Парамонов Тимофей Парамонович
Тимофей Парамонович Парамонов (1895 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ, Лачкасси, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики — 1988 ҫулхи ҫӑвӑн 15-мӗшӗ, Лачкасси, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — чăваш халăх юррисене пухаканĕ, музыка фольклорне сараканĕ, педагог, композитор. Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1934)[1].
Пурнăçĕ
1895 çулхи çĕртмен 13-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Çĕрпӳ уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Тăвай районĕ) Лачкасси ялĕнче çуралнă.
Малтан тăван ялĕнчи шкулта, кайран 1909 çулта Тăрăнри 2 класлă училищере пĕлӳ илнĕ. 1909–1915 çулсенче Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ.
1915 çулта Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине хутшăнма кайнă. Киеври прапорщиксен шкулне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн ăна 119-мĕш пехота полкĕ йышĕнче Румыни фронтне ăсатнă. Унта вăл подпоручик ҫар хисепне çитнĕ тата Сăваплă Станислав орденне тивӗҫнӗ. Граждан вăрçи вĕçленничченех фронтра пулнă, 1918 çулта çартан таврăннă хыççăн Лачкасси шкулĕнче ачасене вӗрентнӗ.
1921–1922 çулсенче, выçлăх вăхăтĕнче, ачасене Мускава ăсатас ĕçе хутшăннă, унта вăл ача çурчĕн пуçлăхĕ тата воспитатель пулса ĕçленĕ.
1922–1927 çулсенче Канашри педагогика техникумĕнче сĕрме купăс çинче выляма хăнăхтарнă, шкулсенче юрлама, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. 1928 çулта Шупашкарти музыка шкулĕнче ĕçленĕ.
1930–1934 çулсенче И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн филологи факультетĕнче вĕренсе аслă пĕлӳ илнĕ. Çав вăхăтрах Канашри 29-мĕш вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.
1938 çулхи çăвăн 29-мĕшĕнче ăна айăпсăр аресленĕ. 1939 çулхи авăнăн 9-мĕшĕнче 10 çуллăх ирĕкрĕн хăтарма йышăннă. Улатăрти ĕçпе тӳрлетӳ лагерĕнче, кайран Казахстанра тĕрмере пулнă. Ирĕке тухсан Çурçĕр Казахстан облаçĕнче пурăнса вырăс чĕлхи вӗрентекенӗ пулса ĕçленĕ. 1957 çулта ăна туллин реабилитациленĕ.
Каялла таврăнсан Т. П. Парамонов Лачкассинче, 1970–1980 çулсенче Канаш хулинче пурăннă. 1988 çулхи çăвăн 15-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлнă.
Пултарулăх ĕçĕсем
Тимофей Парамонов 500 ытла чăваш халăх юрри пухса çырнă, вĕсене халăх хушшинче сарнă. Çавăн пекех хорсем валли партитурӑсем, ача-пăча юррисем çырнă. Унсăр пуçне, 1926 тата 1929 çулсенче пуçламăш шкулсем валли чăваш чĕлхин грамматика кĕнекисене хатĕрлесе пичетлесе кăларнă.
Хисепĕсем
- Сăваплă Станислав орденĕ (Раççей империйĕ).
- Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1934).
- КПСС обкомĕн тата Чăваш АССР Министрсен Канашĕн Хисеп хучĕ (1985).
Ăнлантарусем
- ^ Деятели культуры и искусства : Артисты и музыканты : Парамонов Тимофей Парамонович. Культурное наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 24-мӗшӗ.
Вуламалли
- Алжейкина, Г. В. Музыкант и педагог Тимофей Парамонович Парамонов / Г. В. Алжейкина // Проблемы художественной культуры Чувашии. – Чебоксары, [2007]. – Вып. 3. – С. 190–202.
- Демидов, В. Ф. Пропагандист народной музыки / В. Ф. Демидов, А. В. Изоркин // Их имена останутся в истории : сб. ст. – Чебоксары, 1993. – Кн. 1. – С. 211–216.
- Илюхин, Ю. Паллă фольклорист / Ю. Илюхин // Коммунизм ялавĕ. – 1970. – 13 июнь.
- Илюхин, Ю. А. Парамонов Тимофей Парамонович / Ю. А. Илюхин // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 314.
- Илюхин, Ю. А. Парамонов Тимофей Парамонович / Ю. А. Илюхин // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – Т. 3 : М-Се. – С. 369.
- Илюхин, Ю. Прерванная музыка композитора / Ю. Илюхин // Совет. Чувашия. – 1995. – 23 июня.
- Кондратьев, М. Г. «Рукопись представляет огромнейший интерес» : музыкальное наследие Тимофея Парамонова / М. Г. Кондратьев // Музыка. Искусство, наука, практика. – 2013. – № 1 (3). – С. 45–53.
- Решетников, Л. Песни родной стороны / Л. Решетников // Совет. Чувашия. – 1975. – 19 янв.
- Федорова, E. Хăй пухнă юрăсен кĕнекине курма ĕмĕтленнĕ / E. Федорова // Хыпар. – 1995. – 7 утă.
- Юмарт, Г. Тимофей Парамонов / Г. Юмарт // Чăваш ен. – 1995. – 17–24 çĕртме (№ 25). – С. 13.
Каçăсем
- Чувашская энциклопедия: Парамонов Тимофей Парамонович. enc.cap.ru. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 24-мӗшӗ.
- «Рукопись представляет огромнейший интерес»: музыкальное наследие Тимофея Парамонова. Музыка. Искусство, наука, практика. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 24-мӗшӗ.