Дипендра Мани

Дипендра Мани Бхуртьял (ҫур. 1982 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ, Непал[1]) — Непалтан тухнӑ чӑвашла юрлакан Раҫҫейри эстрада юрӑҫи. Ҫавӑн пекех вырӑсла тата хинди чӗлхипе юрлать. Чӑваш Енре 2005 ҫулта студентсен ҫуркуннинче индисен «Танцор диско» кинофильмӗнчи «Джимми» юрра юрласа палӑрнӑ[2].

Пурнӑҫӗ

Дипендра Мани Бхуртьял 1982 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗнче Непалта ҫуралнӑ. Унӑн ашшӗ — бизнесмен, амӑшӗ — кил хуҫи арӑмӗ. Непалта унӑн икӗ пиччӗшӗ юлнӑ — Бикал тата Бисал, вӗсем те ашшӗн ҫулӗпе кайнӑ[1]. Мускавра юрӑҫӑн куккӑшӗ пурӑнать, вӑл чӗннипе 2002 ҫулта Раҫҫее куҫса килнӗ[1]. Иккӗмӗш сыпӑкри пиччӗшӗ чӗннипе Дипендра Шупашкара куҫса килнӗ, унта вӑл И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетне вӗренме кӗнӗ[2]. 2010 ҫул тӗлне вӑл медицина факультетӗнчи VI курсра вӗреннӗ, терапевт пулма палӑртнӑ[1].

2005 ҫулта пӗрремӗш хут студентсен ҫуркуннинче юрланӑ, унта вӑл «Танцор диско» фильмри «Джимми-Джимми» юрра шӑрантарнӑ. Юрланӑ хыҫҫӑн университет проректорӗ ӑна хӑйӗн пултарулӑхне аталантарма сӗннӗ[2]. Вӑл вӗреннӗ пӗрремӗш чӑваш юрри «Кукаҫипе куками» пулнӑ[2]. Чӑваш чӗлхине вӑл ятарласа культурологи факультетӗнче вӗреннӗ[1].

Пултарулӑх ӗҫӗ-хӗлӗ

Юрӑҫ чӑвашла, вырӑсла тата хинди чӗлхипе юрлать. Унӑн репертуарне чӑваш халӑх юррисем те, эстрада композицийӗсем те кӗреҫҫӗ. Чи паллӑ юррисем — «Джимми» («Танцор диско» инди кинофильмӗнчи хитӑн чӑвашла версийӗ), ӑна вӑл Ирина Шинжаевӑпа пӗрле дуэтпа юрлать[3], тата «Эс те, эп те»[4]. Мускаври «Афиша» журнал Дипендра Мание Раҫҫейри наци республикисенчи чи колоритлӑ тата кӑсӑклӑ поп-ҫӑлтӑрсен йышне кӗртнӗ[4].

Артист Чӑваш Республикинче, Тутарстанра, Пушкӑртстанра тата Чӗмпӗр облаҫӗнче гастрольсенче хастар ҫӳрет[5].

Харпӑр пурнӑҫӗ

Дипендра Манин арӑмӗ — чӑваш, вӗсен икӗ ача — София тата Виктория хӗрӗсем пур. Ҫемье Чӑваш Енре пурӑнать, ачисене чӑваш йӑли-йӗркипе пӑхса ӳстереҫҫӗ[2].

Дискографи

Студи альбомӗсем

  • «Джимми» (2009, «Аскар» лейбл)[1].

Паллӑ юррисем

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Чувашские песни парня из Непала (выр.). Администрация Козловского района (18 ҫӑвӑн 2010). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Марина Иванова. Непали. Дипендра Мани обрел в Чувашии дом и семью (выр.). Газета «Грани» (30 ҫӑвӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2 Дипендра Мани (выр.). Чувашская медиа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2, 3 "Афиша" выбрала самых колоритных и интересных поп-звезд чувашской эстрады (выр.). kupom.ru (28 нарӑсӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
  5. ^ Дипендра Мани с концертным туром по Башкортостану (выр.). Районный дом культуры (18 кӑрлачӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.

Каҫӑсем

© Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».
Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».

Темӑпа ҫыхӑннисем