Зайцева-Ильина Татьяна Алексеевна
Зайцева-Ильина Татьяна Алексеевна (ҫур. 1972 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗ, Кивĕ Шелттем, Канаш районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей театрпа кино актриси, эстрада юрӑҫи. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ (2008). Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ.[1]
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1972 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Канаш районӗнчи Кивӗ Шелттем ялӗнче ҫуралнӑ[1].
1995 ҫулта Санкт-Петербургри театр ӳнерӗсен академийӗнчен вӗренсе тухнӑ (ертӳҫи — Н. П. Наумов)[2].
1996 ҫултанпа Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлет[1]. Театрта тӗрлӗ жанрти спектакльсенче сӑнарсем калӑпланӑ.
2000 ҫултанпа эстрада сцени ҫинче «Татьяна» псевдонимпа юрӑсем шӑрантарать[2].
Пултарулӑхӗ
Театрти рольсем
Татьяна Зайцева-Ильина Ҫамрӑксен театрӗ сцени ҫинче 50 ытла роль вылянӑ. Вӗсем хушшинче[2]:
- Екатерина Васильевна — «Ехрем хуҫа», А. Кипеч;
- Ирина — «Пӗртӑван виҫӗ хӗр», А. Чехов;
- Шарлотта Ивановна — «Вишневый сад», А. Чехов;
- Гонерилья — «Лир патша», У. Шекспир;
- Пинерпи — «Айтар», П. Осипов;
- Андроида — «Ҫухалнӑ хуркайӑк ҫулӗ», Л. Сачкова;
- Лиса — «Клочки по закоулочкам», Г. Остер;
- Заяц — «По зелёным холмам океана», С. Козлов;
- Эля — «Ах, хуняма, хуняма, е улми улмуҫҫинчен», С. Белов;
- Хӗркке — «Кӗмӗл тумлӑ ҫар», М. Карягина;
- Таня — «Шӑпа», М. Михайлова;
- Маша — «Шупашкарти савни Шупашкарта», Н. Сидоров;
- Гертруда — «Аташса кайнисем», Н. Сидоров;
- Изольда — «Ҫӑла ан сур», Н. Сидоров;
- тата ыттисем.
Кинофильмсем
Тӗп рольсене ҫак илемлӗ фильмсенче вылянӑ[1]:
- «Хурлӑх кӳнӗ юрату» (реж. В. Ильин, Улькка Эльмен повеҫӗпе);
- «Ҫунатлӑ ҫамрӑклӑх» (реж. М. Гурьева тата В. Ильин);
- «Сансӑр тӗнче пушӑ» (реж. О. Васильева);
- «Чӗрем каҫарӗ-ши?» (реж. А. Зайцев).
Эстрада
2000 ҫултанпа эстрада юрӑҫи пулса «Татьяна», «Татьяна Зайцева» ятпа ӗҫлет[2].
Юррисем
Пӗрремӗш юрри — «Куккук» (сӑвви те, кӗвви те Эдуард Табаевӑн).
Юррисем: «Савӑнӑҫ куҫҫулӗ», «Вӑхӑт урхамахӗ», «Шанӑҫӑм», «Мунчара», «Анне сана юратса», «Аттене», «Аттепе анне», «Ах, телей», «Пурнӑҫ ҫулӗ», «Саншӑн килнӗ», «Уявра», «Чаплӑ туй», «Ҫӗнӗ ҫул», «Ҫуркунне» тата ыттисем.
Репертуарӗнче дуэтпа, триопа юрлакан юррисем пур: «Ӗнерхи юрату» (Алексей Шадриков, Татьяна Зайцева), «Кӗлчечек» (Светлана Печникова, Татьяна Зайцева, Типшӗм Сашук), «Тек ан кала» (Светлана Печникова, Татьяна Зайцева), «Туслӑх» (Светлана Печникова, Татьяна Зайцева), «Ҫӗнӗ ҫул юрри» (Татьяна Зайцева, Типшӗм Сашук) тата ыттисем.
Хисепӗсем
- Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ (2008)[1];
- Чӑваш Республикин Президенчӗн стипендийӗ (2001)[1];
- Чӑваш Республикин Культура министерствин Хисеп хучӗ (2003, 2006)[1];
- Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлавӗпе социаллӑ аталану министерствин Тав ҫырӑвӗ (2011)[1];
- Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп хучӗ (2015)[1];
- Раҫҫей Федерацийӗн культура ӗҫченӗсен профпӗрлешӗвӗн Хисеп хучӗ (2021)[1];
- Чӑваш Республикин Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗн Хисеп хучӗ (2022)[1];
- Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвӗ (2022)[1].
Ҫемье
- Ашшӗ — Зайцев Алексей Иванович, журналист, ҫыравҫӑ, поэт, драматург.
- Амӑшӗ — Зайцева Галина Кузьминична.
- Мӑшӑрӗ — Вячеслав Ильин, артист, режиссёр, продюсер.
- Ачисем — Станислав, Максимилиан.
Ӑнлантарусем
Каçăсем
| Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». |