Виктория Захарова
Семёнова (Захарова) Виктория Владимировна (сцена ҫинчи ячӗ — Виктория Захарова; ҫур. 1990 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗ, Турикас Тушкил, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — чăваш эстрада юрăçи, композитор, педагог. Раҫҫей Федерацийӗн вокал ӳнерӗн педагогӗсен федерацийӗн пайташӗ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1990 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Тӑвай районӗнчи Турикас Тушкил ялӗнче педагогсен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ашшӗ — Владимир Захаров — спорт йӗркелӳҫи, физкультура вӗрентекенӗ, амӑшӗ — Роза Петровна — математикӑпа физика вӗрентекенӗ.
Турикас Тушкил вӑтам шкулне, Тӑвай ача-пӑча ӳнер шкулне вӗренсе пӗтернӗ[1].
И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне (специальность — «композитор-преподаватель»), ҫак университетрах магистратура (специальность — «музыкознание, музыкально-прикладное искусство») вӗренсе пӗтерсе ятарлӑ аслӑ пӗлӳ илнӗ[2].
2010 ҫулта Леонид Якубович ертсе пыракан «Поле чудес» телекӑларӑма хутшӑннӑ, тӗп парне — автомобиль — выляса илнӗ[3].
1015—2024 ҫулсенче Ҫӗрпӳ муниципалитет округӗн «Культура аталанӑвӗпе библиотека пулӑшӑвӗн районти центрӗ» муниципалитет бюджетлӑ культура учрежденийӗнче вӑй хунӑ, ҫав шутра 2023—2024 ҫулсенче — директор тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан пулса.
2024 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Республикине килсен, Виктория Семёнова (Захарова) ҫӗршыв пуҫлӑхне Ҫӗрпӳри Культура аталанӑвӗн центрӗ пирки каласа панӑ[4].
2015 ҫулта центрта «Созвучие» вокал студине уҫнӑ. Унӑн вӗренекенӗсем тӗнчери, Раҫҫейри, республикӑри конкурссемпе фестивальсенче пӗрре мар лауреатсемпе ҫӗнтерӳҫӗсем пулнӑ[5].
2018 ҫулта «Ян-сас» республика вокал конкурс-фестивальне йӗркеленӗ[2].
Чӑваш халӑх поэчӗн Раиса Сарпин хайлавӗпе «Пӗрремӗш утӑмсем» ача-пӑча мюзиклӗ ҫырнӑ[1].
2024 ҫултанпа Шупашкарта ӗҫлесе пурӑнать, «Созвучие» вокал студине аталантарать. Ҫавӑн пекех Мускавра та вокал стулийӗ пур — «Арман».
Ҫемье
Ашшӗ — Владимир Семёнович Захаров — Тӑвай муниципаллӑ районӑн «Аль» спорт шкулӗн волейбол енӗпе тренер, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ физультурӑпа спорт ӗҫченӗ; амӑшӗ — Роза Петровна Семёнова— Тӑвай муниципаллӑ районӑн Тӳшкил пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул вӗрентекенӗ.
Качча кайнӑ, икӗ хӗр ҫитӗнтерет.
Пултарулӑх
аслисен юррисем
Халӑхра анлӑ сарӑлнӑ юррисем: «Сенкер тӳпе евӗр куçусем», «Малтанхи юрату», «Кӗт мана», «Ӗмӗтри савни», «Сӑнчӑрларӑн», «Туй юрри», «Юратнӑ анне», «Дискотека» , «Тушкил», «Савниҫӗм» , «Юрамасть савма..», «Пурнӑҫ ҫулӗ» , «Ай, юрлар-и?» , «Юрату – тухату», «Ӑнсӑртран», «Тăвайсем», «Ӑҫта-ши эс?», «Юратар», «Юратни – юраттарать», «Сан чӳрече умӗнче», «Ҫӑлтӑрлӑ каҫ», «Ман хӗр-туссем», «Ҫуралнӑ кун», «Атте», «Ман савни», «Илтетӗн-и савни?», «Уяв пырать», «Арҫынсем», «Ӑçта-ши çав тӑванӗ?», «Чун», «Парнеле юрату», «Манар мар паттӑрсене», «Наш Цивильск», «Салам» тата ыттисем те[6].
Ача-пӑча юррисем
«Ди-джей, ан лар пуҫ усса», «Пурнӑҫ — уяв», «Тӑван ҫӗршыв», «Ан паран нихӑҫан», «Ут ӗмӗтӳ патне», «Чун юрри», «Чӑваш Ен», «Тик-тока манар», «Эпӗ чӑваш хӗрачи», «Манӑн туслӑ ҫемье», «Йӗкӗрешсем», «Артистка», «Ҫунтар», «Ҫутат юратупа».
Хисепӗсем
- «Кĕмĕл сасă» конкурс лауреачӗ (2009);
- «Кӗмӗл сасӑ» конкурсӗн «Чи лайӑх композитор» номинаци ҫӗнтерӳҫи (2011);
- муниципалитет вӗрентӳ тытӑмӗн «Чи лайӑх ҫамрӑк культура ӗҫченӗ» номинаци лауреачӗ (2016);
- Чӑваш Республикин Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин Тавӗ (2018);
- Чӑваш наци конгресӗн Хисеп хучӗ (2019),
- Раҫҫейри тата тӗнчери конкурссен лауреачӗ тата дипломанчӗ[1].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 Светлана Глухова. Мастера музыкального искусства Чувашии - мои земляки (прошлое, настоящее, будущее) (выр.). Проект для одарённых детей «Алые паруса» (11 акан 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Наши выпускники. Виктория Захарова (выр.). Чувашский государственный университет им. И. Н. Ульянова. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗ.
- ^ Студентка выиграла машину на «Поле чудес» (выр.). ИД «Грани» (Новочебоксарск) (27 чӳкӗн 2010). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗ.
- ^ Владимир Путин посетил в Цивильске первый в Чувашии Центр культурного развития (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики. Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики (23 нарӑсӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗ.
- ^ Вокальная студия «Созвучие» (выр.). ВКонтакте. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗ.
- ^ Виктория Захарова (выр.). Чуваш Медиа. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗ.