Трифонова Валентина Ивановна
Трифонова Валентина Ивановна (1950 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕ, Тӑвай сали, Тӑвай районӗ, Чăваш АССР çур. —) Чăваш академи драма театрĕн актриси, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1979), Чăваш АССР халăх артисчĕ (1989), РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ (1998).
Пурнăçĕ
Ленинградри театр, мусăк тата синоматографăн патшалăх институтĕнче вĕренсе тухсан (А. И. Кацман ăста курсĕ, чăваш студийĕ) 1972 çулта Чăваш академи драма театăрне йышăннă.
Ролĕсем
- Марук (Н.Айзманăн "Кай, кай Ивана", 1973);
- Аленка (А.Коломийцăн "Голубые олени", 1974);
- Рози (Э.Сиглигетин "Табунщик", 1978);
- Наталья ( М.Шолоховăн "Тихий Дон" тăрăх, 1981)
- Василиса Карповна (М.Горькиĕн "На дне" тăрăх, 1986);
- Роза Мамаи (А.Додэн "Арлезианка", 1994);
- Зарина чыканки (А.Прттын "Запрещенная любовь", 1997);
- Тухатмăш (Е.Никитинăн "Украденная невеста", 1998).
Вуламалли
Ӑнлантарусем
Каçăсем
- Деятели культуры и искусства: Артисты и музыканты: Трифонова Валентина Ивановна 2013 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
