Алёна Силпи

Алёна Силпи (паспорт тӑрӑх — Максимова-Савельева Алёна Владимировна; ҫур. 1988 ҫулхи ҫӑвӑн 11-мӗшӗ, Юламан, Пушкăрт Республикин Авăркас районĕ, Пушкăрт АССР, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей эстрада юрӑҫи, халӑх юррисене шӑрантараканӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ — Пушкӑртстан-2006» тата «Раҫҫей Этнохӗрарӑмӗ 2017»[1] титулсен лауреачӗ, Пӗтӗм Раҫҫейри тата тӗнчери конкурссен лауреачӗ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Ачалӑхӗ тата вӗренӗвӗ

1988 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Пушкӑрт АССРӗнчи Авӑркас районӗнчи Юламан ялӗнче ҫуралнӑ. Владимир Александрович Савельевпа (механизатор) Лидия Юрьевна Савельева (сутуҫӑ) килйышӗнчи пӗрремӗш ача пулнӑ, унӑн икӗ кӗҫӗн йӑмӑкӗ пур.

1994 ҫулта Алёна Юламан вӑтам шкулне ҫӳреме пуҫланӑ, 2004 ҫулта вӗҫленӗ. 2004—2005 ҫулсенче Авӑркас районӗнчи Талпас лицейӗнче вӗреннӗ. 2005 ҫулта Загир Исмагилов ячӗллӗ Ӗпхӳ патшалӑх ӳнер институтне(выр.)чăв. «театрпа кино режиссури» специальноҫӗпе вӗренме кӗнӗ, ӑна 2010 ҫулта вӗҫленӗ. 2013 ҫулта Гнесинсем ячӗллӗ Раҫҫей музыка академине(выр.)чăв. кӗнӗ (соло, халӑх юрри класӗ), 2018 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ.

Пултарулӑх ҫулӗ

Ӗпхӳри академире вӗреннӗ вӑхӑтра (2005—2013) Калинин районӗнчи чӑваш вырсарни шкулӗнче педагог пулса ӗҫленӗ, «Акӑшсем» шкул эстрада ансамбльне ертсе пынӑ, ҫавӑн пекех Ӗпхӳ районӗнчи Кăмăшлă ял культура ҫуртӗнчи художество пултарулӑх кружокне ертсе пынӑ. Вӗреннӗ хушӑра вокалпа хӗрарӑм илемӗ конкурсӗсенче хутшӑннӑ. 2006 ҫулта «Чӑваш пики» республика конкурсӗн Гран-прине тивӗҫнӗ. Шупашкарта иртнӗ чӑваш эстрада юррин «Кӗмӗл сасӑ» тӗнче фестивалӗ-конкурсӗнче виҫӗ хутчен дипломант пулнӑ (2006, 2007, 2008), 2012 ҫулта вара ҫак конкурсӑн лауреачӗ пулса тӑнӑ.

2009 ҫулта Тутарстанӑн Нурлат хулинче иртнӗ «Чӑваш пики — 2009» («Сарпике») конкурсӗнче иккӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Ҫак тапхӑрта Константин Ивановӑн «Нарспи» поэминчи Силпи ялӗн ячӗпе хавхаланса Алёна Силпи псевдоним йышӑннӑ.

2013—2018 ҫулсенче Мускавра вӗреннӗ вӑхӑтра Мускаври чӑваш наци-культура автономийӗн, чӑваш офицерӗсен «Тӑван Ҫӗршыв ывӑлӗсем» обществӑлла организацин тата Чӑваш культура обществин ӗҫне хутшӑннӑ. 2017 ҫулта «Раҫҫей Этнохӗрарӑмӗ» конкурсӗнче ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. 2018 ҫулта «Хӗвелтухӑҫ хӗрарӑмӗ» конкурсӗнче вице-мисс титулне тивӗҫнӗ.

2018—2019 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче ӗҫленӗ, 2019—2020 ҫулсенче вара Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче пӗрремӗш категориллӗ артист пулнӑ. Чӑваш культурине тӗнчери мероприятисенче кӑтартнӑ: Казахстанра иртнӗ Тӗрӗк халӑхӗсен курултайӗнче (2018), Венгрире (2020), ҫавӑн пекех Азербайджанра иртнӗ «Милли Яйлаг» фестивалӗнче (2024) тата Крымра иртнӗ «Алтын Майдан» конкурсӗнче (2021), унта лауреат пулса тӑнӑ.

2022 ҫулта ҫар хӗсметӗнче тӑракансене пулӑшма ыркӑмӑллӑх концерчӗ йӗркеленӗ[2]. 2023 ҫулта Мускавра пӗрремӗш харпӑр концертне «Чӗре музыки» ятпа ирттернӗ[3], ҫавӑн пекех Пушкӑртстанра «Тӑван ҫӗршыва юратупа» концертсем кӑтартнӑ[4].

undefined

Ҫемйи

Алёна Силпи чӑваш офицерӗсен «Тӑван Ҫӗршыв ывӑлӗсем» обществӑлла организацин хастарӗпе, Олег Дмитриевич Максимов подполковникпа мӑшӑрланнӑ. Мӑшӑрӗ концертсемпе общество мероприятисене йӗркелеме пулӑшать.

