 2023 ҫулта Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан чӑваш салтакӗсем патӗнче концертсем панӑ. Ҫак ҫулҫӳрев вӑхӑтӗнчех «Пирӗн ҫӗнтерӳ» юрӑ ҫырнӑ, пӗрремӗш итлекенӗсем салтаксене пулнӑ[2].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Юрий Кашкăр (выр.). chmedia.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Андрей Андреев. Чувашский артист побывал в зоне СВО у земляков: «В их глазах видна и злость, и тоска» (выр.). Сетевое издание «www.pg21.ru» (27 утӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗ.
- ^ Состоялся завершающий концерт-фестиваль проекта «Солдаты мира» (выр.). Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики (21 раштавӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.
- ^ Благотворительный концерт в поддержку военнослужащих СВО (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики. Яльчикский муниципальный округ (19 нарӑсӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗ.
- ^ Яркое лето Чувашии: в Яльчикском округе состоялся турнир по футболу памяти кавалера ордена Мужества Владимира Васильевича Орлова (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики (14 ҫӗртмен 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗ.
- ^ Состоялся благотворительный концерт в помощь строительству храма в селе Лащ-Таяба (выр.). Чебоксары.ру (15 утӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗ.
Каçăсем
| Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». |