Светлана Вутӑшпи

Светлана Валерьевна Васильева (сцена ҫинчи ячӗ — Светлана Вутӑшпи, ҫур. 1991 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ, Петропавловск-Камчаткăри, Камчатка Крайӗ, Раҫҫей Федерацийӗ) — Раҫҫей эстрада юрăçи.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1991 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Петропавловск-Камчатский хулинче ҫуралнӑ. Чӑваш.

Петропавловск-Камчатский хулинчи 36-мӗш шкулта 9 класс вӗренсе пӗтернӗ. 2008 ҫулта Шупашкара куҫса килнӗ, 2008—2012 ҫулсенче Шупашкар культура училищинче вӗреннӗ. 2012—2017 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнерсен институтӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ.

Пултарулӑх

Сцена ҫине пуҫласа 2003 ҫулта Камчаткӑра пурӑннӑ чухне тухнӑ. Амӑшӗ — Надежда Германовна — Камчаткӑри чӑвашсен «Канаш» культурӑпа наци автономийӗн председателӗ пулнӑ, Светлана автономи йӗркелекен мероприятисене хутшӑннӑ. 2003—2008 ҫулсенче вокал енӗпе харпӑр преподаватель патӗнче ӑсталӑхне туптанӑ.

2009—2015 ҫулсенче Эдуард Табаев йӗркеленӗ «Аталан» ушкӑнра юрланӑ, унта Светланӑсӑр пуҫне солистсем Алёна Алексеева, Эдуард Комиссаров тата Сергей Петров пулнӑ.

«Юратсан», «Качча кайсан лайӑх-ши?» альбомсем кӑларнӑ.

Юррисем: «Ан макӑр», «Ачашӑм», «Председатель ир тӑрать», «Саншӑн», «Шкул вӑхӑчӗсем», «Юратсан», «Анне», «Каласам, савниҫӗм», «Саламлатӑп ҫуралнӑ кунпа», «Туй юрри», «Эп сансӑр, эс мансӑр», «Ах, чух», «Нарспи», «Сана юрататӑп», «Качча кайсан лайӑх-ши?», «Тилхипине тыт алла», «Пулан эсӗ», «Хуть мӗн калаччӑр», «Юр ҫӑвать»[1], «Аннене халалласа», «Хӳтлӗхӳ пулӑп», «Чун юратушӑн», «Тӑван кил»[2] тата ыттисем те.

Юррисен авторӗсем: Эдуард Табаев, Альбина Юрату, Юрий Кашкӑр, Владимир Рыбкин.

Аранжировщиксем: Сергей Марков, Михаил Барханов, Константин Рязанов, Андрей Порфирьев, Александр Павлов, Александр Быковский.

2003 ҫулта Пӗтӗм чӑваш «Кӗмӗл сасӑ» юрӑ фестиваль-конкурсӗнче «Куракансем кӑмӑлланӑ юрӑҫӑ» тата «Сцена ҫинчи чи хитре тум» номинацисенче ҫӗнтернӗ, 2008 ҫулта ҫак конкурсра лауреат пулса тӑнӑ.

Артист Чӑваш Республикинчи ял-хуласене, ҫӗршыври чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан регионсене тӑтӑш гастрольсене ҫӳрет.

undefined

Ҫемье

  • Ашшӗ — Васильев Валерий Николаевич, Камчаткӑра моряк пулса вӑй хунӑ.
  • Амӑшӗ — Васильева Надежда Германовна.
  • Икӗ ача: Милена (2013) тата Кирилл (2019).

Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ

  • Ятарлӑ ҫар операцийӗ(выр.)чăв. валли укҫа-тенкӗ пухас тӗллевпе йӗркелекен ыркӑмӑллӑх концерчӗсене[3][4], ҫавӑн пекех ытти ыркӑмӑллӑх концерчӗсене хутшӑнать.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Светлана Вутӑшпи. Чаваш Медиа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 8-мӗшӗ.
  2. ^ Светлана Вутӑшпи. www.shazam.com. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 8-мӗшӗ.
  3. ^ Благотворительный концерт в поддержку участников специальной военной операции «Одна страна, Одна семья, Одна Россия» (выр.). Красночетайский муниципальный округ Чувашской Республики (24 акан 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 8-мӗшӗ.
  4. ^ Благотворительный концерт «Своих не бросаем!» в Яншихово-Норвашском ДК (выр.). МБУК «Централизованная клубная система» Янтиковского муниципального округа Чувашской Республики (12 ҫӑвӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 8-мӗшӗ.

Каçăсем

© Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».
Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».

Темӑпа ҫыхӑннисем