Иовлева Елена Васильевна

Елена Васильевна Иовлева (сцена ҫинчи ячӗ — Елена Иовлева, ҫур. 1952 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ, Амачкасси, Çĕрпӳ районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — чăваш эстрада юрӑҫи, актриса, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ[1].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1952 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Çӗрпӳ районӗнчи Амачкасси ялӗнче ҫуралнӑ[1].

Ашшӗ — Василий Емельянович Емельянов, ферма заведующийӗ пулнӑ. Амӑшӗ — Александра Даниловна Данилова, заводра ӗҫленӗ[2].

1967—1969 ҫулсенче Елена Иовлева К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ҫумӗнчи актёр студийӗнче вӗреннӗ[1].

1971—2004 ҫулсенче вӑл Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче (халӗ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ) актриса пулса ӗҫленӗ. 1992—1997 ҫулсенче актриса театр труппин ертӳҫи пулса тӑрӑшнӑ[1].

2005—2010 ҫулсенче Елена Иовлева Ҫӗрпӳ районӗнчи «Савӑнӑҫ» халӑх театрӗн ертӳҫи пулса ӗҫленӗ[3].

2005 ҫултан харпӑр концерт ӗҫӗ-хӗлӗпе тӑрӑшать: пайӑррӑн концерт йӗркелет, ытти юрӑҫсем ирттерекен мероприятисене хутшӑнать, гастрольсене тухса ҫӳрет.

undefined

Пултарулӑх

Театрта

Елена Иовлева Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче 138 роле вылянӑ, вӗсенчен 80 ытла арҫын ача тата хӗрача ролӗсем пулнӑ. 1997 ҫулччен инженю-травести(выр.)чăв. амплуара вылякан тӗп актриса пулнӑ[1].

Паллӑ ролӗсем[1]:

  • Укахви («Шупашкарти савни», Н. Сидоров);
  • Йӑскар («Ялта», Ф. Павлов);
  • Марфа («Балалайка, моя балалайка», В. Шукшин);
  • Маша («Тӑлӑха юлнисем», А. Чехов);
  • Минька («Вутпа ҫулӑм витӗр», М. Шолохов);
  • Сенька («Машенька», А. Афиногенов);
  • Дина, Лена, Женя («Шӑнкӑравлӑр та килме тухӑр», А. Алексин);
  • Люба («Арканнӑ йӑх», М. Горький);
  • Катя («Юратма пӗлекенсем телейлӗ», А Володин);
  • Вовка («Сомбреро», С. Михалков);
  • Васятка («Любаша», В. Машуткин);
  • Настя («Брат мой», В. Шукшин);
  • Ямзе («Чинар манифесчӗ», А. Чхаидзе);
  • Саджи-аби («Чун илли», Ф. Галиев);
  • Шуйттан ҫури («Хура кӳлӗ вӑрттӑнлӑхӗ», Е. Борисова);
  • Абрек («Тимӗрҫӗпе чӳлмекҫӗ ҫинчен хывнӑ юмах», А. Абу-Бакар);
  • Крахьян («Хӗрӗме калам, кинӗм илт», Н. Терентьев);
  • Настя («Шӑп­чӑк мӗншӗн юрлать-ши?», В. Шукшин) тата ыттисем те.

Эстрадӑра

Елена Иовлева Чӑваш Республикинче тата ытти регионсенче палӑрнӑ юрӑҫӑ. Унӑн концерчӗсем тулли залсенче иртеҫҫӗ. Юрӑҫӑ кашни юрра пӗчӗк спектакль пек вылять. Унӑн драма тата юрӑ ӑсталӑхӗ пӗрлешӗвӗ куравҫӑсен кӑмӑлне каять.

Юрӑҫӑ репертуарӗнче чӑваш халӑх юррисем нумай. Вӗсем хальхи ташӑ юррисем евӗр илемлетнӗ.

2023 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче «Раҫҫей 1» телеканалта Андрей Малахов(выр.)чăв. ертсе пыракан «Песни от всей души» кӑларӑма хутшӑнса юрланӑ[4].

