Турикас Тушкил
Тирикас Тушкил, — Чăваш Енĕн Тăвай районĕнчи ял.
Тавралăхĕ
| Статьян çак пайне халлĕхе çырман. РУВИКИне хутшăнакан ĕмĕчĕпе, çак вырăнтаятарлă пай.
Эсир çак пая çырса проекта пулăшма пултаратăр. |
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 607 çын, çав шутра 301 арçын, 306 хĕрарăм пурăннă[2].
Истори
Яла никĕслени
Юмах-халап тăрăх Тушкил ялĕ 500-600 çул каялла пуçланса кайнă. Ӗлĕк-авал ку вырăнта çын кĕрсе тухайми сĕм вăрман пулнă. Çав вăрманта пăч-пач çынсем киле пуçланă. Пĕрремĕш килнĕ çын Тускил ятлă пулнă. Вăл çурт лартма лайăх çĕр суйласа илет, шыв патне лартать. Ун хыççăн татах та çынсем киле пуçлаççĕ. Ял ячĕ вара Тушкил пулса тăрать.
Тушкилпе Ямпулат
Ӗлĕк-авал Шимпулапа Ямпула ятлă çынсем пурăннă. Вĕсем пĕр çемьре туслă, мирлĕ, пĕр-пĕрне пулăшса пурăннă. Пĕррехинче Шимпулапа Ямпула хытă вăрçăнса каяççĕ. Çакăн хыççăн вĕсем уйрăм пурăнма пуçлаççĕ. Шимпулапа Ямпула ятсенчен вара Шимкуспа Ямпулат ялĕсем пуçланса кайнă.
Паллă çынсем
- Семёнова (Захарова) Виктория Владимировна (1990 ҫ.ҫ.) — чăваш эстрада юрăçи, композитор, педагог.
Вуламалли
| Статьян çак пайне халлĕхе çырман. РУВИКИне хутшăнакан ĕмĕчĕпе, çак вырăнтаятарлă пай.
Эсир çак пая çырса проекта пулăшма пултаратăр. |
Ӑнлантарусем
Каçăсем
- Чăваш Ен пурăнан вырăнсем( ӗҫлемен каҫӑ)
- Чăваш энциклопедийĕ
| Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |