Раймов Василий Васильевич
Василий Васильевич Раймов (сцена ҫинчи ячӗ — Василий Раймов, ҫур. 1958 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗ, Чăваш Тимеш, Йĕпреç районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей эстрада юрăçи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1995)[1].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Василий Раймов 1958 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Йӗпреҫ районӗнчи Чӑваш Тимеш ялӗнче ҫуралнӑ[1][2]. Чӑваш Тимеш вӑтам шкулӗнче 8 класс вӗренсе пӗтернӗ.
1974 ҫулта пултарулӑх ӗҫне пуҫланӑ: 1974—1979 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче актёр пулса ӗҫленӗ[1][3].
1979—1983 ҫулсенче Ф. П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинче Т. Супонина класӗнче вӗренсе тухнӑ[1][3].
1983 ҫултан 2012 ҫулччен Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗн солисчӗ пулнӑ[1][3]. Ансамбль йышӗнче Европа, Ази, Африка тата Америка ҫӗршывӗсенче гастрольте ҫӳренӗ[4].
2012 ҫулта Шупашкарти Кантӑр посёлокӗнчи Культура ҫуртӗнче «Хунав» фольклор-эстрада ушкӑнне йӗркеленӗ[1][3].
2014 ҫултан харпӑр концерт ӗҫӗ-хӗлӗпе тӑрӑшать.
Пултарулӑхӗ
Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтрах пӗччен юрлама пуҫланӑ, Ф. Лукин, Г. Лебедев, Г. Хирбю юррисене шӑрантарнӑ. Ун валли ятарласа Родион Петров, Юрий Жуков, Юрий Кудаков, Юрий Андреев, Виталий Романов юрӑсем кӗвӗленӗ.
Кӑларнӑ пӗрремӗш кассета — «Ан хурлан». Ҫавӑн пекех «Санпала» тата ытти альбомсем кӑларнӑ.
2025 ҫулта пултарулӑхӗн 50 ҫуллӑхне халалланӑ юбилей концерчӗ иртнӗ[5].
Хисепӗсем
Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ
- Йӗпреҫре ҫуралса ӳснисен ентешлӗхӗн ӗҫ-хӗлне хутшӑнать.
- Ятарлӑ ҫар операцине(выр.)чăв. хутшӑнакан ентешсене пулӑшас тӗллевпе йӗркелекен концертсене хутшӑнать.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 Раймов, Василий Васильевич (певец; 11.01.1958). Наследие Чувашии.рф. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Знаменательные и памятные даты Чувашии: 11 января. ЧГИГН (31 юпан 2023). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Звезда чувашской эстрады Раймов В.В. в гостях у дошколят. Детский сад № 158 г. Чебоксары (25 акан 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Концерт «Полвека на сцене: Василий Раймов». Культура.РФ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ.
- ^ Василий Раймовăн пултарулăх каçĕ иртет. Ибресинская районная газета (8 юпан 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ.
- ^ Василий Раймов (выр.). chmedia.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ.
Вуламалли
- Алексеев, О. Чун-кӑмӑлӗ — тулли, таланчӗ те иксӗлми / О. Алексеев // Хыпар. — 2008. — 18 кӑрлач.
- Раймов, В. «Ачалӑха таврӑнайсан та юрӑҫах пулӑттӑм» / В. Раймов; О.Сюзюкина ҫырса илнӗ // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. — 1999. — 16 ака (№ 15). — С. 12.
- Раймов, В. В. «Калуш аса килмерӗ, тӑван асран каймарӗ…» / В. В. Раймов; А. Юрату ҫырса илнӗ // Тантӑш. — 2009. — 18 ҫӗртме (№ 23). — С. 8.
- Раймов, В. В. В. Раймов: «Ентешсемпе тӗл пулсах тӑни мана хавхалану парать…» / В. Раймов // Ҫӗнтерӳшӗн (Йӗпреҫ районӗ). — 2001. — 12 авӑн.
- Раймов, В. В. Пурнӑҫ малалла: [юрӑҫ хӑйӗн искусствӑри пурнӑҫӗ тата чӑваш эстрадин аталанӑвӗ ҫинчен] / В. В. Раймов // Чӑваш хӗрарӑмӗ. — 2015. — 19 сентябрь/авӑн (№ 37). — С. 1: сӑн ӳкерчӗк.. — См. текст
- Раймов, В. В. Хитре те илӗртӳллӗ, кӑмӑллӑ та пултаруллӑ… кукаҫи / В. В. Раймов; Рита Арти ҫырса илнӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. — 2011. — 29 кӑрлач — 4 нарӑс (№ 3). — С. 2 : сӑн ӳкерчӗк.. — См. текст
- Раймов, В. Василий Раймов юрӑҫ чирлемен, ют ҫӗр-шыва пурӑнма куҫса / В. Раймов ; Д. Филиппова ҫырса илнӗ // Тантӑш. — 1999. — 25 чӳк (№ 47). — С. 8.
- Раймов, В. Юрӑ чӗре витӗр тухтӑр… / В. Раймов ; В. Пименов [ҫырса илнӗ] // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. — 2005. — 10 ҫӗртме (№ 22). — С. 10.
- Жирнов, Н. Т. Раймов Василий Васильевич / Н. Т. Жирнов // Ибресинский район : краткая энцикл. — Чебоксары, 2011. — С. 294.
- Жирнов, Н. Т. Раймов Василий Васильевич / Н. Т. Жирнов, В. Н. Жирнов // Ибресинский район / Н. Т. Жирнов, В. Н. Жирнов. — Чебоксары, 2004. — С. 135.
- Раймов, В. В песне раскрываю душу / В. Раймов; беседовал Л. Васильев // Чебоксарские новости. — 2000. — 20 мая.
- Раймов, В. Василий Раймов: «Выбираю песни по душе» / В. Раймов; записала О. Яхтина // Чӑваш ен. — 2000. — 21-28 окт. (№ 38). — С. 1-2.
Каçăсем
| Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». |