Ялар

Ялар — Раҫҫей эстрада ушкӑнӗ. Шупашкарта вырнаҫнӑ, чӑваш рок-н-роллне аталантарать.

Кун-çулĕ

Ушкӑн 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче чӑмӑртаннӑ[1]. «Ялар» икӗ пайран тӑрать — «ял» тата «ар», ҫавӑнпа ӑна «ЯлАр» тесе те ҫыраҫҫӗ.

Ушкӑна пуҫарса яракансем — Алексей Табаков тата Роман Михайлов.

2015 ҫулхи юпан 22-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче ушкӑнӑн пӗрремӗш пысӑк концерчӗ иртнӗ — ҫак кун ушкӑн ҫуралнӑ кунӗ теме йышӑннӑ.

2021 ҫулхи ҫуркунне ушкӑнран Роман Михайлов кайнӑ, ун вырӑнне Мускавран куҫса килнӗ Михаил Шумилов йышӑннӑ. Алексей Казанцев вокалист ушкӑнран кайсан ун вырӑнне Александр Кокшин йышӑннӑ.

2021 ҫулхи авӑн тӗлне ушкӑн йышӗ ҫапла пулнӑ:

  • вокал — Александр Кокшин;
  • гитара, аранжировкӑсем — Сергей Мальцев;
  • ертӳҫӗ, баян, юрӑ сӑмахӗсемпе кӗвви — Николай Пыркин;
  • параппансем — Евгений Родионов;
  • бас-гитара(выр.)чăв. — Вадим Чернов;
  • акустика гитари — Михаил Шумилов.

2022 ҫулта 5 концерт лартнӑ, юпа уйӑхӗнче Михаил Шумилов каялла Мускава куҫса кайнӑ, ун вырӑнне каллех Роман Михайлов йышӑннӑ. 2022 ҫулхи раштав тӗлне ушкӑн йышӗ ҫапла пулнӑ:

  • вокал — Александр Кокшин;
  • гитара, аранжировкӑсем — Сергей Мальцев;
  • ертӳҫӗ, баян, юрӑ сӑмахӗсемпе кӗвви — Николай Пыркин;
  • параппансем — Евгений Родионов;
  • бас-гитара — Вадим Чернов;
  • акустика гитари(выр.)чăв. — Роман Михайлов.

2022 ҫулхи Тангырти фестиваль хыҫҫӑн ушкӑнран Сергей Мальцев кайнӑ, ун вырӑнне Владимир Аркадьев килнӗ. 2023 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен вара ушкӑн йышӗ:

  • вокал — Александр Кокшин;
  • гитара — Владимир Аркадьев;
  • ертӳҫӗ, баян, юрӑ сӑмахӗсемпе кӗвви — Николай Пыркин;
  • параппансем — Евгений Родионов;
  • бас-гитара — Вадим Чернов;
  • акустика гитари — Роман Михайлов.
undefined

Репертуарĕ

«Kerosinka» (2021), «Палан» (2025) альбомсем кӑларнӑ[2].

Юррисем: «Пӑлхарсем», «Палан», «Мӗнле чӑтас?», «Вӑл тата лешӗ», «Супер гуд», «Пепкеҫӗм», «Ма яланах ҫапла?», «Пурнӑҫ лайӑх-иҫ!», «Шупашкар рок-н-ролл», «Ырӑ ту эс паян»[1], «Вӑрмана кӗнӗ чух», «Ҫӑл умне»[2] тата ыттисем.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Ялар (выр.). www.shazam.com. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 4-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Ялар (выр.). Звук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 4-мӗшӗ.

Каçăсем

© Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».
Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».

Темӑпа ҫыхӑннисем