Арсентьева Елена Николаевна
Арсентьева Елена Николаевна (сцена ҫинчи ячӗ — Алёна Арсентьева, ҫур. 1996 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗ, Тавӑшкасси (Ҫӗрпӳ районӗ), Çĕрпӳ районĕ, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — Раҫҫей эстрада юрăçи, журналист.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1996 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Ҫӗрпӳ районӗнчи Тавӑшкасси ялӗнче ҫуралнӑ[1]. Тавӑшкасси пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкултан 2013 ҫулта вӗренсе тухнӑ. 2013—2017 ҫулсенче И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗренсе аслӑ пӗлӳ илнӗ.
Студент ҫулӗсенче хастарлӑхпа палӑрнӑ: «Молгород» (Шупашкар), «Иволга» (Самар облаҫӗ), Студентсен форумӗ (Дон-ҫи-Ростов), Тӗрӗк ҫамрӑкӗсен форумӗ (Хусан) тата ытти мероприятие хутшӑннӑ.
Студент чухнех 2015 ҫулта «Чӑваш Ен» наци телерадиокомпанийӗнче редактор пулса ӗҫлеме пуҫланӑ, Чӑваш наци радиовӗнче тата «Тӑван радиора» 2020 ҫулччен тӑрӑшнӑ[2]. Чăваш Наци телевидени эфирĕнче Вася Васинпа (Ивановпа) «Ирхи салам» кăларăма ертсе пынӑ[3].
2021—2023 ҫулсенче «Мегаполис Медиа» компанире журналист пулса вӑй хунӑ.
2023 ҫултан пуҫласа Мускав облаҫӗнчи Раменское хулинче «Дорожное радио» радиостанцире редактор-корреспондентра ӗҫлет[4].
Пултарулӑх
2016 ҫулта «Кӗмӗл сасӑ» конкурса Юрий Кашкӑр ҫырнӑ «Юрату ҫамрӑка пӑхмасть» юрӑпа хутшӑннӑ, «Чи ҫепӗҫ саслӑ юрӑҫ» номинацире ҫӗнтернӗ. Кун хыҫҫӑн артистсем йӗркелекен концертсене хутшӑнма пуҫланӑ[1].
Пӗччен юрлакан юррисем: «Ытала-ултала», «Тĕлĕк», «Çуралнă кун», «Пӗр хум çинче», «Пӗр сыпкӑм», «Савăнма эп килнĕ çĕр çине», «Çăлтăрсем», «Ылтăн çĕрĕ», «Юрату ҫамрӑка пӑхмасть», «Телей килтӗр», «Тантӑшсем вӑййа тухаҫҫӗ»[5] тата ыттисем.
Репертуарӗнче ҫаван пекех ытти юрӑҫсемпе дуэтпа(выр.)чăв. тата триопа(выр.)чăв. юрлаканнисем пур: «Чиперкке, калаç-ха чăвашла», «Ҫамрӑклӑх мӗнле илемлӗ» (Типшӗм Сашук, Алёна Арсентьева), «Эс пĕччен мар» (Ульяна, Алёна Арсентьева), «Ма ĕнентĕм-ши сана?» (Виталий Адюков, Алёна Арсентьева), «Турă мухтавлă» (Алёна Арсентьева, Андрей Думилин, Виталий Адюков)[5].
Юррисен авторӗсем: Юрий Кашкӑр, Александр Павлов, Константин Рязанов, Василий Иванов аранжировщиксем, Альбина Юрату, Ирина Степанова, Валерий Раштав сӑвӑҫсем.
Артист Чӑваш Республикинчи ял-хуласене[2], ҫӗршыври чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан регионсене гастрольсене ҫӳрет[6].
Ҫитӗнӗвӗсем
- Ҫӗрпӳ чӑваш пики (2015);
- «Кӗмӗл сасӑ-2016» конкурсӑн «Чи ҫепӗҫ саслӑ юрӑҫ» номинаци ҫӗнтерӳҫи (2016).
Ҫемье
- Ашшӗ — Арсентьев Николай Евлогиевич;
- Амӑшӗ — Арсентьева Маргарита Анатольевна;
- Ҫемьере виҫӗ ача ҫитӗннӗ: Марина, Алёна, Дарина[1];
- Мӑшӑрӗ — Станислав;
- Хӗрӗ — Ярослава.
Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ
- Ҫӗрпӳсен ентешлӗх концерчӗсене хутшӑннӑ.
- Ятарлӑ ҫар операцийӗ(выр.)чăв. валли укҫа-тенкӗ пухас тӗллевпе йӗркелекен ыркӑмӑллӑх концерчӗсене, ҫавӑн пекех ытти ыркӑмӑллӑх концерчӗсене хутшӑнать.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 Альбина Юрату. 88 интервью. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2020. — 476. — С. 71—75.
- ^ 1, 2 Состоялся районный конкурс красавиц «Тăвай пики-2017» («Янтиковская красавица-2017») (выр.). Янтиковский муниципальный округ Чувашской Республики (3 акан 2017). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ.
- ^ Алёна Арсентьева — редактор «Тăван радио» (выр.). Интересное. Место. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ.
- ^ Алёна Арсентьева (выр.). dorognoe.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Алёна Арсентьева (выр.). chmedia.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ.
- ^ Александра Романова. В Ульяновске прошел фестиваль чувашского национального костюма «Нарспи» (выр.). Ульяновская правда. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ.
Каçăсем
| Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». |