Андрей Думилин

Андрей Сергеевич Думилин (сцена ҫинчи ячӗ — Андрей Думилин, ҫур. 1993 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ, Тăрăн, Патăрьел районĕ, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — Раҫҫей эстрада юрăçи.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1993 ҫулхи раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патӑрьел районӗнчи Тӑрӑн ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш.

Шупашкар культура училищинче вӗреннӗ, анчах пӗтермен. 2017 ҫулта И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн юридици факультетне вӗренсе пӗтернӗ[1].

Пултарулӑх

Чӑваш эстрадинче пуҫласа Алексей Московскийпа пӗрле юрлама пуҫланӑ, Алексей унӑн вӗрентекенӗ пулнӑ. 2011 ҫулта Алексей Московскийӗн «Тӑван ял» юррипе пӗтӗм чӑвашсен «Кӗмӗл сасӑ» конкурсӗнче, ҫав ҫулах ҫак юрӑпах «Вирьял шевлисем» конкурса ҫӗнтернӗ. 2012 ҫулта Шупашкарти халӑхсем хушшинчи юрӑ конкурсӗнче «Анастасия» юрӑпа мала тухнӑ[2].

«Самант» альбом кӑларнӑ[2].

Юррисем: «Эс хирти сар чечек», «Сана пула», «Каҫар мана», «Тӑван ял», «Ҫуралнӑ ялта», «Качча тух», «Ҫуралнӑ кун», «Кӗтсем мана», «Чӗн кӑна», «Вӗҫсе ан кай», «Эп вӗҫетӗп», «Атте-анне», «Каҫ пулсассӑн», «Кумма», «Санӑн куҫусем», «Ҫӗнӗ ҫул», «Ҫунатлӑ ҫамрӑклӑх», «Кил-ха», «Эп сана кирлӗ мар», «Анне», «Пурнӑҫ хитре санпала», «Ан кай», «Эс маншӑн килнӗ тӗнчене», «Самант», «Кай кичем пурнӑҫран», «Ухӑҫпа арӑслан», «Эс — пукане», «Ытала мана», «Эс кӑна», «Эсӗ ташла», «Юратма», «Юратнӑ мӑшӑр», «Ан васка», «Кирлӗ эс», «Хула пики», «Шӑпчӑксем», «Ҫеҫкепе юр пӗрчи ҫырлара»[3], «Ҫук, нихҫан», «Юлатӑн чӗрере», «Килетӗн»[4] тата ыттисем те.

Дуэтпа Алексей Московскийпа («Чу-ча-ча», «Эп сана кӑна савса»), Полина Борисовапа («Пулнӑ», «Эп сана юратап»), Евдокияпа («Ӑнлансамччӗ»), Алёна Арсентьевапа («Турӑ мухтавлӑ») тата ыттисемпе юрлать[3].

Артист Чӑваш Республикинчи ял-хуласене, ҫӗршыври чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан регионсене тӑтӑш гастрольсене ҫӳрет[5][1].

undefined

Ҫемье

  • Ашшӗ — Сергей Николаевич.
  • Амӑшӗ — Антонина Васильевна.
  • Пиччӗшӗ — Евгений, шӑллӗ — Лев.
  • Авланнӑ, мӑшӑрӗпе хӗр ҫитӗнтереҫҫӗ[2].

Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ

  • Патӑрьел районӗнче ҫуралса ӳснисен ентешлӗхӗн ӗҫ-хӗлне хастар хутшӑнать.
  • Ятарлӑ ҫар операцийӗ(выр.)чăв. валли укҫа-тенкӗ пухас тӗллевпе йӗркелекен ыркӑмӑллӑх концерчӗсене[6], ҫавӑн пекех ытти ыркӑмӑллӑх концерчӗсене хутшӑнать[7].

Кӑсӑк самантсем

  • Юрӑҫа Раҫҫей эстрада ҫӑлтӑрӗсемпе Дима Биланпа тата Сергей Лазаревпа(выр.)чăв. танлаштараҫҫӗ[8].
  • «Сана пула» юрӑра «най-най-най» сӑмах ҫаврӑнӑшӗ 366 хут янӑрать[2].
  • «Ҫуралнӑ ялта» юррине Элвин Грей юрлама ирӗк панӑ[8].
  • «Фабрика звёзд» шоуна лекме кастинга хутшӑннӑ, анчах иртеймен[1].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Маргарита Табакова. Андрей Думилин: откровенно об эстраде, «Фабрике звёзд» и Ольге Бузовой (выр.). Аргументы и Факты — Чувашия (2 юпан 2017). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4 Альбина Юрату. 88 интервью(чăв.). — Чебоксары: Новое Время, 2020. — 476. — С. 134—138.
  3. ^ 1, 2 Андрей Думилин. Чаваш Медиа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.
  4. ^ Андрей Думилин. www.shazam.com. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.
  5. ^ Артисты чувашской эстрады выступили в Доме Дружбы (выр.). РОО «Ассамблея народов Татарстана» (1 раштавӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.
  6. ^ Татьяна Васильева. Звёзды чувашской эстрады провели концерт в поддержку участников СВО (выр.). Cетевое издание «Чувашинформ.рф» (28 чӳкӗн 2022). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.
  7. ^ Благотворительный концерт (выр.). Муниципальное автономное учреждение культуры «Дворец культуры "Восход"» (20 акан 2022). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.
  8. ^ 1, 2 Дарья Кошкина. Звезда местной эстрады Андрей Думилин: «В 12 лет я ненавидел чувашские песни» (выр.). Сетевое издание «www.pg21.ru» (17 раштавӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.

Каçăсем

© Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».
Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».

Темӑпа ҫыхӑннисем