Шупашкар коопераци техникумӗ

Шупашкар коопераци техникумӗ — Шупашкарти профессиллӗ вӑтам пӗлӳ паракан вӗренӳ заведенийӗ.

Истори

1929 ҫулхи юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Центросоюз правленийӗ коопераци организацийӗсене кадрсемпе тивӗҫтерес тӗллевпе Шупашкарти коопераци техникумне уҫма йышӑннӑ.

1930-1934 ҫулсенче техникум Етӗрне хулинче вырнаҫнӑ пулнӑ.

1934 ҫулхине техникум Шупашкар хулине куҫнӑ.

1941 ҫул – Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ май вӑхӑтлӑха ӗҫлеме пӑрахнӑ. Вӗренӳ корпусне эвакуациленӗ предприятисене вырнаҫтарма панӑ.

1943 ҫул – Центросоюз(выр.)чăв. Президиумӗн йышӑнӑвӗпе техникум ҫӗнӗрен ӗҫлеме пуҫланӑ.

1958 ҫулхи пуш уйӑхӗ — куҫӑн мар уйрӑмне уҫнӑ.

1958 ҫул – К. Иванов урамӗнчи техникумӑн ҫӗнӗ ҫуртне (96-мӗш ҫурт) хута янӑ, унпа юнашар вара — общежити.

1967 ҫулхи юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче – техникум коллективне Шупашкар хулин Ӗҫ паттӑрлӑхӗн юбилейлӑ Хисеп кӗнекине кӗртнӗ.

1972 ҫул – Афанасьев урамӗнчи 6 мӗш ҫуртра 504 вырӑнлӑ ҫӗнӗ общежитие хута янӑ.

1982 ҫул – техникум коллективне тепӗр хут Чӑваш АССРӗн Хисеп кӗнекине кӗртнӗ.

1983 ҫул – кивӗ вӗренӳ корпусӗ ҫумне хушма ҫурт туса лартнӑ, унӑн пӗрремӗш черетне хута янӑ, унта 350 вырӑнлӑ ҫӗнӗ акт залӗ, икӗ спорт залӗ, спорт тирӗ, вулав залӗллӗ библиотека, потребительсен кооперацийӗн музейӗ[1] вырнаҫнӑ.

1989 ҫул – хушма ҫуртӑн иккӗмӗш черетне хута янӑ, унта столовӑй, буфет, кухня-лаборатори вырнаҫнӑ.

1991 ҫул – техникум Шупашкарти коопераци училищипе пӗрлешсе вӗренӳпе производство комплексне йӗркелет, ун шутне вӗренӳпе производство предприятийӗсем те кӗреҫҫӗ: «Ҫӑкӑр-бакалея» лавкка, «Кулинари» тата вӗренекенсен потребитель обществи.

1994 ҫул – каҫхи уйрӑм уҫнӑ.

1997 ҫул — каллех техникума реорганизациленӗ, ӑна патшалӑхӑн мар вӗренӳ заведенийӗ — харпӑр — тесе аккредитациленӗ[2].

Профессисем

Техникумра 8 тӗрлӗ специальнӑҫа вӗрентеҫҫӗ[3]:

  • «Суту-илӳ ӗҫӗ» (квалификаци — суту-илӳ ӗҫченӗ);
  • «Экономика тата бухгалтери учёчӗ (отрасльсемпе) (квалификаци — бухгалтер(выр.)чăв.);
  • «Логистикӑри ӗҫ-хӗл» (квалификаци — логист);
  • «Финанссем» (квалификаци — финансист(выр.)чăв.);
  • «Банк ӗҫӗ» (квалификаци — банк ӗҫченӗ);
  • «Юриспруденци» (квалификаци — юрист(выр.)чăв.);
  • «Повар тата кондитер ӗҫӗ» (квалификаци — повар тата кондитер);
  • «Туризм тата тараватлӑх» (квалификаци — туризм тата тараватлӑх ӗҫченӗ).

Ӑнлантарусем

  1. ^ Хранитель истории (выр.). Чувашпотребсоюз (5 пушӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ.
  2. ^ История техникума (выр.). Чебоксарский кооперативный техникум. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ.
  3. ^ Перечень специальностей (профессий) (выр.). Чебоксарский кооперативный институт. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ.