Кузьмина Надежда Геннадьевна
Кузьмина Надежда Геннадьевна (ҫур. 1973 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ, Тукач, Элĕк районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей театрпа кино актриси, юрăçи, сценарисчӗ[1]. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ (2026)[2].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1973 çурлан 26-мĕшĕнче Чăваш АССРӗн Элӗк районӗнчи Тукач ялĕнче çуралнă. Йышлă (пурӗ 5 ача) çемьере ӳссе çитӗннӗ[3].
Хирлеппуçĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкулта, Элĕкри вăтам шкулта пĕлӳ пухнă.
Санкт-Петербург театр академинчен (ун чухне Николай Черкасов ячĕллĕ Санкт-Петербург кинематографин театр институчӗ пулнă) 1995 çулта вĕренсе тухнă. Николай Петрович Наумов педагог патӗнче пукане театрӗн артисчӗ ӗçне вĕреннĕ. Çавăнтах драма артисчӗн ăсталăх пултарулăхне те алла илнӗ[1].
1995—1996 ҫулсенче Ҫӗнӗ Шупашкарти эксперименталлӑ театрта ӗҫленӗ.
1998 ҫултанпа К. В. Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалӑх академи драма театрӗнче вӑй хурать[4].
Пултарулăхĕ
Юрăсем хайласа юрлать, кинофильм сценарине хатĕрлесе илемлĕ фильмсем ӳкерет. Ӳкернӗ фильмсем:
- «Юратсан чуна чараймăн» (Валерий Иовлев — оператор, режиссёр; Надежда Кузьмина сценарийӗ);
- «Капăр Кулине» (Н. Кузьмина сценарийĕ; Кулине — Нина Михайловна Яковлева);
- «Селтер» (режиссёр — Владимир Карсаков, Н. Кузьмина роль вылять)[3].
Театрти ӗҫӗсем
- «Вĕри юнлă çемçе чун», И. С. Максимов-Кошкинский — Квинтильян;
- «Чуххӑм Ванькка авланать — кай-кай-кай…», В. Николаев — Лариса;
- «Инкеклӗ телей», Ю. Николаева — вӑрҫӑ ветеранӗ;
- «Эп сÿннĕ чух — эс çун!», Михаил Сунтал — китай пики;
- «Туя туй пек тӑвар-и?», А. Тарасов — Марийка;
- «Телей кайӑкӗ», М. Карягина — Маня;
- «Айăпсăр чун», Мария Ладо — сысна;
- «Аманнӑ шӑпа», Н. Асанбаев — Тарье, телефонистка;
- «Салампи», А. Артемьев — воспитательница;
- «Василисса», М. Малухин — вутӑш;
- «Çимӗк каçӗ», Г. Терентьев — Укаҫ;
- «Ах, кама-ши савмалла?», В. Соллогуб — Аграфена Григорьевна Кубыркина;
- «Дюймовочка», Г. Х. Андерсен — шӑши;
- «Çӑлӑнăç — юратура», В. Николаев — Роза;
- «Ҫиччӗмӗш арӑм», Н. Сидоров — Маринка;
- «Кӗтӳҫ», В. Николаев — Ольга;
- тата ыттисем те.
Хисепӗсем
- «Чӗнтӗрлӗ чаршав» театр ӳнерӗн республикӑри конкурсӗн «Эпизодри чи лайӑх роль» номинацире лауреат;
- «Чӗнтӗрлӗ чаршав» театр ӳнерӗн республикӑри конкурсӗн «Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» номинацире лауреат (Нина Андреевна — «Баба Шанель», Н. Коляда);
- Чӑваш Республикин Театр ӗҫченӗсен пӗрлӗхӗн «Драма театрӗсен актёрӗсем юрлаҫҫӗ» конкурс 2 хутчен лауреачӗ (2021 ҫулта 1-мӗш преми — РФ Театр ӗҫченӗсен пӗрлӗхне пултарулӑх командировки);
- Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин Хисеп хучӗ;
- Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ (2026).
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Кузьмина, Надежда Геннадьевна (актриса; 26.08.1973) (выр.). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.
- ^ Глава Чувашии Олег Николаев подписал указ «О награждении государственными наградами Чувашской Республики» (выр.). Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики (18 ҫӗртмен 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 3-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Кузьмина Надежда Геннадьевна, актриса и сценарист чувашского кино (выр.). Цех культурных проектов. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.
- ^ Кузьмина Надежда Геннадьевна (выр.). Чувашский государственный академический драматический театр им. К. В. Иванова. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.
Вуламалли
- Кузьмина, Н. Вера вырӑнне Надежда / Н. Кузьмина ; С. Андреева ҫырса илнӗ // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. — 2003. — 23-31 кӑрлач (№ 4). — С. 4.
- Изман, А. Шкула каяс мар тесе больницӑра выртнӑ / А. Изман // Тантӑш. — 2017. — 10 ҫурла (№ 31). — С. 5 : сӑн ӳкерчӗксем.
- Кузьмина, Н. «Юррӑмсемпе сценарисем пурнӑҫӑмпа ҫыхӑнман» / Н. Кузьмина; [А. Юрату ҫырса илнӗ] // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. — 2016. — 2 ҫӗртме (№ 21). — С. 6 : сӑн ӳкерчӗк.
- Прокопьев, О. Оперӑран пуҫласа Надежда Кузьмина таран / О. Прокопьев // Самант. — 2009. — № 2. — С. 6-7.
- Сивви, В. Спектакльти кашни роль чуна ҫывӑх / В. Сивви // Пурнӑҫ ҫулӗпе (Элӗк районӗ). — 2017. — 29 авӑн. — С. 7 : сӑн ӳкерчӗк.
- Кириллов, Г. В. Кузьмина Надежда Геннадьевна (1973) / Г. В. Кириллов, М. Г. Митина // Актеры, любимые народом / Г. В. Кириллов, М. Г. Митина. — Чебоксары, 2018. — С. 454—455 : фот
- Кузьмина, Н. Вытащила счастливый билет / Н. Кузьмина; [записала С. Исаева] // Грани. — 2005. — 20 янв. — С. 8.
- Кузьмина, Н. Надежда Кузьмина: «Я создана для любви» / Н. Кузьмина; [записала И. Сидорова] // Молодежный курьер. — 2003. — 9-15 июля (№ 27). — С. 1, 15.
- Кузьмина, Н. Оптимистка Надежда Кузьмина / Н. Кузьмина; записала Л. Филиппова // Столица Ч. — 2003. — 6 февр. (№ 14). — С. 14 : фот.
- Терентьев, Г. К. Кузьмина Надежда Геннадьевна / Г. К. Терентьев // Аликовская энциклопедия = Элӗк энциклопедийӗ. — Чебоксары, 2009. — С. 313.