Абитов Азат Феридович

Абитов Азат Феридович (сцена ҫинчи ячӗ — Азат Абитов, ҫур. 1993 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗ, Шӑнкӑртам, Патăрьел районĕ, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — Раҫҫей эстрада юрăçи.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1993 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче Чăваш Республикин Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялĕнче çуралнӑ. 2010 ҫулта тӑван ялти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 1-мӗш вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ[1].

Хусан наци тӗпчев технологи университетне вӗренсе пӗтернӗ. Унпа пӗрлех Хусан патшалӑх финанспа экономика институтӗнче вӗренсе иккӗмӗш аслӑ пӗлӳ — экономист специальнӑҫне — илнӗ[1].

Профильлӗ музыка пӗлӗвӗ кирлине туйса Хусанти патшалӑх культура институтӗнче ятарлӑ аслӑ пӗлӳ илнӗ, Тутарстан Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн халӑх артистки Венера Ганиева опера юрӑҫи класӗнче вӗреннӗ[1].

Концерт ӗҫ-хӗлне йӗркелесе пырать, концертсене Тутарстанра кăна мар, Мари Элре те, Чăваш Енре те ирттерет.

Пултарулӑх

Шкулта чухнех сцена ҫине тухма пуҫланӑ, ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле концертсене хутшӑннӑ. Шупашкарти «Дебют» конкурс дипломанчӗ пулса тӑнӑ. Ун хыҫҫӑн «Рамазан» фестивальте 2008 ҫулта 1-мӗш вырӑн, 2009 ҫулта Гран-при ҫӗнсе илнӗ. 2010 ҫулта «Урмай моны» фестивальте 2-мӗш степеньлӗ лауреат пулса тӑнӑ.

2015 ҫулта пӗрремӗш хут Пӗтӗм тӗнчери Рашит Вагапов(выр.)чăв. ячӗллӗ юрӑ фестивальне хутшӑннӑ, фестиваль лауреачӗ пулса тӑнӑ. Ун хыҫҫӑн унпа Рифат Ахметович Фаттахов продюсер контракт ҫырнӑ.

2020 ҫулта «Хитсем» альбом кӑларнӑ.

Юррисем: «Икӗ кӑвакарчӑн», «Кӗтсе ил мана», «Манӑҫа тухнӑ», «Иртнӗ кунсемшӗн тунсӑхламастӑп», «Йӑл кулать», «Кӗтетӗп сана», «Ан тӗкӗн», «Тул ҫутӑлать», «Мӗншӗн апла?», «Фирдоуси» тата ыттисем[2][3].

Рашит Вагапов ячӗллӗ конкурсра пулас мӑшӑрӗпе — Гульсирень Абдуллинапа — паллашнӑ[4]. Мӑшӑрӗпе нумай юрра дуэтпа юрлаҫҫӗ: «Юрату», «Шӑпа», «Ҫулсем ҫинче тӗтре», «Эсӗ маншӑн», «Акӑш кӳлли» тата ыттисем[2][3].

undefined

Хисепӗсем

Ҫемье

  • Ашшӗ — Ферид Шефигуллович (1967), Ҫӗрпӳ культура училищине вӗренсе пӗтернӗ, аккомпаниатор, халӑх кӗвӗ хатӗрӗсен оркестрӗн ертӳҫи.
  • Амӑшӗ — Альбина Алексеевна (1969), Ҫӗрпӳ культура училищине вӗренсе пӗтернӗ, Патӑрьелти ача-пӑча музыка шкулӗнче (баян класӗ) тата Шӑнкӑртамри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 1-мӗш вӑтам шкулта музыка вӗрентекенӗ.
  • Пиччӗшӗ — Раиль.
  • Йӑмӑкӗ — Эльвина.
  • Авланнӑ, мӑшӑрӗ — Гульсирень Абитова (Абдуллина), эстрада юрӑҫи, Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ.
  • Хӗрӗ — Сылукай[1].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Азат Абитов (выр.). Биограф.ру (11 нарӑсӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Азат Абитов - Shazam (выр.). Shazam. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2 Азат Абитов (выр.). Звук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗ.
  4. ^ Гузель Мухаметшина. Гульсирень Абдуллина: «Сделать аранжировку в Москве дешевле, чем в Татарстане» (выр.). KAZANFIRST (23 акан 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗ.
  5. ^ Признание заслуг. 12 сентября 2024 года (выр.). Газета «Республика Татарстан» (12 авӑнӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗ.

Каçăсем

© Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».
Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».

Темӑпа ҫыхӑннисем