Васильев Владимир Васильевич (сăвăç)
Васильев Владимир Васильевич, (1943, утӑ, 1, Чăваш Енĕн Тӑвай районӗнчи Çĕнçырма ялĕнче çур.) — чăваш сăвăçи, композиторĕ[1].
2000 çултанпа Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕнче тăрать. Çавăн пекех Владимир Васильев Чăваш Республикин компзиторĕсен пĕрлешĕвĕн, Чăваш Республикин юрă-кĕвĕ пĕрлĕхĕн, Пĕтĕм союзăн куç курманнисен пĕрлĕхĕн пайташĕ шутланать.
«Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерни 20 çул» медальпе чысланă.
Клуб заведующиĕ, Ăстана пулăшаканăн вĕренекенĕ пулса ĕçленĕ. Шупашкарти прядильно-ниточнный фабрикинче (çип арлакан фабрика?) вăй хунă. 1976 çултанпа агрегат завочĕнче крановщик пулса ĕçленĕ. Завод коллективăн ветеранĕ шутланать.