Димитриев Валерий Георгиевич

Димитриев Валерий Георгиевич (сцена ҫинчи ячӗ — Валерий Димитриев, ҫур. 1962 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ, Анатри Тимеш, Елчĕк районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей эстрада юрăçи.

Чӑваш эстрада артисчӗсен союзӗн пайташӗ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1962 ҫулхи раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Елчӗк районӗнчи Анатри Тимеш ялӗнче ҫуралнӑ[1].

1978 ҫулта Елчӗк районӗнчи Тӑрӑм тулли мар вӑтам шкулта 8 класс лайӑх паллӑсемпе вӗренсе пӗтернӗ, 1978—1982 ҫулсенче Шупашкарти энергетика техникумӗнче вӗренсе ятарлӑ пӗлӳ илнӗ.

1982—1984 ҫулсенче Лӑпкӑ океан флочӗн ҫар авиацийӗнче хӗсметре пулнӑ.

1984—1994, 2002—2006 ҫулсенче Шупашкар пир-авӑр комбинатӗнче, 1994—2002 ҫулсенче В. И. Чапаев ячӗллӗ Шупашкар производство пӗрлешӗвӗнче, 2006—2025 ҫулсенче Шупашкар «Ҫӑкӑр» акционерсен уҫӑ пӗрлешӗвӗнче (Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр завочӗ) электрик пулса ӗҫленӗ[1]. 2025 ҫулта тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ.

undefined

Пултарулӑх

Шупашкарти пир-авӑр комбинатӗнче ӗҫленӗ хушӑра вокалпа инструментсен ансамбльне йӗркеленӗ. Валентина Зайцева сӑввипе «Ан хӑра» ятлӑ пӗрремӗш юррине ҫырнӑ.

1995 ҫулта Арсений Тарасов ҫыравҫӑ тата тележурналист йӗркелесе янӑ чӑваш барчӗсен юхӑмне хутшӑнма пуҫланӑ, юрӑсем хайланӑ.

Пӗр вӑхӑт «Янташ» тата «Пӗртӑван Малинасем» ушкӑнсенче юрланӑ[1].

3 магнитальбом кӑларнӑ: «Шофёр юрри», «Маншӑн эсӗ пӗрре», «Выля, хуткупӑс».

Пӗрремӗш харпӑр концертне 2000 ҫулхи кӗркунне Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче ирттернӗ.

Юррисем: «Йӳçĕ!», «Кӗреке юрри», «Каҫхи юрă», «Манаймастăп», «Маншăн эсӗ пӗрре», «Мухмăр юрри», «Пике», «Сан ҫинчен юрлатăп», «Сар чечек», «Сӗнӗ ҫул ячӗпе саламлатăп», «Тăван кил», «Тăван ял», «Телейлĕ çул пултăр», «Тĕлĕк», «Тӗттӗм каҫ», «Урăх ҫемье», «Хӗрсем», «Ҫамрăк чух», «Ҫӗнӗ ҫул», «Ҫӳрерӗмӗр санпала», «Ҫуркунне», «Эс юнашар пулсан», «Эх, хӗрарăм, хӗрарăм»[2] тата ыттисем те.

Дуэтпа юрлаканнисем: «Ӑраскал» (Мария Горшкова, Валерий Димитриев), «Тĕлĕк», «Мӗншӗн» (Светлана Печникова, Валерий Димитриев), «Ҫуркунне» (Алина Фёдорова, Валерий Димитриев)[2] тата ыттисем.

Юррисен авторӗсем: Радик Иванов, Рудольф Никитин, Радик Семёнов, Илья Зайцев, Сергей Марков, Константин Рязанов аранжировщиксем; Юрий Петров-Вирьял, Константин Яковлев, Юрий Сементер, Альбина Юрату, Раиса Сарпи сӑвӑҫсем тата ыттисем те.

Чӑваш Республикинчи ял-хуласене, ҫӗршыври чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан регионсене гастрольсенче пулать[3].

Ҫемье

  • Ашшӗ — Димитриев Георгий Димитриевич.
  • Амӑшӗ — Димитриева Вера Леонтьевна.
  • Ҫемьере 6-н ҫитӗннӗ: Роня, Валерий, Олег, Борис, Владимир, Валентина.
  • Арӑмӗ — Светлана Александровна.
  • Хӗрӗсем — Ирина тата Марина.
  • 3 мӑнук[1].

Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ

  • «Елчӗксем» ентешлӗх уявӗсене юрӑҫ пек хутшӑнать.
  • Ятарлӑ ҫар операцийӗнче(выр.)чăв. тар тӑкакан ентешсене пулӑшу кӳрес тӗллевпе йӗркелекен ыркӑмӑллӑх концерчӗсене хутшӑнать.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4 Альбина Юрату. 88 интервью. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2020. — 476. — 158—162 с.
  2. ^ 1, 2 Валерий Дмитриев (выр.). chmedia.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗ.
  3. ^ Выездные концерты в рамках национального проекта «Культура» (выр.). Автономное учреждение культуры «Централизованная клубная система» Батыревского муниципального округа Чувашской Республики (15 ҫурлан 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗ.

Каçăсем

© Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».
Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».

Темӑпа ҫыхӑннисем