Чӑвашпотребсоюз музейӗ

Чӑвашпотребсоюз музейӗ — Чӑваш Енри потребительсен кооперацийӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе, кунҫулӗпе, ӗҫченӗсемпе, предприятийӗсемпе паллаштаракан вырӑн. Шупашкарти коопераци техникумӗнче (Шупашкар хули, К. Иванов урамӗ, 96 ҫурт) вырнаҫнӑ.

Уҫӑлни

Потребительсен кооперацийӗн музейне 1990 ҫулхи октябрӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш АССР потребительсен обществисен союзӗ – Чӑвашпотребсоюз – йӗркеленнӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалласа, Чӑвашпотребсоюзӑн Шупашкарти коопераци техникумӗнче уҫнӑ.

Музея СССР Центросоюз Правленийӗн 1977 ҫулхи пушӑн 10-мӗшӗнчи Постановленийӗпе (9 №-лӗ лару протоколӗ, п. 5 «Потребительсен кооперациийӗн музейӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен») тата Чӑвашпотребсоюз Правленийӗн 1982 ҫулхи акан 20-мӗшӗнчи Постановленийӗпе (8 №-лӗ лару протоколӗ, п. 8 «Чӑваш АССРӗнчи потребительсен кооперацийӗн музейне тӑвасси ҫинчен» килӗшӳллӗн йӗркеленӗ.

Музей Чӑваш Енри коопераци юхӑмӗн XIX ӗмӗр вӗҫӗнчен пуҫласа паянхи кунчченхи историне кӑтартса парать, унта пӗр пин ытла экспонат упранать.

Никӗслекенсем

Музея уҫас тӗлӗшпе Чӑвашпотребсоюз правленийӗн председателӗн ҫумӗ Семён Васильев, Шупашкарти коопераци техникумӗн директорӗ Юрий Мамонтов, техникумӑн куҫӑн мар уйрӑмӗн заведующийӗ Вера Романова, Ксения Гришина преподаватель нумай тӑрӑшнӑ. Ун валли экспонатсене республикипех пухнӑ. 2010 ҫулта ирттернӗ реконструкци хыҫҫӑн музей меллӗрех те анлӑрах пулса тӑнӑ.

Экспозици

Музей экспозицийӗ 60 тӑваткал метр ытларах лаптӑклӑ икӗ залра вырнаҫнӑ. Экспозици никӗсӗ: ҫыруллӑ ҫӑлкуҫсем (документсем), хӑйне евӗрлӗ сӑнӳкерчӗксем, ҫав вӑхӑтри массӑллӑ информаци хатӗрӗсем. Кулленхи ӗҫ-хӗлре усӑ куракан япаласене, кооператорсен наградисене, Чӑвашпотребсоюз тытӑмӗнчи тирпейлекен предприятисен продукцине тата ыттине те вырнаҫтарнӑ. Уйрӑм стендсене потребительсен кооперацийӗн историйӗн тӗрлӗ тапхӑрне, Чӑвашпотребсоюз ертӳҫисене, сумлӑ хӑнасене, юбилей датисене, потребительсен кооперацине аталантармалли Комплекслӑ программӑна халалланӑ.

Тематикӑллӑ пайсем

Экспозици 4 тематикӑллӑ пайран тарать:

  • Малтанхи утӑмсем. Чӑваш Республикин территорийӗнче потребительсен коопераци юхӑмне никӗслени.
  • Потребительсен кооперацийӗ Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче.
  • Потребительсен кооперацийӗн вӑрҫӑ хыҫҫӑн пуҫласа 2000 ҫулчченхи аталану тапхӑрӗ.
  • Чӑваш Республикинчи потребительсен кооперацийӗ паянхи саманара.

Хальхи лару-ӑру

Паян музей культурӑпа вӗренӳ мероприятийӗсене ирттерме, ҫамрӑксене потребительсен кооперацийӗн историйӗпе тата паянхи лару-тӑрӑвӗпе паллаштарма тата Чӑвашпотребсоюз тытӑмӗ валли пулас кадрсене ҫитӗнтерме лайӑх майсем туса парать.

Музейӑн кулленхи хӑнисем: суту-илӳ сферинчи специалистсем, ытти регионти ӗҫтешсемпе хӑнасем, потребительсен кооперацийӗн ветеранӗсем, студентсемпе шкул ачисем.

Ӑнлантарусем

Вуламалли

Каҫӑсем