Тӑвай районӗ
Тăвай районĕ — Чăваш Республикин (РФ) администрациллĕ-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленĕвĕ (муниципаллӑ район).
Чăваш Енĕн тухăçĕнче вырнаçнă. 1935 çулхи кăрлачăн 9 туса хунă. Çурçĕр енче Вăрмар районĕ, хĕвеланăç енчĕ Канаш районĕ, кăнтăрпа хĕвелтухăç енче Тутарстанпа юнашар вырнаçнă. Лаптăкĕ 524,4 км2 танлашать. Район администрациĕ Тӑвай ялĕнче вырнаçнă.
Çутçанталăк
Тăвай районĕ Чăваш плато тăрăхĕнче вырнаçнă. Вырăнĕсем сăртлă, çырмасем пит нумай.
Çĕр айĕнчи пурлăхсем йышĕнче çурт хăпартмаллисем кăна. Кунта кирпĕч чĕр таварĕ, карбонад породисем кĕреççĕ. Кирпĕч валли усă куракан тăма кăларас икĕ вырăнтан пĕрринпе кăна, Тăвай патĕнче вырнаçнăскерне, усă кураççĕ.
Ку тăрăхра вăтам климат, хĕлĕсем сивĕ, çăвĕсем ăшă. Кăрлачăн вăтам температури -13°С, утă уйăхĕн — 18,7°С танлашать. Чи сивĕ палăртнă температура — -42°С, чи ăшши — 37°С. Çул хушшинче вăтамран 490 мм юр-çумăр ӳкет. Ытларах енĕпе юр-çумăр ăшă тапхăрта çăвать.
Администрациллĕ пайлану
Халăх йышĕ
Паллă çынсем
- Арапов Владимир Яковлевич — график.
- Васильев Александр Георгиевич — композитор.
- Васильев Владимир Васильевич — сăвăç, композитор.
- Воробьёв Василий Петрович — хор дирижёрĕ, композитор, вĕрентӳçĕ.
- Григорьев Юрий Павлович — композитор.
- Данилов Дмитрий Данилович — литература критикĕ, вĕрентӳçĕ.
- Димитриев Николай Владимирович — юрăç.
- Иванов Александр Иванович — журналист.
- Козлов Геннадий Васильевич — Чăваш патшалăх ӳнер музейĕн директорĕ
- Козлов Владимир Васильевич — Академик МАПН, психологи ăслăхĕсен тухтăрĕ
- Кузьмина Вера Кузьминична — актриса.
- Кузнецов Александр Валерьянович — филологи ăслăхĕсен кандидачĕ.
- Максимов Степан Максимович — композитор.
- Михаил Сунтал — çыравçă.
- Парамонов Тимофей Парамонович — халăх юррисене пухаканĕ, вĕрентӳçĕ.
- Парне Георгий Васильевич — актёр, режиссёр.
- Романова Фаина Александровна — театр ертӳçи.
- Сандров Николай Александрович — сăвăç, тăлмач.
- Сверчков Никита Кузьмич — ӳкерçĕ, график.
- Сидоров Николай Иванович — драматург, çыравçă.
- Сорокин Владимир Геннадьевич — Ярославльти ӳкерçĕ-реставратор.
- Спиридонов Григорий Спиридонович — чăваш скульпторĕ.
- Спиридонов Моисей Спиридонович — ӳкерçĕ, график.
- Степанов Николай Степанович — актёр.
- Терентьев Геннадий Терентьевич — драматург, актёр.
- Тимаков Вениамин Петрович — сăвăç.
- Трифонова Валентина Ивановна — актриса.
- Тăхти Илья Ефимович — сăвăç, прозăç, халăх пултарулăхне пухаканĕ, халăх йăли-йĕркисене тĕпчекенĕ, тăлмач.
- Хумма Çеменĕ — прозăç, сăвăç, тăлмач.
- Шамбулина Алина — тележурналист.
- Элпи Валентина Андреевна — çыравçă.
- Яклашкин Морис Николаевич — хор дирижёрĕ, вĕрентӳç.
Вӗренӳ
Тӑвай районӗнчи вӗренӳ тытӑмне Тӑвай район администрацийӗн вӗренӳ пайӗ йӗркелесе пырать.
Тӑвай районӗнче пурӗ ХХ шкул вырнаҫнӑ:
- Х вӑтам шкул;
- Х тӗп шкул;
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Ӑнлантарусем
- ^ Чувашская Республика. Общая площадь земель муниципального образования
- ^ Оценка численности постоянного населения Чувашской Республики на 1 января 2017 года и в среднем за 2016 год. Территориальный орган Федеральной службы государственной статистики по Чувашской Республике (9 марта 2017). Проверено 30 июня 2017. Архивировано 30 июня 2017 года.
- ^ https://web.archive.org/web/20220901194902/https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/tab-5_VPN-2020.xlsx
Каçăсем
| Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |