Тӑвай районӗнчи вӗренӳ

Тӑвай районӗнчи вӗренӳТӑвай районӗнчи вӗренӳ тытӑмӗ епле йӗркелени.

Историйӗ

Тӑвай районӗнчи вӗренӳ ҫак тӑрӑхра XVIII ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринчен пуҫласа XIX ӗмӗрте чиркӳсем уҫнипе тачӑ ҫыхӑннӑ[1]. Районти чи авалхи 1854 ҫулта Нӑрваш Салинче Патшалӑх пурлӑхӗн министерстви уҫнӑ шкул шутланать[1].

XIX ӗмерӗн 80-90-мӗш ҫулсенче шкулсен ӗҫӗпе Ҫӗрпӳ уесӗн училищесен канашӗ аппаланнӑ[1].

XX ӗмер пуҫламӑшӗнче хальхи Тӑвай районне кӗрекен лаптӑкра пурӗ 29 пуҫламӑш шкул пулнӑ, ытларах енӗпе вӗсем уйрӑм ҫынсен килӗсенче вырнаҫнӑ пулнӑ. Совет самани пуҫланнӑ хыҫҫӑн вырӑнти хутла пӗлменнипе кӗрешме пуҫланӑ, сапла май вулӑс тата уес центрӗсенче халӑх вӗрентӗвӗн пайӗсене йӗркелеме пуҫланӑ. Тӑвай вулӑсӗн халӑх вӗрентӗвӗн пайӗн ертӳҫисем ҫаксем пулнӑ: Комиссаров С. (1919), Даров М.Ф. (1919–21), Терентьев Т.Т. (1921–23)[1].

Тӑвай районне йӗркеленӗ хыҫҫӑн Чӑваш АССРӗн рабочи, хресчен тата хӗрлӗ армеец депутачӗсен Канашӗн Тӑвай районӗн ӗҫтӑвкомӗ ҫумӗнче РОНО йӗркеленӗ. Ку пай шкулсене педагогсемпе тивӗҫтернӗ, вӗрентекенсен опычӗпе паллаштарнӑ, вӗренӳ учрежденийӗсен ӗҫне тӗрӗслесе тӑнӑ[1].

1935 ҫулта районта 1 вӑтам шкул (Тӑвайра), 10 тулли мар вӑтам шкул тата 19 пуҫламӑш шкул ӗҫленӗ[2].

2019 ҫул тӗлне районта 10 вӑтам шкул, 6 шкулчченхи вӗренӳ заведенийӗ, 4 хушма пӗлӳ паракан учреждени пулнӑ[1].

Шкулсем

Тӑвай районӗнче хальхи вӑхӑтра 10 вӑтам шкул, 1 тӗп шкул ӗҫлет. Ҫавӑн пекех ӳнер шкулӗ тата спорт шкулӗ пур.

Вӑтам шкулсем

Тӗп шкулсем

Хупӑннӑ шкулсем

Вӗренекен ачасен йышӗ

Тӑвай районӗнче тӗрлӗ ҫулсенче ҫакӑн чухлӗ ача вӗреннӗ[2]:

  • 1924–1925 вӗренӳ ҫулӗ – 1359 ача
  • 1956–1957 вӗренӳ ҫулӗ – 3616 ача
  • 1959–1960 вӗренӳ ҫулӗ – 4441 ача
  • 1964–1965 вӗренӳ ҫулӗ – 5806 ача
  • 1969–1970 вӗренӳ ҫулӗ – 6613 ача
  • 1974–1975 вӗренӳ ҫулӗ – 7000 ача
  • 1979–1980 вӗренӳ ҫулӗ – 5758 ача
  • 1984–1985 вӗренӳ ҫулӗ – 4591 ача
  • 1989–1990 вӗренӳ ҫулӗ – 3706 ача
  • 1994–1995 вӗренӳ ҫулӗ – 3521 ача
  • 1999–2000 вӗренӳ ҫулӗ – 3610 ача
  • 2004–2005 вӗренӳ ҫулӗ – 2923 ача
  • 2009–2010 вӗренӳ ҫулӗ – 2086 ача
  • 2014–2015 вӗренӳ ҫулӗ – 1647 ача
  • 2019–2020 вӗренӳ ҫулӗ – 1508 ача

Вуламалли

  • Энциклопедия Янтиковского района = Тӑвай районӗн энциклопедийӗ. — «Новое время», 2020. — Т. 1. — С. 348. — 636 с. — ISBN 978-5-907246-52-2.

Каҫӑсем

Категорисем