Юнкерова Анастасия Геннадьевна

Юнкерова Анастасия Геннадьевна (сцена ҫинчи ячӗ — Анастасия Адякова, ҫур. 1989 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗ, Тукас, Ҫӗмӗрле районӗ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей эстрада юрӑҫи, музыка вӗрентекенӗ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1989 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Ҫӗмӗрле районӗнчи Тукас ялӗнче ҫуралнӑ.

2006 ҫулта Ҫӗмӗрле районӗнчи И. Н. Ульянов ячӗллӗ Хутар гимназине вӗренсе пӗтернӗ.

2006—2011 ҫулсенче И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн музыка педагогикин факультетӗнче вӗренсе аслӑ пӗлӳ илнӗ.

2010—2025 ҫулсенче Шупашкарти 50-мӗш пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта музыка вӗрентекенӗ пулса тӑрӑшнӑ, 2023—2025 ҫулсенче — директорӑн ҫумӗ.

2025 ҫултан Шупашкарти 18-мӗш пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта директор ҫумӗ, музыка вӗрентекенӗ пулса ӗҫлет[1].

undefined

Пултарулӑх

Университетра вӗреннӗ вӑхӑтра «Мечта» хорта юрланӑ.

Чӑваш эстрадине 2008 ҫулта «Янташ» ушкӑн солисчӗ пулса кӗнӗ.

2011 ҫулта «Хурӑнташ» ушкӑн йӗркеленсен ун йышне кӗнӗ. Денис Антиповпа Оксана Степанова уйрӑммӑн юрлама пуҫласан, 2016 ҫултан икӗ Анастасия — Кондратьева тата Адякова — «Хурӑнташ» проекта малалла тӑсаҫҫӗ.

Юррисем: «Мӗн сунар тӑвансене», «Ҫуралнӑ кун», «Каҫхине юмах килет», «Юрӑ чун илемӗ», «Туссем, савӑнар кӑна»[2] тата ыттисем те.

«Хурӑнташ» ушкӑн юррисем: «Тӑван кил», «Каҫхине юмах килет», «Ҫуралнӑ кун», «Мӗн сунар тӑвансене?», «Париж», «Савниҫӗм, каҫар», «Ырӑ ир», «Ырӑ туйӑмсем», «Юрлатӑр шӑпчӑк»[3] тата ыттисем.

Юррисен авторӗсем: Лидия Изекеева, Алиса Александрова, Юрий Кашкӑр сӑвӑҫсем, Константин Рязанов, Александр Павлов, Сергей Степанов аранжировщиксем.

Чӑваш Республикинчи тата ҫӗршыври чӑвашсем пурӑнакан вырӑнсенче гастрольсене ҫӳрет, тӗрлӗ уявсене (туй, юбилей, ҫуралнӑ кун) ертсе пырать.

Ҫемье

  • Ашшӗ — Адяков Геннадий Иванович.
  • Амӑшӗ — Адякова Тамара Михайловна.
  • Мӑшӑрӗ — Юнкеров Александр Юрьевич.
  • Хӗрӗсем — София тата Виктория.

Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ

Хисепӗсем

  • Чӑваш Республикин Вӗрентӳ министерствин Тав ҫырӑвӗ (2024);
  • Чӑваш Республикин Культура, национальнӑҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин Тав ҫырӑвӗ (2025).

Ӑнлантарусем

  1. ^ Руководство (выр.). sosh18.citycheb.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 11-мӗшӗ.
  2. ^ Анастасия Адякова (выр.). chmedia.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 11-мӗшӗ.
  3. ^ Хурӑнташ ушкӑн (выр.). chmedia.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 11-мӗшӗ.

Каҫӑсем

© Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».
Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».

Темӑпа ҫыхӑннисем