Воронова Людмила Ивановна
Воронова Людмила Ивановна (ҫуралнӑ чухнехи хушамат — Мартьянова, сцена ҫинчи ячӗ — Людмила Кинер, ҫур. 1960 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ, Кӗнер, Куславкка районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей эстрада юрăçи, композитор тата музыка педагогӗ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (2017). Чӑвашла тата вырӑсла юрӑсен авторӗ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1960 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Куславкка районӗнчи Кӗнер ялӗнче ҫуралнӑ. Мушарти пуҫламӑш шкулта (1967—1970) тата Шупашкарти Герман Лебедев ячӗллӗ 3-мӗш музыка шкул-интернатӗнче (1970—1977) вӗреннӗ[1].
Шкул-интерната вӗҫлесен, 1977—1978 ҫулсенче Шупашкарти 96-мӗш «Аленушка» ясли-садӗнче воспитатель пулса ӗҫленӗ, 1978—1995 ҫулсенче унтах музыка ертӳҫи пулса тӑрӑшнӑ. Вӑл вӑхӑтрах Ф. П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинче дирижер-хор уйрӑмӗнче вӗреннӗ. Училищене 1986 ҫулта вӗҫленӗ. И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн музыка факультетӗнче куҫӑн мар майпа вӗренсе аслӑ пӗлӳ илнӗ[2].
1995—2007 ҫулсенче Шупашкарти 50-мӗш вӑтам шкулта музыка вӗрентекенӗ тата директорӑн воспитани енӗпе ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. Шкул оркестрӗпе хор йӗркелесе янӑ[2].
Мускав районӗнчи ача пултарулӑхӗн ҫурчӗн хушма пӗлӳ паракан педагогӗ пулса ӗҫленӗ. 2013 ҫулта унта «Тараторки» ача вокал ушкӑнне йӗркеленӗ.
Ун хыҫҫӑн Хыркасси ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӗрентекенре тата «Салют» культура керменӗнче ӗҫлет.
Пултарулӑхӗ
Гитара, пианино, баян калать. Хӑй юрӑсен сӑмахне те, кӗввине те ҫырать. 100 ытла ача-пӑча тата эстрада юррин авторӗ.
К. В. Иванов ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалласа «Çакă çутă тĕнчере» мюзикл ҫырнӑ. Мюзикла 2015 ҫулта «Салют» культура керменӗн сцени ҫинче лартнӑ.
Юррисем
«Акатуй», «Ах анне, ах атте», «Каçсерен», «Кӗрхи ҫулҫӑсем», «Саватӑп», «Савнӑ ял», «Сан çуралнӑ кун», «Тӑван çӗршыв», «Тухрӑм эпӗ урама», «Укҫа», «Чăнкă чăвашсем», «Шупашкар», «Çĕмĕрт çеçкисем», «Çумăр çăвать», «Эс ăçта çÿрен»[3] тата ыттисем.
Дуэтпа юрлаканнисем: «Ан пӑрахсамччӗ эс мана», «Пӗрремӗш юрату» (Олег Кăйкăр, Людмила Кинер), «Ма телей сутмаçҫӗ?» (Людмила Кинер, Ольга Прокопьева), «Эй, асăрхан», «Эс ăçта?» (Людмила Кинер, Владимир Троицкий)[3].
Гимнсем
Раиса Сарпи поэтессӑпа пӗрле ҫырнӑ гимнсем[1]:
- «Тантăш» хаҫат гимнӗ (2013);
- «Сыны Отчества» общество организацин гимнӗ (2016);
- Хыркасси ача музыка шкулӗн гимнӗ (2023).
Альбина Юратупа пӗрле ҫырнӑ гимнсем[1]:
- «Четра» (2012);
- «Çамрăксен хаçачĕ» (2014).
Альбомсем
12 альбом кӑларнӑ, вӗсен хушшинче:
- «Юрлар, ташлар, савăнар»;
- «Çĕнĕрен çуралтăм»;
- «Юрату хĕлхемĕ»;
- «Мелодии любви»;
- «Пурнăç юррисем»;
- «Хаваслӑ юрăсем».
Нотӑ кӗнекисем
Тӑхӑр алҫыруллӑ нота кӗнеки авторӗ:
- «Пойте вместе с нами»;
- «Любимые песни»;
- «Дружно весело поём»;
- «Юрлар пирĕнпе пĕрле»;
- «Çăлтăрпи».
Ушкӑнсем
2014 ҫулта «Салют» культура керменӗнче «Шупашкар» вокал-эстрада ушкӑнне йӗркеленӗ. Ансамбльте тӗрлӗ ҫулхи ушкӑнсем пур. Репертуарӗнче вырӑс тата чӑваш халӑх юррисем, эстрада юррисем тата Людмила Кинерӗн хайлавӗсем.
Хӑй никӗсленӗ «Радужная страна» ача ансамблӗ ӗҫлет.
Ҫитӗнӗвӗсем
- «Общественное признание-2014» премийӗн «Родные истоки» номинаци лауреачӗ;
- «Воспитываем патриотов» III Шупашкар хула конкурсӗн Гран-прийӗ (2013);
- Пӗтӗм тӗнчери юрӑ конкурсӗн «Авторская песня» номинаци дипломанчӗ (Мускав, 2013);
- «Две звезды: ветеран + внук» хула конкурсӗн лауреачӗ.
Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ
- Куславкка районӗнче ҫуралса ӳснисен «Куславккасем» ентешлӗхӗн правленийӗн пайташӗ;
- Чӑваш наци конгресӗн хастар пайташӗ;
- 2017 ҫултанпа ЧНКпа пӗрле «Радужная страна» регионсем хушшинчи конкурса йӗркелесе пырать;
- «Жемчужинки Чувашии» уҫӑ республика фестиваль-конкурсӗн жюри пайташӗ;
- вӑл ертсе пыракан «Шупашкар» ушкӑн Ятарлӑ ҫар операцийӗ(выр.)чăв. валли укҫа-тенкӗ пухас тӗллевпе йӗркелекен ыркӑмӑллӑх концерчӗсене хутшӑнать. Концертсем Куславкка тата Комсомольски муниципалитет округӗсенче иртнӗ.
Хисепӗсем
- Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (2017);
- Раҫҫей Федерацийӗн Вӗрентӳ министерствин Хисеп хучӗ (2005);
- Чӑваш наци конгресӗн Хисеп хучӗ.
2010 ҫулта Пӗрремӗш каналри «Поле чудес»(выр.)чăв. кӑларӑма хутшӑнса тӗп парнене — автомобиль — ҫӗнсе илнӗ[1].
Ҫемье
- Мӑшӑрӗ — Андрей.
- Ывӑлӗсем — Александр тата Эдуард[1].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Альбина Юрату. 88 интервью. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхат, 2020. — С. 476. — 311—317.
- ^ 1, 2 Кинер Людмила Ивановна | сайт музыкального руководителя | Образовательная социальная сеть (выр.). nsportal.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Людмила Кинер (выр.). chmedia.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ.
Каçăсем
| Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». |