Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1961 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Вӑрнар районӗнчи Кивҫурт Енӗш ялӗнче ҫуралнӑ. 1976 ҫулта тӑван ялта 8 ҫул вӗренмелли шкула, 1978 ҫулта Кӗҫӗн Кипекре вӑтам шкула вӗренсе пӗтернӗ.

Шупашкар машиностроени техникумӗнче ятарлӑ вӑтам пӗлӳ илнӗ те Шупашкарти промышленнӑҫ тракторӗсен заводӗнче ӗҫленӗ.

Санкт-Петербург патшалӑх инженерипе экономика университетне вӗренсе пӗтерсе (2002) аслӑ пӗлӳ илнӗ.

1988 ҫултанпа Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Ю. В. Васильев ертсе пынӑ Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче ӗҫленӗ. Унтан — Чӑваш патшалӑх филармонийӗнчи «Сеспель» ушкӑнра[1].

Пултарулӑх

Юрӑҫӑн репертуарӗнче чӑваш тата вырӑс халӑх юррисем, чӑваш тата Раҫҫей композиторӗсен юррисем. Халахра анлӑ сарӑлнисем: «Уҫланкӑ палан», «Тӑванлӑх юрри», «Ӗмӗр сакки сарлака», «Калинка» тата ытти те. Республикӑра, Раҫҫейре концертсем йӗркелессипе хастар ӗҫлет.

Франци, Египет, ФРГ, Румыни тата ытти ҫӗршывсенче гастрольте пулнӑ. Пӗтӗм Союзри халӑх пултарулӑхӗн 2-мӗш фестивалӗн лауреачӗ (1987).

Хисепӗсем

  • Чӑваш Республикин Культура министерствин Хисеп хучӗ;
  • Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1992);
  • Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ (2002);
  • Пӗтӗм Союзри халӑх пултарулӑхӗн 2-мӗш фестивалӗн лауреачӗ (1987).

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Ю. В. Васильев. Семёнова Людмила Ивановна (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Алексеев, В. Тытса тӑтӑр ӗмӗрех ентешлӗх пире… / В. Алексеев // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ (Вӑрнар районӗ). — 2022. — 15 кӑрлач/январь (№ 2). — С. 7 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Вышинская, Т. «Ҫӑлтӑр ытла та аякра, манӑн вара тӑван халӑхпа пулас килет» / Т. Вышинская // Хыпар. — 2009. — 26 пуш. — С. 4.
  • Людмила Семёнова пултарулӑхӗ // Канаш (Чӗмпӗр Ен). — 2017. — 10 нарӑс/февраль (№ 6). — С. 5 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Малышев, К. Йӑхташсене савӑнтарас килет / К. Малышев // Сувар (Тутарстан). — 2020. — 6 март/пуш (№ 9). — С. 1 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Поварта ӗҫленӗскер ҫӗр улми шуратнӑ чухне те юрланӑ / [О. Калитова т. ыт. те хатӗрленӗ] // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. — 2022. — 7 утӑ (№ 26). — С. 9 : сӑн ӳкерчӗксем.
  • Семёнова, Л. «Ӗмӗр сакки сарлака» / Л. Семёнова ; А. Юрату ҫырса илнӗ // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. — 2014. — 20 ҫӗртме (№ 25). — С. 6 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Семёнова, Л. «Мадам Калинка» чӑвашсемпех юласшӑн… / Л. Семёнова ; Л. Ригель ҫырса илнӗ // Хресчен сасси. — 2011. — 29 ҫӗртме (№ 48). — С. 3 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Семёнова, Л. «Пултарулӑха аталантарма тӑван тавралӑх пулӑшнӑ» / Л. Семёнова ; [В. Петрова ҫырса илнӗ] // Хыпар. — 2025. — 15 ака/апрель (№ 28). — С. 4 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Юман, Ю. Ӗмӗр сакки сарлака… / Ю. Юман // Тӑван ен (Шупашкар районӗ). — 2007. — 31 кӑрлач.
  • Васильев, Ю. В. Семёнова Людмила Ивановна / Ю. В. Васильев // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 655-656.
  • Семёнова Людмила Ивановна // Энциклопедия Вурнарского района. — Чебоксары, 2005. — С. 242.. — См. текст
  • Семёнова, Л. Певица мечтает об оркестре / Л. Семёнова ; [записала] Е. Зайцева // Советская Чувашия. — 2010. — 16 янв. — С. 3.

Темӑпа ҫыхӑннисем