Надежда Заводскова

Надежда Заводскова (хӗр чухнехи хушамачӗ — Максимова; ҫур. 1958 ҫулхи чӳкӗн 2-мӗшӗ, Яманкасси (Канаш районĕ), Канаш районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей эстрада юрăçи, композитор.

Кун-çулĕ

1958 ҫулх чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чăваш АССРӗн Канаш районĕнчи Яманкасси ялӗнче çуралнӑ. Яманкассинчи тулли мар вӑтам шкул (1974), Сиккассинчи вӑтам шкултан (1976) вӗренсе тухсан Шупашкаррти 12-мӗш професси училищине вӗренсе пӗтернӗ. Ун хыҫҫӑн — Хусанти историпе педагогика техникумӗнче вӗреннӗ (1980). Юрлама юратнӑран Чӗмпӗрти культурӑпа ҫутӗҫ училищине вӗренсе пӗтернӗ (1986). Каярах И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ[1].

Чӗмпӗр облаҫӗнчи Сӑр районӗнче культура сферинче 10 ҫул ытла ӗҫленӗ.

2011 ҫулта «Эмине» эстрадӑпа фольклор ушкӑнне йӗркеленӗ[1].

Пултарулӑхӗ

Пурӗ 10 альбом кӑларнӑ.

500 ытла юрӑ кӗвӗленӗ, вӗсене хӑйӗнсӗр пуҫне тата чӑваш эстрадинчи 70 юрӑҫ ытла шӑрантарать.

Халӑхра сарӑлнӑ юррисем: «Анне», «Ах, анне чӗри», «Манса кай ман ята», «Тусӑм», «Уйрӑлу», «Хӗрӗхри юрату», «Чунӑм, ан кулян», «Чӗререн каланӑ сӑмахсем», «Юрату хӗлхемӗ», «Ҫеҫпӗл чечекӗсем», «Эх, аппа», «Анне, мана ан ятла», «Ан ут ман хыҫҫӑн», «Вӑйӑсем», «Мимоза», «Туслӑх юрри», «Урам юрри», «Юрату хӗлхемӗ», «Шупашкар калаҫать», «Юр пӗрчи», «Аттене», «Йӑмрасем», «Сан ҫуралнӑ кун», «Ан чар мана», «Килӗ пӗр салтак», «Хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе», «Чӗремри чечек», «Юрату», «Эп телейлӗ юрату пуртан», «Шурӑ роза, кӗлчечек», «Анне, эп таврӑнтӑм киле», «Утмӑлтурат чечекӗ», «Пирвайхи юрату», «Пӗр сукмак ҫинче», «Саркайӑк», «Эс манӑн», «Ылтан мар» тата ыттисем те[2][3][4].

Ҫавӑн пекех вырӑсла юрӑсем те кӗвӗлет: «Девушка моей мечты», «Люби меня — как есть», «Юбилей», «Татьянин день», «Милый мой», «Юбилейная» тата ыттисем те[3].

Ҫемье

Ашшӗ — Максимов Иван Максимович, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, хуткупӑсӗ вӑрҫӑра та пӗрле пулнӑ.

Ҫемьере 4 хӗр ҫитӗннӗ, Надежда — кӗҫӗнни.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 В. П. Прокопьев, П. В. Сымкин. Канашский район: энциклопедия персоналий. — Чебоксары: ИПК «Чувашия», 2014, 2023. — Т. 2. — 457. — С. 192.
  2. ^ Надежда Заводскова (выр.). chmedia.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 13-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2 Надежда Заводскова. my.mail.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 13-мӗшӗ.
  4. ^ Надежда Заводскова (выр.). Чувашские песни слушать онлайн или скачать. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 13-мӗшӗ.

Темӑпа ҫыхӑннисем