Чутей вӑтам шкулӗ
Чутей вӑтам шкулӗ (выр. Чутеевская средняя школа) — Тӑвай муниципаллӑ округӗнчи вӑтам шкул, Чутей салинче вырнаҫнӑ.
Адресӗ: Тӑвай районӗ, Чутей сали, Вӑрман урамӗ, 39-мӗш ҫурт[1].
Директорӗ: Гурина Алина Васильевна[1].
Шкул историйӗ
1863–1865 ҫулсенче Чутейре прихут шкулӗ ӗҫленӗ. Хресчен ачисене прихутри священник хутла вӗрентнӗ. 1865 ҫулта вӑл шкулта 13 ача пӗлӳ пухнӑ[2].
1874 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗнче Сӑваплӑ Гурий тӑванлӑхӗн (тӑванлӑх 1917 ҫулта ӗҫлеме пӑрахнӑ) шкулӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Ачасене вӗрентнӗ пӗрремӗш вӗрентекен ячӗ упранса юлман. Шкул заведующийӗ пулса Мӗлкки ялӗнчи Тимофей Иванов ӗҫленӗ. Кунти шкулта Чутей, Амалӑх, Киччӗ, Ҫӗнӗ Ишпуҫ ачисем пӗлӳ пухнӑ. Вӗсем тара илнӗ пуян хресченсен ҫурчӗсенче вӗреннӗ[3].
1880 ҫулта ачасене чиркӳ хуралтинче вӗрентнӗ. Турӑ сакукнне Громов священник вӗрентнӗ. 1880–1881 ҫулсенче вӗрентекен пулса В. Васильев ӗҫленӗ, 1881–1885 ҫулсенче — Г. Кедров. 1885 ҫултан пуҫласа вара ялти шкулта пӗлӳ илнӗ, Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ С.К. Калистратов вӗрентнӗ[2].
1887–1888 ҫулта хатӗрленӗ шкулсен алфавитлӑ списокра шкула Чутей чӑваш шкулӗ тесе ҫырса хунӑ, вӑл Ҫӗрпӳ уесӗн Кивӗ Тебярдино вулӑсӗнче шутланнӑ. Ӑна пӑхса тӑраканӗ Кон. Левицкий атте пулнӑ[3].
1907–1910 ҫулсенче ачасем чиркӳ хуралтинче вӗреннӗ, вӗрентекенӗ — Михайлов. Сӑваплӑ Гурий тӑванлӑхӗ хатӗрленӗ отчёт тӑрӑх ачасем епле вӗренни тӗлӗшпе шкулсене виҫӗ ушкӑна пайланӑ: лайӑх, ҫителӗклӗ тата япӑхраххи. Чутей шкулӗ пӗрремӗш ушкӑна (лайӑх вӗренекеннисен) кӗнӗ[3].
1913–1917 сулсенче шкул земство училищи пулнӑ. Турӑ саккунне Яков В. Турхан священник вӗрентнӗ. 1917 ҫулта шкул заведующийӗ пулса Лачкассинче ҫуралнӑ Н.П. Хаймулин ӗҫленӗ[3].
1918–1919 ҫулсенче шкула пуҫламӑш халӑх училищи ят панӑ. Чайкина Екатерина Степановна (1923–1955), Н.А. Масленников (1920–1923), П.В. Васильев (1923–1941) ӗҫленӗ. Ку вӑхӑтра шкулӑн йывӑҫ ҫурчӗсене туса лартнӑ[3].
1933–1934 вӗренӳ ҫулӗнче колхоз ҫамрӑкӗсен шкулӗ ӗҫлеме тытӑннӑ. Заведующий пулса Янбашев Николай Петрович ӗҫленӗ. 1933 ҫултан пуҫласа ачасене Е.Г. Васильева, В.Л. Медведев, Н.П. Петров (Амалӑх, 1930 ҫултан), М.М. Белкин (Амалӑх), Г.Л. Леонтьев (Улянкӑ), А.И. Зобов (Тӗмер), Чайкина Екатерина Степановна, Янбашев Николай Петрович, В.М. Мулаков вӗрентнӗ[3].
1934–1939 ҫулсенче — тулли мар вӑтам шкул. Николай Янбашев тӑрӑшнипе 1934 ҫулта шкул валли пилӗк класлӑ ҫӗнӗ ҫурт туса лартнӑ[2].
