Шадриков Андрей Валерьевич

Шадриков Андрей Валерьевич (сцена ҫинчи ячӗ — Андрей Шадриков , ҫур. 1990 ҫулхи утӑн 22-мӗшӗ, Таяпа Энтри, Елчĕк районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей эстрада юрăçи.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1990 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Елчӗк районӗнчи Таяпа Энтри ялӗнче ҫуралнӑ[1].

Елчӗкри музыка шкулӗнче пианино калама, нота грамотине(выр.)чăв. вӗреннӗ, вокал ӑсталӑхне ӳстернӗ[1].

И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетне вӗренсе пӗтернӗ[1].

undefined

Пултарулӑх

Пӗччен юрлакан юррисем: «Ан кала», «Пикесем», «Каҫ», «Витер», «Йӑмӑк туйӗ», «Ирӗке», «Иксӗмӗре пӗр чӗре», «Пӗрремĕш юрату», «Савни», «Сарӑ хӗр», «Сарӑ ҫӳҫлӗ хӗрача», «Юрамасть мана» тата ыттисем те[2].

Чӑваш эстрадинчи чи паллӑ дуэтсенчен пӗри Андрей Шадриков тата Пётр Ермолаев. Пётр Ермолаевпа пӗрле юрлакан юррисем: «Ку юрату вăл», «Çырла пиçнĕ», «Ямпӑлкка», «Эпир пурте из 90-х», «Сисен-ши эс?», «Ман ритм», «Савнă Шупашкар», «Эс юрат, юрат мана», «Ташă каçĕнче», «Якӑлти», «Негр», «Çук, çук, çук», «Туй», «121-мӗш юрату», «Ай-хай, тăвансем», «Арăм ман яла каять», «Ах, астарать ҫуркунне», «Всё значит», «Калым», «Ман арӑм», «Пӗр шуйттан», «Саламлатӑп», «Тӗлӗк», «Хамӑр пӗлетпӗр», «Хуняма», «Хуплупа шӑрттан», «Шапашка», «Ҫук», «Эпир — пурте елчӗксем», «Ҫат-ҫат-ҫат» тата ыттисем[2].

Репертуарӗнче ҫавӑн пекех ытти юрӑҫсемпе дуэтпа, триопа юрлаканнисем пур: «Туслӑх юрри» (Андрей Шадриков, Пётр Ермолаев, Андрей Смирнов), «Юрататăп савнине» (Андрей Шадриков, Михаил Ӑраскал), «Кум» (Андрей Шадриков, Типшӗм Сашук), «Вӑрманта ҫырлара» (Виктория Захарова, Андрей Шадриков), «Куккук» (Людмила Казакова, Андрей Шадриков), «Чи кирлĕ юрă» (Андрей Шадриков, Пётр Ермолаев, Алексей Шадриков), «Эсӗ сар хӗвел пулсан» (Андрей Шадриков, Пётр Ермолаев, Алексей Шадриков) тата ыттисем те[2].

Типшӗм Сашук, Юрий Кашкӑр, Сергей Марков кӗвӗленӗ юрӑсене ытларах шӑрантарать. Чылай юррин сӑмахӗсене Пётр Ермолаевпа пӗрле ҫырнӑ[1].

Артист Чӑваш Республикинчи ял-хуласене, ҫӗршыври чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан регионсене тӑтӑш гастрольсене ҫӳрет, туй тата ҫуралнӑ кунсене ирттерме хутшӑнать.

Ҫемье

  • Ашшӗ-амӑшӗ тава тивӗҫлӗ канура, тӑван ялӗнче — Таяпа Энтрире — пурӑнаҫҫӗ.
  • Икӗ пиччӗшӗ пур: Александр тата Алексей. Алексей Шадриков — чӑваш эстрада юрӑҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ.
  • Мӑшӑрӗ — Милена.
  • Ывӑлӗ — Валерий.
  • Хӗрӗ — Таисия.

Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ

  • Ятарлӑ ҫар операцийӗ(выр.)чăв. валли укҫа-тенкӗ пухас тӗллевпе йӗркелекен ыркӑмӑллӑх концерчӗсене[3], ҫавӑн пекех ытти ыркӑмӑллӑх концерчӗсене хутшӑнать[4].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4 Альбина Юрату. 88 интервью(чăв.). — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2020. — 476. — 144—148 с.
  2. ^ 1, 2, 3 Андрей Шадриков (выр.). chmedia.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
  3. ^ Благотворительный концерт в поддержку военнослужащих СВО (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики. Яльчикский муниципальный округ (19 нарӑсӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
  4. ^ Состоялся благотворительный концерт в помощь строительству храма в селе Лащ-Таяба (выр.). Электронное периодическое издание Чебоксары.ру (15 утӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.

Каçăсем

© Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».
Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».

Темӑпа ҫыхӑннисем