Гордеева Любовь Петровна
Гордеева Любовь Петровна (сцена ҫинчи ячӗ — Любовь Гордеева, ҫур. 1962 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗ, Калиновка, Çĕрпӳ районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей эстрада юрăçи.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1962 ҫулхи пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Ҫӗрпӳ районӗнчи Калиновка ялӗнче ҫуралнӑ.
Шупашкарти строительство техникумӗнче вӗреннӗ.
Суту-илӳре, харпӑр услам ӗҫӗнче тӑрӑшнӑ[1].
Пултарулӑх
Чӑваш эстрадине 2003 ҫулта Арсений Тарасовӑн «Пулнӑ пуль» юррине мӑшӑрӗпе Николай Гордеевпа юрланипе тухнӑ. А. Тарасовӑн темиҫе юррине те шӑрантарнӑ мӑшӑр: «Манас ҫук», «Шӑппӑн кӑна шӑппӑн ларар-и?», «Кӑвайт ҫунатчӗ»[1].
Николай Гордеевпа дуэтпа юрланӑ юррисем чӑваш эстрадин ҫӳпҫине кӗрсе юлнӑ: «Ан макăр, пике», «Асилетӗн-и?», «Атя, матка», «Вӗлле хурчӗ», «Вӗçен кайăк», «Ĕмӗтсем», «Инçетре», «Иртрӗ çамрăк ӗмӗр», «Каçарсам, анне», «Кӗмӗл туй», «Кĕтмен тĕлпулу», «Савас килет», «Чуппа ту», «Ҫуркуннехи тӗлпулу»[2] тата ыттисем.
Пӗччен шӑрантаракан юррисем: «Асилетӗн-и?», «Ачаш сӑмахсем», «Иртеç çулсем», «Ман тăван», «Манас çук», «Парнеле», «Савас килет», «Сыпкăнăм», «Тавах аннем», «Телейлĕ эс пул», «Хуть те кампа ӑшӑн», «Эс кӗтен», «Юрататӑн пулсан», «Юратнӑ аннеҫӗм»[2] тата ыттисем.
Хӑш-пӗр юррисен сӑввисемпе кӗввисене хӑех ҫырать.
Юрӑҫӑ Типшĕм Сашук, Ирина Лампасова, Григорий Вакку, Алёна Алексеева, Диана тата ытти артистсемпе пĕрле концертсенче хутшăнать.
Ҫитӗнӗвӗсем
- «Кайри — мала» хит-парад лауреачӗ;
- «Телеюрӑ» хит-парад ҫӗнтерӳҫи.
Ҫемье
- Ашшӗ — Владимиров Пётр Владимирович.
- Амӑшӗ — Владимирова Нина Егоровна.
- Мӑшӑрӗ — Гордеев Николай Васильевич (25.03.1961—29.05.2010), Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ.
- Ывӑлӗ — Егор.
- Ывӑлӗ — Григорий.
Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ
- Ятарлӑ ҫар операцийӗнчи(выр.)чăв. ентешсене пулӑшас тӗллевпе йӗркелекен ыркӑмӑллӑх концерчӗсене хутшӑнать.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Альбина Юрату. 88 интервью. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2020. — 476. — С. 298—302.
- ^ 1, 2 Любовь Гордеева (выр.). chmedia.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
Каçăсем
| Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». |