Фарида (юрăç)
Фарида, Фарида Файзуллина (выр. Феридя Фетахетдиновна Файзуллина, тут. Фәридә Фәтахетдин кызы Фәйзуллина; ҫур. 1970 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗ, Начар Упи, Патăрьел районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — чăваш тата тутар эстрада юрăçи, композитор, кану-культура тĕлĕшпе менеджер. Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2018).
Кунçул, пултарулăх
Чăваш Енти Патӑрьел районӗнчи Начар Упи ялĕнчи 8 киллĕ[1] Тутаркасси урамĕнче[2] çуралса ÿснĕ. Ача чухне ялти кĕнекесарти тутарла, вырăсла кăларăмсене çеç мар, чăвашлисене те (кĕнекесем, журналсем, хаçатсем) иле-иле вуланă. Валери Туркай ĕнентернĕ тăрăх, уйрăмах Петӗр Хусанкайăн «Таня» поэмине (паллах, чăвашла, оригинал чĕлхипе) вулама юратнă. Хăй вара ача чухне Илпек Микулайĕн «Хура çакăр» романне (икĕ кĕнекеллĕ) тата Никифор Мраньккан «Ĕмĕр сакки сарлака» романне (5-6 кĕнекеллĕ) вуласа ÿсни пирки калать[3]. Паллах, чăваш шкулне çÿренĕскер, ытти хайлавсемпе те паллашнă вăл. Чăваш чĕлхине, тен, ун чухне тутар чӗлхинчен те аванрах пĕлнĕ пуль (ку каллех хăй каланă тăрăх[3]).
Хăй кĕвĕленĕ юрăсене ытларах юрлать концертсенче Фарида. Ытти чăваш, тутар тата вырăс композиторĕсен юррисене те юрлать.
Шкул пĕтерсен Фарида пилĕк çул Мускавра пурăннă (1980—1985), умпĕлÿ илнĕ хыççăн чÿрече блокĕсем тăвакан цехра оператор пулса ĕçленĕ. Унтан Тутарстанти Теччĕ районĕнчи райпо тытăмĕнче ревизорта ĕçленĕ, Алабердино тутар ялĕнче Культура çуртне ертсе пынă. Çавăнпа пĕрлех Хусанти Культура институтĕнче вĕреннĕ те кану-культура пĕрлĕхĕсен менеждерĕн дипломне алла илнĕ. Хĕрĕ çавăнта пурăннă май, Çыранçи Чаллă хулинчи «Эврика» культура центрĕнче артистка-вокалистка пулса ĕçленĕ. Хайхи хĕрĕ Хусанти авиаци институтĕнче (КАИ) вĕренме пуçласан, вăл унпа пĕрле Хусана куçать.
Чăн малтан хăй ăсталанă тутарла юрăсен альбомĕ тухнă. Унтан — чăвашла юрăсен альбомĕсем.
Пайăр пурнăç
Тетелте Фарида миçемĕш çулта çурални тĕлĕшпе информаци тупма йывăр. Ахăртнех, хĕрарăм пирки вăл хыпара пĕлмесен те юрать теççĕ пулмалла. Анчах та кун пек пайрăм эстрада юрăçине пырса тивмест (калăпăр, спортсменсене пырса тивмен пек). Çуралнă вăхăта (çулне) юрăхлă шăпташайлăхпа тавçăрса илме пулать. Фарида 1980—1985-мĕш çулсенче Мускавра пурăннă.
Хисепӗсем
- «Саккам чăвашĕсен „УЧУК“ фестивалĕн сасси» ят (2014),
- ЮТВ телеканал ирттернĕ конкурсра Стас Владимировпа пĕрле «Ҫулталăк дуэчĕ» ят (2015),
- ЮТВ телеканалăн конкурсĕнче «Ҫулталăк юрăçи» ят (2016),
- Чăваш наци конгресĕн Хисеп хучӗ (2015),
- Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп хучӗ (2016),
- Чăваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (2018).
Кăсăклă фактсем
- «Ман килес» текен юррăн клипне Тутарстанри Элмет районĕнчи Патраклă (выр. Старое Суркино, тут. Иске Суркино) чăваш ялĕн таврашĕнче ÿкернĕ[4].
- Çак «Ман килес» текен юрра урăх ятпа («Келешем») тата урăх сăвăпа (Рустем Замалетдинов сăмахĕсем) Айгуль Сагеева юрлать. Вăл юрă (аудио) Тетелте пур (Размер: 5,79 МБ; Формат: mp3; Янрав вăхăчĕ: 04:12)[5]. Анчах та çав япалана «плагиат» теме çук, мĕншĕн тесен кĕвĕ авторне кăтартнă («Фэридэ Фэйзуллина кое» тенĕ) тата, каларăмăр ĕнтĕ, сăмахĕсем те урăххин, — вĕсен авторне те асăннă. «Ман килес» текеннин текстне çыраканни вара, паллă ĕнтĕ, Валерий Раштав. Леш юрра илес пулсан вара, унта Келеш — ял ячĕ. Туртăм категорийĕн пĕрреллĕ хисепри пĕрремĕш сăпатĕнче шăпах Келешем (чăвашла куçарсан Келешĕм) пулать.
Ӑнлантарусем
- ^ Степанов, Владимир.Ытарайми Фарида, Хыпар, 2014 раштав 30
- ^ Начар Упири Тутаркасси урамĕ.
- ^ 1, 2 Ирхи тĕпел. Фарида тата Марина Карягина.
- ^ Фарида. Ман килес. 21channelplus. Опубликовано: 22 окт. 2015 г.
- ^ Айгуль Сагеева Келэшем.( ӗҫлемен каҫӑ)