Смирнов Георгий Николаевич
Смирнов Георгий Николаевич (сцена ҫинчи ячӗ — Георгий Смирнов, ҫур. 1995 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ, Турхан (Елчĕк районĕ), Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — Раҫҫей эстрада юрӑҫи.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1995 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Елчӗк районӗнчи Турхан ялӗнче ҫуралнӑ[1].
Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Пӑва пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулӗнче 9 класс вӗренсе пӗтернӗ (2011). 2009—2011 ҫулсенче Елчӗкри ӳнер шкулӗнче «хуткупӑс» класӗнче (вӗрентекенӗ — В. Н. Архипов) вӗреннӗ.
2011—2015 ҫулсенче Ф. П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинче вӗреннӗ.
2015—2020 ҫулсенче И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс филологийӗн, чӑваш филологийӗн тата журналистика факультетӗнче вӗренсе аслӑ пӗлӳ илнӗ[1].
2020—2022 ҫулсенче И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн музыка педагогики факультетӗнче магистратурӑра(выр.)чăв. вӗреннӗ.
2017—2023 ҫулсенче Ҫӗнӗ Шупашкарти музыка шкулӗнче фольклор уйрӑмӗн аккомпаниаторӗ(выр.)чăв. пулса ӗҫленӗ.
2023—2025 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ академи ансамблӗнче хор артисчӗ пулнӑ.
2021 ҫултан Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси культура ҫуртӗнче вӑй хурать, «Токаш» фольклор ушкӑнӗн, «Ҫӑлтӑр» вокал ансамблӗн аккомпаниаторӗ шутланать.
2018 ҫултан харпӑр концерт ӗҫӗ-хӗлне те йӗркелесе пырать, уявсем (туй, юбилей, ҫуралнӑ кун) йӗркелес енӗпе тӑрӑшать.
Пултарулӑх
Ф. П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинче вӗреннӗ вӑхӑтра «Янтал» ансамбльте юрланӑ[1].
Пӗрремӗш юррине — «Савнӑ ял — Турхан» — 2013 ҫулта ҫыртарнӑ.
Чӑваш эстрадине 2018 ҫулта «Пар лашапа» илемлетнӗ халӑх юррипе тухнӑ.
Юррисем: «Пар лашапа», «Парнелетӗп чечексем», «Ҫутӑ шанчӑк», «Турхан», «Пурӑнас пулать аван», «Хӑмӑр куҫусем», «Пӗр саншӑн ҫеҫ»[2] тата ыттисем.
Дуэтпа Ирина Лампасовапа, Ольга Кондратьевапа, Алексей Казанцевпа[2] юрлать.
Альбина Юрату сӑвӑҫпа, Анатолий Печников композиторпа, Александр Павлов, Константин Рязанов, Александр Кокшин аранжировщиксемпе ӗҫлет.
Ҫемье
- Ашшӗ — Смирнов Николай Георгиевич.
- Амӑшӗ — Смирнова Антонина Зиноновна.
- Ҫемьере виҫҫӗн ҫитӗннӗ: Георгий, Людмила, Александр.
- Арӑмӗ — Ольга Васильевна.
- Хӗрӗ — Елизавета.
- Ывӑлӗ — Кирилл.
Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ
- Елчӗк районӗнче ҫуралса ӳснисен «Елчӗксем» ентешлӗхӗн ӗҫне хутшӑнать.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 Любовь Петрова. Купӑс каласа ураран ӳкиччен ташлаттарать. Ҫамрӑксен хаҫачӗ (6 юпан 2016). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 11-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Георгий Смирнов (выр.). chmedia.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 11-мӗшӗ.
- ^ Георгий Смирнов — «Кӗмӗл сасӑ» эстрада юррисен фестивалӗн ҫӗнтерӳҫи. Яльчикский муниципальный округ (18 акан 2022). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 11-мӗшӗ.
Каҫӑсем
| Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». |