Дикина Ольга Владимировна
Дикина Ольга Владимировна (сцена ҫинчи ячӗ — Ольга Лукова, ҫур. 1975 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗ, Анат Тимĕрчкасси, Комсомольски районӗ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей эстрада юрăçи. Чӑваш эстрадипе халӑх юррисен юрӑҫи. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ (2009), Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ (2021). Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗн хор артисчӗ[1][2].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Лукова Ольга Владимировна 1974 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Комсомольски районӗнчи Анат Тимӗрчкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Анат Тимӗрчкасси пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Ольга Лукова Ф. П. Павлов ячӗллӗ Шупашкар музыка училищине вӗреннӗ. Унта вӑл паллӑ юрӑҫӑ тата педагог Агриппина Зосимовна Иванова класӗнче вӗреннӗ. Училищӗне 1996 ҫулта «Халӑх хорӗпе ансамбль артистки» квалификаципе вӗҫленӗ[1].
1996 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗнче хор артистки пулса ӗҫлет. Ансамбльпе Раҫҫейри чылай регионта, Европӑри, Азири, Америкӑри 20 ытла ют ҫӗршывра, ҫав шутра Францире, Испанире, Италире, Бельгире, Голландире, Германире, гастрольсенче пулнӑ[2].
Пултарулӑхӗ
Ольга Лукован репертуарӗнче 130 ытла юрӑ — вырӑс тата чӑваш халӑх юррисем, Г. Пономаренко(выр.)чăв., Е. Птичкин, А. Костюк, С. Тулинов, М. Фрадкин(выр.)чăв., А. Зацепин(выр.)чăв., Н. Поликарпов, Е. Василек композиторсен юррисем. Чӑваш композиторӗсем С. Асамат, Н. Андреев, Вл. Александров, И. Аркадьев, Ю. Жуков, Г. Васильев, Г. Скворцова, М. Луков, О. Кӑйкӑр, К. Ченакин, М. Ягунов, Ю. Петухов, А. Павлов, Л. Печников тата ыттисем ун валли юрӑсем ҫырнӑ.
Альбомӗсем
Ольга Лукова харпӑр концертсем йӗркелет, вӗсен никӗсӗ ҫинче СД-дисксем тата видеодисксем кӑларнӑ:
- «Чӗрере ҫуркунне» (2016) — компакт-диск;
- «Сар хӗвел шевли» (2018) — компакт-диск;
- «Упра мӑшӑрна» — видеоальбом;
- «Пурнӑҫ тытӑмӗ — анне» — видеоальбом.
Юррисем
Паллӑ юррисем: «Çĕлерĕм туй кĕпи», «Аннене», «Ăсатсам, тăванăм», «Аслӑ Пӑла», «Кашни кун эп сана аса илетӗп», «Савӑнар», «Савни, эс мана шансам», «Салакайăк», «Сан ятупа», «Ту ҫинчи чечек», «Хĕр чĕри», «Чĕрери хĕлхеме ан сӳнтерер», «Шупашкар каҫӗсем»[3] тата ыттисем.
Эдуард Андреев юрӑҫпа дуэтпа юрлать: «Упра мăшăрна», «Савниҫӗм шанӑҫ пар»[3].
Артист Чӑваш Республикинчи ял-хуласене, ҫӗршыври чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан регионсене тӑтӑш гастрольсене ҫӳрет[4].
Хисепӗсем
Ҫемье
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 Головина Н. С. Дикина Ольга Владимировна (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Дикина, Ольга Владимировна (певица; 10.01.1975) (выр.). Наследие Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Ольга Лукова (выр.). chmedia.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.
- ^ В Юнгинском сельском Доме культуры прошёл концерт заслуженной артистки Чувашской Республики Ольги Луковой (выр.). Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная клубная система» Моргаушского района Чувашской Республики (16 раштавӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.
- ^ Ольга Лукова «Народный артист Чувашской Республики» — Чувашский государственный академический ансамбль песни и танца (выр.). ch-ansamble21.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.
- ^ Пултаруллă композиторăн черетлĕ çитĕнĕвĕ. Комсомольский муниципальный округ (14 ҫурлан 2018). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ.
- ^ Альбина Юрату. 88 интервью. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2020. — 476. — С. 361—364.
Вуламалли
- Признание заслуг // Советская Чувашия. — 2009. — 12 дек. — С. 2.
- С наградой! // Республика. — 2006. — 11 янв. (№ 1). — С. 2.
Каçăсем
| Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». |