Артист Чӑваш Республикинчи ял-хуласенче[5], ҫӗршыври чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан регионсенче тӑтӑш ҫӳрет[6].

Юррисем

Паллӑ юррисем: «Чечексем: хӗрлисем, шуррисем, саррисем…», «Тав тăвасчӗ аттене», «Шупашкар», «Савниҫӗм», «Туй юрри», «Юрлать чун-чӗре», «Ан кÿрентер», «Анне», «Ăçта эс, ăçта», «Вăййа тухрăм каçхине», «Ӗмӗр иккӗ килес ҫук», «Йĕрет чĕре пĕчченлĕхре», «Кай, кай Ивана», «Кăн-кăвак куçсем», «Кахал Кӗркури», «Килӗр хăнана», «Кукамай», «Кÿрше каччи», «Ман чӗрем макăрать», «Манăн савни виççĕ», «Манас çук нихçан», «Манса кай эс», «Мăшăр çунат», «Милĕк ташши», «Пике», «Пурăнасчӗ пӗр çемьен», «Такмаксем», «Талисман», «Тен, пулăпăр», «Хӗллехи каç», «Чипер кай», «Чун савни», «Эп каймарăм Макара», «Эс çук чух», «Эх, садри виноград» тата ыттисем.

Хисепӗсем

  • Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1984);
  • Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ (1996);
  • V Пӗтӗм Раҫҫейри Л. А. Русланова ячӗллӗ халӑх юррисен конкурсӗн дипломанчӗ (Сарӑту, 2006);
  • II Ираида Вдовина ячӗллӗ Республикӑри халӑх юррисен конкурсӗн лауреачӗ (Шупашкар, 2007).

Ҫемье

Елена Иовлева Шупашкарта 3-мӗш упӑшкипе пурӑнать[7].

  • 2-мӗш мӑшӑрӗ театр актёрӗ тата режиссёрӗ, «Чӑваш ен» телерадиокомпанин тӗп режиссёрӗ Иовлев Валерий Васильевич пулнӑ.
  • Ывӑлӗ — Иовлев Сергей Артемьевич, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ, Шупашкарти Вырӑс драма театрӗнче ӗҫлет[8].
  • Мӑнукӗ — Лея.
  • Хӗрӗ — Иовлева Наталия Валерьевна (Наталия Кулай), эстрада юрӑҫи.
  • Мӑнукӗсем — Елена тата Иван.

