Яковлева, Нина Михайловна
Нина Михайловна Яковлева (ҫур. 1940 ҫулхи ҫӗртмен 8-мӗшӗ, Вӑрмар районӗ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — совет тата раҫҫей театр актриси, РСФСР халӑх артисчӗ (1987)
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1940 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Вӑрмар районӗнчи Пысăк Енккасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1961 ҫулта А.В. Луначарский ячӗллӗ театр ӳнерӗн патшалӑх институчӗн иккӗмӗш чӑваш студине вӗренсе пӗтерсе К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ[1]. Актрисӑн сӑнарӗсенче тӗрлӗ ӳсӗмри, тӗрлӗ профессиллӗ тата тӗрлӗ нациллӗ хӗрарӑмсем, тӗрлӗ амплуаллӑ — трагедиллӗ, драмӑллӑ, камитлӗ тата водевильлӗ рольсем[2].
Театрта ӗҫленисӗр пуҫне Яковлева теле- тата радиопостановкӑсене хутшӑннӑ, телекуравпа илемлӗ фильмсенче ӳкерӗннӗ, 150 ытла кинофильма чӑвашла «калаҫтарнӑ»[1].
Харпӑр пурнӑҫ
Упӑшки — Валерий Николаевич Яковлев (1939—2024), актёр, режиссёр, СССР халӑх артисчӗ (1991).
Спектакльсенчи рольсем
- Екатерина Алексеевна (Н. Терентьевӑн «Хумсем ҫырана ҫапаҫҫӗ», 1970);
- Катя (Н. Терентьевӑн «Хӗвел тухнӑ чух»);
- Асель (Ч. Айтматовӑн «Тополек мой, в красной косынке»);
- Бабушка Ладушка (И. Абдуллинӑн «Озорная молодость», 1974);
- Надежда Монахова («Аркатакансем», 1975);
- Мария (В. Распутинӑн «Чуна кивçен илеймĕн», 1979);
- Пелагея (Ф. Абрамовӑн «Пелагея и Алька»);
- Виола (У. Шекспирӑн «Вуниккĕмĕш каç», 1970);
- Паша (Н. Айзманӑн «Кай, кай Ивана», 1974);
- Праски инке («Праски инке хӗр парать», 1980);
- Праски инке (А. Чебановӑн «Праски кинеми мăнукне авлантарать», 1996);
- Марго (Г. Д. Хугаевӑн «Кӳршӗсем», 1977);
- Сетнер амӑшӗ (К. Ивановӑн «Нарспи»);
- Вилӗм (Ф. Гарсиа Лорка, «Юнлӑ туй», 1974);
- Ильинична (М. Шолоховӑн «Лӑпкӑ Дон»);
- Анна Николаевна (Л. Леоновӑн «Нашествие»);
- Лиза Пряслина (Ф. Абрамовӑн «Тăван кил»);
- Курак (Я. Г. Ухсайӑн «Тутимĕр», 1980);
- Уикли Миссис («Виндзор пикисем», 1983);
- Анисия (Н. Сидоровӑн «Ҫураҫни»);
- Лукарья (Н. Сидоровӑн «Ҫиччӗмӗш арӑм»);
- Кепе тухатмӑш (Н. Сидоровӑн «Ҫӑлтӑрсем сӳннӗ чух»);
- Амӑшӗ (Б. Чиндыковӑн «Ҫатан карта ҫинчи хура хӑмла ҫырли», 1990);
- Дарья (В. Распутинӑн «Сывпуллашу», 1993);
- Мария Хосефа (Ф. Гарсиа Лорка, «Арçынсăр хĕрарăм», 2003);
- Татьяна (А. Ларченковӑн «Çĕмĕрт шап-шурă çеçкере»);
- Пелагея (Н. Сидоровӑн «Манӑн арӑм — Хуанита»);
- Баба Яга (В. Масловӑн «Иван царевич, серый Волк и Василиса Прекрасная»);
- Анукка (Д. Гордеевпа Г. Кирилловӑн «Хурлӑхлӑ хурама сасси», 2007);
- Ираида Семеновна (Н. Коляда «Шанель «пике»»);
- Йаскар (Ф. Павловӑн «Ялта»);
- Ваҫлей арӑмӗ (Е. Тикинева «Чун кӗвви»);
- Матьуҫ (А. Пӑртта, «Укҫа куҫа йӑмӑхтарать»);
- Ханума (А. Цагарели «Евчӗ», 2010);
- Асанне (Г. Рябкинӑн «Ку хĕрачара темĕн пурах...»);
- Шура аппа (А. Пӑртта «Килех килчӗ тур ҫырни»);
- иккӗмӗш хӑна (А. Н. Островскин «Бедность не порок»);
- Кӗтерук (А. Тарасовӑн «Мунча кунӗ»).
Наградӑсемпе ятсем
- Туслӑх орденӗ (2008)[3]
- Хисеп орденӗ (2021)[4]
- РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1982)
- РСФСР халӑх артисчӗ (1987)
- «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден (2010)
- Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1975)
- Чӑваш АССР халӑх артисчӗ (1979)
- Вӑрмар районӗн хисеплӗ гражданинӗ (2010)
Яковлева пӗтӗм тӗнчери тата республикӑри театр фестивалӗсемпе конкурсӗсен: «Ял ӗҫченӗн сӑнарӗ драматургире тата сцена ҫинче» фестивалӗн (Ярославль, 1984), Пӗтӗм тӗнчери «Туганлык» фестивалӗн (Ӗпхӳ, 1990), Пӗтӗм Раҫҫейри «Федераци—92» фестивалӗн (Шупашкар, 1992), республикӑри театр искусствин «Чӗнтӗрлӗ чаршав» фестивальсен лауреачӗ[1].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 Кириллов, Г. В. Яковлева Нина Михайловна. Чувашская энциклопедия.
- ^ Яковлева Нина Михайловна. К. В. Иванов ячӗллӗ чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ
- ^ Указ Президента Российской Федерации от 24 апреля 2008 года № 574 «О награждении государственными наградами Российской Федерации»
- ^ Указ Президента Российской Федерации от 6 апреля 2021 года № 195 «О награждении государственными наградами Российской Федерации»
Каҫӑсем
- Яковлева Нина Михайловна. К. В. Иванов ячӗллӗ чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артистки.