Лариса Пасхина

Пасхина Лариса Викторовна (сцена ҫинчи ячӗ — Лариса Пасхина, ҫур. 1989 ҫулхи юпан 29-мӗшӗ, Аслă Шăхаль, Елчĕк районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей эстрада юрăçи.

Кун-çулĕ

1989 ҫулхи юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнчи Чӑваш АССРӗн Елчӗк районӗнчи Аслă Шăхаль ялӗнче ҫуралнӑ.

Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Пӑва вӑтам шкулӗнче вӗреннӗ (1996—2007). 2007—2008 ҫулсенче И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн математика факультетӗнче пӗлӳ илнӗ, унтан ҫак университетри экономика факультетне куҫса куҫан мар майпа вӗренсе пӗтернӗ (2008—2014). 2009—2011 ҫулсенче Вячеслав Христофоров ертсе пыракан «Янра, юрӑ» ансамбльте юрӑҫӑ пулса вӑй хунӑ.

2017—2024 ҫулсенче Федераци казначействин(выр.)чăв. Чӑваш Республикинчи управленийӗнче казначей пулса ӗҫленӗ.

2022 ҫулхи раштав уйӑхӗнче «Пӗрремӗш» телеканалӑн «Поле чудес»(выр.)чăв. программӑн Ҫӗнӗ ҫулхи кӑларӑмне хутшӑннӑ, Леонид Якубовича(выр.)чăв. парнесемпе, чӑваш юррипе савӑнтарнӑ[1].

2024 ҫултан пуҫласа хӑй тӗллӗн ӗҫлекен, концертсем йӗркелессипе ӗҫлет, хӑй концертсенче юрлать.

Пултарулӑхӗ

Юррисем[2][3]: «Кирлӗ юрату», «Пӗлӗте-пӗлӗте», «Ҫавра ҫул», «Ырӑ-ырӑ», «Чи телейлӗ туй», «Ман сайт», «Ташла», «Пӗччен эс, эпе те пӗччен», «Йӗр, чунӑм», «Анне — ҫурхи хӗвел», «Патвар юман», «Ҫурхи каҫ», «Ай, тӑванӑм пур чухне» тата ыттисем те.

Виктор Горелов юрӑҫпа дуэтпа юрӑсем ҫырнӑ: «Музыка асамӗ», «Улӑхрӑм», «Юратнӑ ҫын куҫӗсенче», «Уяв юрри», «Шӑрпӑк пӗрчи»

Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ

  • Елчӗк районӗнче ҫуралса ӳснисен «Елчӗксем» ентешлӗхӗн ӗҫ-хӗлне хастар хутшӑнать.
  • Ятарлӑ ҫар операцийӗ валли ҫар пулӑшӑвӗ пухас ӗҫе хутшӑнать.
  • Ятарлӑ ҫар операцийӗ валли укҫа-тенкӗ пухас тӗллевпе йӗркелекен ыркӑмӑллӑх концерчӗсене йӗркелес ӗҫе[4][5], ҫавӑн пекех ытти ыркӑмӑллӑх концерчӗсене хутшӑнать.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Андрей Андреев. Чебоксарка попала в праздничный выпуск к Якубовичу на "Поле Чудес" (выр.). Портал ProГород (28 раштавӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ.
  2. ^ Лариса Пасхина (выр.). muzvibe.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ.
  3. ^ Лариса Пасхина (выр.). Чаваш Медиа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 21-мӗшӗ.
  4. ^ Благотворительный концерт в поддержку военнослужащих СВО (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики. Яльчикский муниципальный округ (19 нарӑсӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 22-мӗшӗ.
  5. ^ Елена Сергеева. Сбор денег идет на наших бойцов (выр.). ВКонтакте. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 22-мӗшӗ.

Темӑпа ҫыхӑннисем