Павлова Диана Станиславовна
Павлова Диана Станиславовна (сцена ҫинчи ячӗ — Диана, ҫур. 1984 ҫулхи юпан 27-мӗшӗ, Шупашкар, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей эстрада юрăçи.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1984 ҫулхи юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Республикин тӗп хулинче Шупашкарта ҫуралнӑ. Шупашкарти 43-мӗш пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкултан вӗренсе тухнӑ. Шупашкар коопераци техникумне, Шупашкарти коммерципе бизнес колледжне вӗренсе пӗтернӗ[1].
Шупашкар районӗнче библиотека ертӳҫи пулса ӗҫленӗ.
Шупашкар районӗн шалти ӗҫсен пайӗнче вӑй хунӑ.
Вероника Аристова патӗнче вокал ӑсталӑхне аталантарнӑ. 2010 ҫултанпа харпӑр концерт ӗҫӗ-хӗлӗпе тӑрӑшать: пайӑррӑн концертсем йӗркелет, ытти юрӑҫсем ирттерекен мероприятисене хутшӑнать[1].
2022 ҫулхи утӑ-ҫурла уйӑхӗсенче чӑваш артисчӗсемпе Алексей Шадриковпа, Сергей Кувшиновпа, Екатерина Петровапа, Мария Гущинапа пӗрле Донецк Халӑх Республикинчи Дебальцево(выр.)чăв., Макеевка(выр.)чăв., Донецк, Торез(выр.)чăв. тата Комсомольское(выр.)чăв. хулисенче салтаксем умӗнче концертсем панӑ. Вӗсем ятарлӑ ҫар операцийӗ пыракан территорире концерт панӑ пӗрремӗш чӑваш артисчӗсем пулнӑ[2].
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев 2022 ҫулхи раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи 156-мӗш хушӑвӗпе артистсене ҫак хӑюлӑхшӑн Чӑваш Республикин Хисеп хучӗпе чысланӑ[3].
Пултарулӑх
Эстрадӑри ӗҫ-хӗлне Игорь Аркадьев композитор йӗркеленӗ «Ҫӑлтӑрсен фабрики» конкурса хутшӑннинчен пуҫланӑ. Пӗрремӗш альбомӗ — «Атӑл хӗрринче» (2010, ӑна Лазарьпа «Апельсин каччисем» пӗрле кӑларнӑ), ӑна Игорь Аркадьев ҫырнӑ юрӑсенчен хатӗрленӗ. Ҫавӑн пекех «Юратнӑ юрӑсем» (2012), «Манӑн ҫут ҫӑлтӑр» (2014) альбомсем кӑларнӑ[1].
Пӗччен юрлакан юррисем: «Анне», «Вĕçсе кай», «Ма-ши?», «Асамлă самант», «Йĕрет манпа çурта», «Парнеле мана», «Çил-тăвăл», «Ҫак каҫ», «Маннă терĕм», «Тĕттĕм каç», «Ҫумӑр», «Килсем», «Манăн çут çăлтăр», «Мӗн пулчĕ-ши?», «Тăванăмсем», «Тĕлĕкре курса савăнап», «Тунсăх», «Уйрăлу», «Хĕлле», «Хура куçусем»[4] тата ыттисем.
Репертуарӗнче ҫаван пекех ытти юрӑҫсемпе дуэтпа юрлаканнисем пур: «Сыв пул», «Каçар», «Çуралнă кун» (Алексей Шадриков, Диана), «Пӗр сана» (Андрей Смирнов, Диана), «Кай» (Алексей Московский, Диана), «Пирĕн юрату ҫинчен», «Юлашки каҫ» (Диана, Типшӗм Сашук), «Сар пике» (Аня Сарпике, Диана), «Тěлпулу», «Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать» (Владимир Питаков, Диана), «Эс каларăн» (Диана, Дипендра Мани)[4] тата ыттисем.
Татьяна Казанцева, Игорь Борисов, Юрий Кашкӑр, Лидия Изекеева сӑвӑҫсемпе, Сергей Марков, Александр Кокшин аранжировщиксемпе ытларах ӗҫлет[1].
Артист Чӑваш Енри тата тулашри чӑваш ял-хулисене гастрольсенче ҫӳрет, уявсене (туй, ҫуралнӑ кун) ирттерме пулӑшать[5].
2020 ҫулта Юрий Спиридоновпа пӗрле «Директор» илемлӗ фильмра тӗп рольте ӳкерӗннӗ[6].
Ҫитӗнӗвӗсем
- Пӗтӗм чӑвашсен «Кӗмӗл сасӑ» фестиваль-конкурсӗн лауреачӗ[2].
Ҫемье
- Ашшӗ — Фёдоров Станислав Андреевич.
- Амӑшӗ — Фёдорова Мария Владиславовна.
- Йӑмӑкӗ — Ирина.
- Хӗрӗ — Кристина.
- Ывӑлӗ — Алексей[1].
Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ
- Ятарлӑ ҫар операцийӗ(выр.)чăв. валли укҫа-тенкӗ пухас тӗллевпе йӗркелекен ыркӑмӑллӑх концерчӗсене, ҫавӑн пекех ытти ыркӑмӑллӑх концерчӗсене хутшӑнать.
- Ятарлӑ ҫар операцийӗнче хутшӑнакан ентешсем валли кирлӗ япаласем пухса ӑсатас ӗҫе йӗркеленӗ[7].
Хисепӗсем
- Чӑваш Республикин Хисеп хучӗ (2022).
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Альбина Юрату. 88 интервью. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2020. — 476. — 205—209 с.
- ^ 1, 2 Артисты чувашской эстрады впервые выступают в Донецкой Народной Республике (выр.). Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики (25 утӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 23-мӗшӗ.
- ^ О награждении государственными наградами Чувашской Республики (выр.). Сетевое издание «право21.рф». Официальный портал органов власти Чувашской Республики (19 раштавӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 23-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Диана (выр.). chmedia.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 23-мӗшӗ.
- ^ Сколько стоят звёзды чувашской эстрады на корпоративе? (выр.). События Чувашии (23 пушӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 23-мӗшӗ.
- ^ Киностудия «Чувашфильм» снимает фильм «Директор» в Карачуринской школе (выр.). cheboksari.bezformata.com (9 юпан 2019). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 23-мӗшӗ.
- ^ Дмитрий Новак. Нашим ребятам — самое необходимое (выр.). ИД «Грани» (14 нарӑсӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 23-мӗшӗ.
Каçăсем
| Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». |