Кӑсӑк самантсем

  • Амӑшӗ пур ҫӗртех ашшӗпе тата амаҫури амӑшӗпе ӳснӗ, тӑван амӑшӗ 5 ачапа тарса юлнӑскер икӗ ачине ҫемьерен кайнӑ упӑшкине кайса панӑ[7].
  • Театрти пӗрремӗш ролӗ «Сомбреро» спектакльти Вовка Пестиков сӑнарӗ пулнӑ, ун хыҫҫӑн ӑна чылай вӑхӑт Пестик тесе чӗнме пуҫланӑ[7].
  • Пӗрремӗш упӑшки ҫамрӑклах ҫӗре кӗнӗ чухне ҫулталӑкри ывӑлӗпе тӑрса юлнӑ[7].
  • Театра ӗҫе вырнаҫас тесе 9-10-мӗш классене пӗр ҫулта вӗренсе пӗтернӗ[9].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Н. Д. Говорова. Иовлева Елена Васильевна (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
  2. ^ Иовлева Елена Васильевна (выр.). Чӑваш халӑх сайчӗ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
  3. ^ Иовлева, Елена Васильевна (актриса; 01.10.1952) (выр.). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
  4. ^ Чебоксарка спела и станцевала в вечернем шоу Малахова (выр.). Сетевое издание «www.pg21.ru» (2 утӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
  5. ^ У нас в гостях народная артистка ЧР — Елена Иовлева (выр.). Канашский муниципальный округ Чувашской Республики (27 ҫӗртмен 2011). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
  6. ^ Отчётный концерт народного коллектива чувашского вокального ансамбля «Эревет» (выр.). Муниципальное учреждение культуры «Руслан» г. Ульяновск (23 пушӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ.
  7. ^ 1, 2, 3, 4 Альбина Юрату. 88 интервью(чăв.). — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2020. — 476. — С. 221—226.
  8. ^ Иовлев Сергей Артемьевич (выр.). АУ «Русский драмтеатр» Минкультуры Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
  9. ^ Интервью с народной артисткой Чувашии Еленой Иовлевой (выр.). Автономное учреждение Чувашской Республики «Чувашский государственный ордена Дружбы народов театр юного зрителя им. М. Сеспеля» Министерства культуры, по делам yациональностей и архивного дела Чувашской Республики (8 авӑнӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Ала, Л. Eлена Иовлева, артистка: «Ыррипе усалли юнашарах» / Л. Ала // Капкӑн. — 2004. — № 12. — С. 8.
  • Андреев, П. Пионер та, катӑк шӑллӑ карчӑк та / П. Андреев // Ҫулӗ пулчӗ тумхахлӑ. Ҫамрӑксен театрӗ: пулни-иртни, хальхи / П. Андреев. — Шупашкар, 2020. — С. 192—197 : сӑн ӳкерчӗксем.
  • Андреев, П. «Ҫилҫунат» тӗпелӗнче Eлена Иовлева / П. Андреев // Ҫилҫунат. — 1991. — № 4-5. — С. 33.
  • Андреев, П. Чи хитре ӗмӗт / П. Андреев // Пике. — 1992. — № 1/2. — С. 22-23.
  • Андреев, П. Чи хитре ӗмӗт / П. Андреев // Ялав. — 1996. — № 9. — С. 90-98.
  • Герасимова, А. Кӑмӑлне хытарса, куҫҫульне пытарса култарать халӑха / А. Герасимова // Самант. — 2009. — № 12. — С. 7.
  • Иовлева, Е. Елена Иовлева: «Артист тесе халӑх калатӑр…» / Е. Иовлева ; Т. Краснова ҫырса илнӗ // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. — 1997. — 28 ҫӗртме.
  • Иовлева, Е. Елена Иовлева: «Куракан мӗнле кӑмӑлпа, мӗнле пушмакпа тухнине те асӑрхать» : [чӑваш халӑх артисткипе Елена Иовлевӑпа калаҫни] / Е. Иовлева; [Е. Николаева ҫырса илнӗ] // Хресчен сасси. Кил. — 2012. — 26 юпа (№ 42). — С. 3 : сӑнӳкерӗк. — (Тӗпел).
  • Иовлева, Е. «Кашни шӳтӗмре — ман чун ыратӑвӗ» : [чӑваш халӑх артисткипе Елена Иовлевапа калаҫни / Е. Иовлева ; А. Юрату ҫырса илнӗ] // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. — 2015. — 4 ҫӗртме (№ 22). — С. 6 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Смирнова, Н. «Куҫӑм тулли савӑнӑҫ…» / Н. Смирнова // Хыпар. — 1996. — 19 пуш.
  • Степанова, И. Яланах вун саккӑрта / И. Степанова // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. — 2007. — 19 юпа (№ 42). — С. 3.
  • Говорова, Н. Д. Иовлева Елена Васильевна / Н. Д. Говорова // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2008. — Т. 2 : Ж-Л. — С. 147.
  • Говорова, Н. Д. Иовлева Елена Васильевна / Н. Д. Говорова // Энциклопедия Цивильского района. — Чебоксары, 2019. — С. 133.
  • Иовлева, Е. Елена Иовлева: «Пусть народ называет артисткой…» / Е. Иовлева // Цивильский вестник. — 1997. — 6 янв.
  • Иовлева Елена Васильевна // Край Цивильский : краткая энцикл. р-на. — Чебоксары, 2008. — С. 158.

Каҫӑсем

© Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».
Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».

Темӑпа ҫыхӑннисем