Мӑшӑр 4 ача ҫитӗнтерет.

2024 ҫулта Максимовсен-Савельевсен ҫемйи Федераци наци ӗҫӗсен управленийӗ ирттернӗ «Пысӑк ҫемье — Раҫҫей тӗрекӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӗнче халӑх йӑли-йӗркине упраса хӑварас тӗлӗшпе ҫӗнтерӳҫисенчен пӗри пулса тӑнӑ[5]. 2021 ҫултанпа юрӑҫӑ ачасене пӑхас тӗлӗшпе отпускра шутланать, анчах пултарулӑх ӗҫне малалла пурнӑҫлать.

Пултарулӑхӗ

Алёна Силпи чӑваш халӑх юррисене тата эстрада композицисене шӑрантарать. Репертуарӗнче ҫак чӑваш сӑвӑҫисен сӑввисемпе ҫырнӑ юрӑсем пур: Василий Шихранов, Альбина Юрату, Вероника Арисова, Зинаида Сурбан, Ирина Саригель, Анатолий Никитин, Алексей Никитин, Михаил Юхма, Светлана Асамат.

Кӗвӗлекенсем: Вероника Арисова, Александр Павлов, Анатолий Никитин, Ирина Саригель тата ытти композиторсем.

Юрӑсене аранжировка тӑвакансем: Александр Павлов, Сергей Степанов, Сергей Марков, Виталий Мирный, Виктор Николаев, Андрей Порфирьев, Юрий Сергеев, Денис Воронцов.

2025 ҫулта Вероника Арисова ҫырнӑ «Юратнӑ ҫыннӑм» юрӑ тухнӑ[6].

Раҫҫейри чӑвашсем пуранакан чылай региона пӗччен те, ытти юрӑҫсемпе пӗрле те гастрольсемпе тухса ҫӳрет[7][8].

Ҫитӗнӗвӗсем, хисепӗсем

  • VI Регионсем хушшинчи чӑваш юррин «Шӑпшӑк сасси — 2005» конкурсӗн Хисеп хучӗ (Пушкӑртстан);
  • «Чӑваш пики — 2006» республика конкурсӗн Гран-прийӗ (Пушкӑртстан);
  • Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей чӑваш хӗрарӑмӗ» наци конкурсӗнче Мисс «Тайна» (Мускав);
  • VII тӗнчери чӑваш эстрада юррин «Кӗмӗл сасӑ» конкурсӗн дипломанчӗ (Шупашкар, 2006);
  • VIII тӗнчери чӑваш эстрада юррин «Кӗмӗл сасӑ» фестиваль-конкурсӗн дипломанчӗ (Шупашкар, 2007);
  • VIII Регионсем хушшинчи чӑваш юррин «Шӑпчӑк сасси — 2008» конкурсӗн Хисеп хучӗ (Талпас, Пушкӑртстан);
  • XI тӗнчери чӑваш эстрада юррин «Кӗмӗл сасӑ» фестивалӗ-конкурсӗн дипломанчӗ (Шупашкар, 2008);
  • Эстрада юррин «Ҫамрӑк сассем» конкурсӗнче III вырӑн (Талпас, Пушкӑртстан, 2008);
  • «Чӑваш пики — 2009» («Сарпике») конкурсӗнче II вырӑн (Нурлат, Тутарстан);
  • Тӗнчери «Кӗмӗл сасӑ» конкурсӗн лауреачӗ (Шупашкар, 2012);
  • «Раҫҫей Этнохӗрарӑмӗ» конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи (Мускав, 2017);
  • «Алтын Майдан» конкурсӗн лауреачӗ (Межводное, Крым, 2021);
  • Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Тав ҫырӑвӗ;
  • Чӑваш Республикин Культура министерствин Тав ҫырӑвӗ;
  • А. Г. Николаев медалӗ;
  • Эмине медалӗ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Алёне Савельевой из Аургазинского района присвоен титул российской «Этнокрасавицы» (выр.). Республика Башкортостан (20 утӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ.
  2. ^ Концерт Алёны Силпи «Защитникам Отечества посвящается». Москонцерт. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ.
  3. ^ В столице прошёл первый сольный концерт Алены Силпи. Одноклассники (Афиша чувашских мероприятий в Москве) (9 пушӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ.
  4. ^ 16 ноября в ЦДК с.Киргиз-Мияки состоялся концерт звезд чувашской эстрады. Безформата (17 чӳкӗн 2023). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ.
  5. ^ Определены победители Всероссийского конкурса «Большая семья – опора России» (выр.). Серафимова земля (6 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ.
  6. ^ Алена Силпи - Любимый мой. Shazam (14 нарӑсӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ.
  7. ^ Концерт артистов чувашской эстрады «С любовью к Родине». Дом дружбы народов Республики Башкортостан (23 пушӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ.
  8. ^ Где познакомиться с чувашской культурой в Самарской области в марте? Социальная газета (20 пушӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ.

Каçăсем

© Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».
Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».

Темӑпа ҫыхӑннисем