1939–1960 ҫулсенче шкул ҫичӗ ҫул вӗрентмелли программӑпа ӗҫленӗ. 1960 ҫулта сакӑр ҫул вӗрентекен шкул пулса тӑнӑ[2].
1984 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ачасем ҫӗнӗ икӗ хутлӑ шкулта вӗренме пуҫланӑ. Ӑна 320 ача вӗренмелӗх туса лартнӑ пулнӑ, унӑн пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ — 2046 тӑваткал метр. Ку вӑхӑтран пуҫласа, 1984 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗнчен, вӑл вӑтам шкул программипе ӗҫлеме пуҫланӑ. Шкула ҫавӑн пекех Тутар АССРӗнчи Хозесаново ачисем те вӗренме ҫӳренӗ. Шкулта ачасене производство ӑсталӑхне те вӗрентнӗ: тракторист-машинистсене, ҫӗвӗҫсене хатӗрленӗ. Шкулӑн ҫӗвӗ машинисем, трактор, автомобиль, лаша пулнӑ[2].
2003 ҫултан пуҫласа Ҫӗнӗ Ишпуҫ тӗп шкулӗ Чутай вӑтам шкулӗн уйрӑмӗ пулса тӑнӑ, 2009 ҫултан — Амалӑх тӗп шкулӗ[2].
Директорӗсем
Чутей шкулӗн директорӗсемпе заведующийӗсем тӗрлӗ вӑхӑтра ҫаксем пулнӑ[3]:
- П.В. Васильев (1923–1933, пуҫламӑш шкул заведующийӗ);
- Янбашев Николай Петрович (1933–1940, 1947–1955);
- Гладков Иван Афанасьевич (1940–1942);
- А.А. Алексеева (1942);
- Чайкина Екатерина Степановна (1942–1943);
- Е.И. Иванов (1943–1944);
- Р.П. Куракин (1944–1947, 1968–1978);
- П.О. Мюресов (1955–1957);
- Г.М. Спиридонов (1957–1960);
- Н.П. Петров (1960–1964);
- Яклашкин Николай Михайлович (1964–1968);
- Шартов Николай Матвеевич (1978–1979);
- Григорьев Александр Петрович (1979–1983);
- Н.Н. Кузьмин (1983–1984);
- Большов Николай Васильевич (1984–2012, 2013–31.8.2015);
- Л.В. Бельский (2012–2013);
- Гурина Алина Васильевна (1.9.2015 пуҫласа).
Хальхи вӑхӑтра
Шкул икӗ хутлӑ кирпӗч ҫуртра вырнаҫнӑ. Шкулӑн вулавӑш, апатланмалли столовӑй, ҫавӑн пекех шкул музейӗ пур. Музее 2012 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗнче йӗркеленӗ, унӑн экспоначӗсене историпе таврапӗлӳ енӗпе хатӗрленӗ[4].
Шкулта вӗренекен ачасене вӗри апатпа тивӗҫтереҫҫӗ. Ку тӗлӗшпе «Янтиковский общепит» ТМЯП-па килӗшӳ тунӑ.
Ҫитӗнӗвӗсем
Николай Васильевич Большов директорта лартнӑ вӑхӑтра шкул Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑк шкулӗ — 1996» тата «Ҫулталӑк шкулӗ — 1997» конкурссен лауреачӗ пулса тӑнӑ[2].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 Основные сведения (выр.). Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение «Чутеевская средняя общеобразовательная школа» Янтиковского муниципального округа Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 24-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Энциклопедия Янтиковского района = Тӑвай районӗн энциклопедийӗ. — «Новое время», 2020. — Т. 1. — С. 543-544. — 636 с. — ISBN 978-5-907246-52-2.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Энциклопедия Янтиковского района : Чутеевская средняя общеобразовательная школа (выр.). Энциклопедии. Цифровая библиотека НБ ЧР. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 24-мӗшӗ.
- ^ О создании школьного музейного уголка
Вуламалли
- Энциклопедия Янтиковского района = Тӑвай районӗн энциклопедийӗ. — «Новое время», 2020. — Т. 1. — С. 543-544. — 636 с. — ISBN 978-5-907246-52-2.
Каҫӑсем
- Шкулӑн официаллӑ сайчӗ (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 24-мӗшӗ.
- Энциклопедия Янтиковского района : Чутеевская средняя общеобразовательная школа (выр.). Энциклопедии. Цифровая библиотека НБ ЧР. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 24-мӗшӗ.